- Чăвашла верси
- Русская версия
Çулла та шкулта
Етĕрне районĕнчи Мăн Явăш шку- лĕнче дежурство эрни пырать. Çак вăхăтра ачасем çурт-йĕр таврашне тирпей-илем кÿреççĕ, йăрансене çум курăкĕнчен тасатаççĕ. Аслисене пысăк пулăшу кÿреççĕ.
«Çăтмах тĕнчине çакланмарăм-ши?» – тесе шухăшласа илетĕн кунта пырса кĕрсенех. Тепĕр çын хăйĕн килĕнче те çапла илем йĕркелеймест. Акă чечексем хушшинче ачасем телекуравпа юратса пăхакан «Смешарики» мульт-фильмри сăнарсем курăнса кайрĕç. Вĕсене вĕренекенсенчен пĕрин амăшĕ, Анна Вячеславовна Пахомова, ăсталанă. Çыпăçуллă алăллăскер юратнă тĕпренчĕкĕ вĕренекен класа та ÿкерсе илемлетнĕ. Шкул столовăйĕнче ĕçленĕ май ачасен пурнăçĕпе тачă çыхăннă вăл. Нихăçан та лара-тăра пĕлмест, Лера хĕрĕн пурнăçĕ кăсăклăрах та хаваслăрах пултăр тесе тăрăшать. Ахальтен мар-çке вăл «Чи лайăх амăшĕ» ята тивĕçнĕ.
Акă хальхинче те Татьяна Михайловна Васильева вĕрентекен ачасене шкул пахчине ертсе тухрĕ.
– Лагерь вăхăтĕнче тем тĕрлĕ чечек, пахча çимĕç лартрăмăр, халĕ çавсене пăхатпăр, – ăнлантарать Татьяна Михайловна. Маттурсем улма-çырла пуçтарса варени те, компот та хатĕрлеççĕ. Шкул столовăйĕнче тĕрлĕ салатпа та сăйлаççĕ ачасене.
Каникул хаваслă та усăллă иртни куçкĕретех. Çĕртме уйăхĕнче акă шкул çумĕнчи лагерьте тĕрлĕ халăх юрри-ташшине те вĕреннĕ, вĕсене ялти Культурăпа спорт центрĕнче лартса панă. Республика кунĕнче вара Китайран килсе çитнĕ ушкăн пултарулăхĕпе киленнĕ, вĕсен кĕвĕ инструменчĕсене тата илемлĕ тумтирне курса тĕлĕннĕ, асăнмалăх тесе пĕрле сăн ÿкерĕннĕ. Ют халăх культурипе паллашсан хăвăнне те ытларах хаклама пуçлатăн.
Ачасем Етĕрнери бассейна шыва кĕме те çÿренĕ, сывлăха çирĕплетнĕ. Кăçалхи Çимĕк уявĕнче Мăн Явăшра çĕнĕ чиркÿ уçсан шкул ачисем унта та çитсе курнă, хĕрес çÿревне хутшăннă. Турра ĕненсен вăл кирек епле йывăрлăхра та пулăшасса шанаççĕ вĕсем.
Çырма-çатрана çÿп-çапран тасатма ÿркенмен ачасем юнашар ялти Йĕрĕхкассине те çитнĕ. Кунта паллă ăсчах, педагог, Чăваш халăх çыравçи Георгий Краснов çуралса ÿснĕ. Унăн ячĕпе тăван ялĕнче палăк лартнă, парк та пур. Çав вырăнсене те шкул ачисем тирпейлесех тăраççĕ.
Татьяна Михайловна чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ май алла калем тытма юратакансем çинчен те сăмах пуçарчĕ.
– Шел те, халĕ сăвă-калав çыракан сахаллансах пырать, – терĕ вăл. – Малтан ытларахчĕ. Хайлавĕсене пуçтарса пĕчĕк кĕнекесем кăлараттăмăрччĕ. Хăш-пĕр ачан пултарулăх пурри тÿрех сисĕнет, вĕсене пулăшма та çăмăл. Çавăн пек маттурсенчен Оля Беззубовăпа Коля Петров тÿрех аса килеççĕ. Конкурссене хутшăнса вырăнсем те йышăнатчĕç. Халĕ вара Венера Николаева пысăк шанăç парать. Унăн икĕ кĕнеке тухнă та ĕнтĕ. Илемлĕ сасăллăскер сăвă пăхмасăр вуласа такама та тыткăнлать. Чылай конкурсра мала тухрĕ. Андрей Яковлев та пултаруллă. Кĕçех пиллĕкмĕш класа кайма хатĕрленекенскерĕн шухăшлавĕ питĕ тарăн. Сăввисем аслă ÿсĕмри çын çырнăнах философи сĕмĕпе пуян. Амăшĕ те ывăлĕн сăввисенчен тĕлĕнсе çитереймест. Андрей, Венера пекех, сăвă вулама юратать. Вăл та конкурссенче тăтăшах палăрать.
Малтан калем тусĕсене пĕрлештерекен кружок пулнă шкулта, халĕ вара унсăрах ĕçлеме тивет. Пур пĕрех маттур вĕрентекен алă усмасть, талантлă ачана асăрхасан ăна валли вăхăт уйăратех.
Акă Саша Алексеевпа Семен Расторгуев тата Катя Тихоновăпа Марина Елизарова шкул ĕçченĕсене путвал тасатма пулăшрĕç те каннă вăхăтра хăйсем лартса çитĕнтернĕ пахча çимĕçе тата куçа йăмăхтаракан тĕрлĕ тĕслĕ чечеке кăмăллăн сăнама пуçларĕç. «Эпĕ шыва кĕме питĕ юрататăп. Шел, пĕр вăхăт çанталăк сивĕрех пулчĕ, çавăнпа пĕве хĕрне те час-час çÿреймерĕм», – пĕлтерет Мăн Явăша Йĕрĕхкасси ялĕнчен килекен Саша. Семен вара шкулта та пыл хурчĕсем çинчен кăна шухăшлать. Ара, килĕн- че ăна пĕчĕк-пĕчĕк, çунатлă, хăй евĕр кăмăллă тусĕсем кĕтеççĕ-çке. Хальхинче те акă вăл ăвăс шăратма каясси çинчен калаçать. Катя чечексене питĕ юратать. Вĕсене килте чылай пăхса çитĕнтерет. Класра та вăл чечексемшĕн яваплă. Марина вара сăмах ваклама кăмăлласах каймасть. Ара, чăваш çынни сăпайлă тесе ахальтен каламан пуль? Ĕçлеме вара нихăçан та ÿркенсе тăмасть. Спортра та хастар, пур мероприятие те хутшăнать.
Акă вĕрентекен маттур ачасене тетраде çырса палăртрĕ те ĕçшĕн тав турĕ. Ыран каллех килĕç вĕсем кунта. Юратнă шкул хăйĕн патне магнит пекех туртать-çке. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕччен ăна тата ытларах илемлетмеллех.
Комментировать