Пукане те пулнă вăл, Йăва та...

31 Июл, 2014

Республика тулашĕнче сахал мар чăваш пурăнать. Вĕсенчен вĕренмелли, тĕслĕх илмелли те чылай пирĕн. «Наци харпăр ăнлавне туйман халăх тислĕкпе танах, ун çинче ытти халăхсем вăй илеççĕ», – тенĕ П.А.Столыпин. Ку тăрăхри чăвашсем вара тымарсене манмаççĕ, чĕлхене те пĕтме памаççĕ.

Анастасия Назарова – Самар тăрă- хĕнчи маттур та пултаруллă чăваш хĕрĕ. Шунтал районĕнчи Аксаку ялĕнче кун çути курнăскер кунта пурăнакан пĕтĕм чăваш пекех тăван чĕлхене юратать, унăн илемне упрама тăрăшать.

– Пирĕн ялта пурте чăваш. Ытти ялсенче тутар та, мăкшă та, вырăс та пур. Тĕрлĕ халăх çыннисен туслăхĕ çирĕп кунта, – тет тăван чĕлхене чунтан хисеплекен хĕр ача.

Настя пĕрре те вырăнта лармасть. Унăн яланах хусканура пулмалла, çĕнĕлĕх шырамалла, пĕр-пĕр ăсталăха туптамалла. Юрра-ташша маçтăрскер тăтăшах тĕрлĕ-рен конкурсра, ытларах вара сăвă вулакансен ăмăртăвĕнче палăрать. Акă кăçал та вăл Чăваш халăх çыравçи Хветĕр Уяр çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă конкурсра 5-8 классем хушшинче пĕрремĕш вырăна тухрĕ.

Çавăн пекех Настя спектакльте выляма та ăста. Ăна яланах тĕп роль шанса параççĕ.

– Спектаклĕсене, тĕпрен илсен, хамăрах шухăшласа кăларатпăр. Пĕрремĕш класра «Пукане» лартнăччĕ. Эпĕ тĕп роле пурнăçларăм. Кайран Тилĕ те, Шăши те пултăм. Пĕррехинче вара Йăва рольне те калăплама тивнĕччĕ, – аса илет Настя. Хуть те мĕнле спектакль лартсан та вăл кашнинчех «Хĕр ача рольне чи лайăх калăплакан» ята тивĕçет.

Пултарулăх ушкăнĕпе пĕрле вăл Самар облаçĕнчи чылай ял-хулана çитсе курнă. Артист пурнăçĕ кăмăла кайнăран хĕр ача шкул хыççăн Шупашкарти театр училищине вĕренме кĕме ĕмĕтленет. Унăн мĕн тери актер пулас килет-çке! Тен, хăçан та пулин кинора ÿкерĕнме те тÿр килĕ? Çакна чунтанах шанать, ĕненет мал ĕмĕтлĕ хĕр ача. Куншăн нумай тăрăшмаллине те пĕлет, çавăнпа нихăçан та алă усса лармасть.

Шкулта «5» паллăпа çеç вĕренекен Настя спортпа та туслă. Футбол, сĕтел çи теннис вăййисене уйрăмах кăмăллать. Тĕрлĕ енлĕ пултаруллăскер эреш çапма та ăста.

Çуллахи каникула Настя хаваслă та усăллă ирттерет. Самарти «Шире круг» тата Чăваш Енри «Хавал» лагерьсенче канни унăн чунĕнче нумай ырă аса илÿ хăварнă. «Çăл куç» чăваш халăх ансамблĕпе те час-часах юрлама тухса çÿреççĕ.

– Юрĕ, кайса ĕçлем-ха. Тепĕр тесен, ялта пурăнатăп вĕт-ха, – терĕ Настя калаçăва вĕçлесе пынă май ăшшăн кулса. Талантлă та ĕçчен хĕр ачан пурнăçĕ хĕвеллĕ те ăнăçуллă пултăрччĕ!

Лариса ПЕТРОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.