Нимрен те хăраман Борька Цариков

31 Июл, 2014

(Вĕçĕ. Пуçламăшĕ иртнĕ номерте)

***

Командир – питĕ çирĕп кăмăллăскер. Пĕтĕмпех ыйтса тĕпчерĕ. Арçын ача йăлтах каласа панă хыççăн «атте» пĕрене татăкĕ çине вырнаçрĕ те çÿçне аллисемпе хускатса пĕр вăхăт урайĕнчен куç илми шухăша кайса ларчĕ. Сăмах та чĕнмерĕ, вăрманта тупнă ача çинчен мансах кайрĕ тейĕн. Борька чышки çине ÿсĕрсе илчĕ. «Атте» арçын ача çине тинкерчĕ, ăна тупса килнĕ каччăна çапла хушрĕ:

– Апатпа тивĕçтерĕр. Хăвăр пата разведка ушкăнне илĕр. Хĕç-пăшал вара... – Вăл Борька патне пычĕ те аякĕнчен тĕксе илчĕ. – Хĕç-пăшалне вăл, чăн-чăн салтак пекех, пĕрле илсе килнĕ...

Сережа, арçын ачана вăрманта тупнă каччă, ăна çурăм çине хурса илсе килнĕ-скер, кайран «атте» умĕнче те пĕрле тăнăскер, халĕ – Борькăн командирĕ, кĕçĕн юлташне çар ĕçне вĕрентĕ.

***

Çĕнĕ задани хăй евĕртерех. «Атте» каланă пек, тĕп çула хачăпа каснăн татса ямалла. Май килсен эшелонне те сирпĕт-мелле.

Разведчиксем меллĕ вырăн тупиччен нумай вăхăт иртрĕ. Сережа та пусăрăнчăк, отряда чарăнми хăвалать. Рельссем тăрăх дрезинăсем (рельс тăрăх алă вăйĕ-пе е моторпа чупакан урапасем) çÿреççĕ, вăхăт-вăхăтăн вăрманалла пулеметран шатăртаттараççĕ. Кашни çур çухрăмранах часовойсем тăраççĕ, вĕсене тăтăшах улăштараççĕ, çул патне çитме шанăç та çук ĕнтĕ. Çавăнпа Сережа нимĕçсем çине тарăха-тарăха отряда хăвалать кăна.

– Борька, – тет вăл сасартăк. – Кун пек таврăнма юрамасть вĕт-ха... Пĕртен-пĕр шанăç та санра кăна.

***

Тĕттĕмленсен разведчиксем çул çывăхнерех пычĕç. Тем сиксе тухас пулсан Борькăна пулăшма май килтĕр тесе çавăнтах выртрĕç. Сережа вара арçын ачана ыталарĕ, куçĕнчен чылайччен пăхрĕ. Борька калта пекех шăвать. Пĕчĕкскер, çăмăлскер, хăй хыççăн йĕр те хăвармасть. Çул тĕмески умĕнче чарăнчĕ, малалла мĕнле каймалли çинчен шухăшларĕ. «Кунта шуса хăпараймăн, ытла та чăнкă». Аллинчи çĕççипе взрывчаткине тата хытăрах чăмăртаса тытнăскер çÿлте дрезина иртессе, юнашар часовой утса каясса кĕтрĕ те рельссем патне чупрĕ. Унталла-кунталла пăхса хăвăрт-хăвăрт юр чавма пуçларĕ. Шалта çĕр шăнса ларнă. Сережа панă çĕçĕ çивĕч пулин те ку ĕçе йывăррăн пурнăçлать.

Вара Борька взрывчаткине хучĕ, икĕ аллипе те чавма пуçларĕ. Халĕ вара пĕтĕм çĕре юр айне пытармалла, анчах ытлашши те сапмалла мар, вăл курăнса ан тăтăр, часовой ăна хунарпа çутатсан ан асăрхатăр. Борька шнура юрпа витсе тĕмеске çинчен аннă чухне дрезина инçе те марччĕ ĕнтĕ. Анчах Борька васкама шухăшламарĕ, часовой çитессе кĕтрĕ.

Часах нимĕç иртсе кайрĕ, нимĕн те асăрхамарĕ. Борька вара кăмăллăнах вăрмана шурĕ.

Уçланкăра ăна çирĕп алăсем ярса тытрĕç, шнур вĕçне илчĕç. Сережа сăмахсăрах арçын ачана çурăмĕнчен лăпкарĕ. Таçта инçетре ерипен шăв-шав илтĕнчĕ, часах вăйланчĕ, Сережа аллине замыкатель çине хучĕ. Кайран чăрăш тăррисене пулеметран перекен дрезина такамран тарнă пекех ĕрĕхтерсе иртрĕ. Темиçе минутран вара аякра тÿрĕ юпа пек тĕтĕм хăпарни курăнчĕ. Акă поезд та килет. Пĕтĕм хăвăртлăхĕпе васкать вăл. Платформа çинче нумай-нумай танк пулнине Борька инçетренех асăрхарĕ.

Пăравус часовой тĕлне çитсен Сережа хăвăрт туртăнса илчĕ те... Борька часовой кĕлетки сывлăша çĕкленнине, пăравус сирпĕннине, ун хыççăн эшелон та йăванса кайнине курчĕ.

– Каялла чакатпăр! – çĕкленÿллĕн кăшкăрса ячĕ Сережа. Пурте вăрмана чупса кĕчĕç, пĕр разведчикне салтаксен çухатăвĕсене шутлама хăварчĕç.

Вĕсем шавласа утрĕç, пытанма шухăшламарĕç те – нимĕçсен халĕ урăх хуйхă-çке.

Пулемет сассине никам та илтмерĕ. Пĕри вара хăйĕн тĕлне тупрĕ-тупрех...

Сережа юр çинче сывлăш çăтса выртать, кăштах шурса кайнă, хăйĕн çинче пĕр чĕрмĕк те çук. Ним тума аптăранă разведчиксем ун умне кукленсе ларчĕç. Борька вĕсене тĕке-тĕке Сережа патне пычĕ те пуçĕнчи калпакне хыврĕ. Тăнлав патĕнчи хура пăнчă сарăлсах пырать...

Нимĕçсен çухатăвĕсене шутлама юлнă салтак та хашка-хашка чупса çитрĕ. Хаваслă хăй.

– Çитмĕл танк, юлташсем!

Анчах ăна никам та илтмерĕ. Вăл та вара мĕн пулнине ăнкарса калпакне сăмахсăрах хыврĕ.

– Сережа... – Борька Сережăна пуçĕн-чен ачашласа пĕчĕк ача пек макăрчĕ, ăна вăранма ыйтнăн пăшăлтатрĕ:

– Сережа!.. Сережа!

***

Борька чĕринче хурлăхлă та, савăнăçлă та. Мускава вĕçес килмест унăн, тем тесен те вĕçес килмест. Анчах «атте» çапла каларĕ:

– Эсĕ вĕçсе кил, çапах та. Вăрçă санран тармасть, ан хăра. Орденна вара илмеллех. Хăвшăн та, Сережăшăн та ил ăна...

Мускав пачах та Борька курнă ÿкерчĕк-сенчи пек мар иккен. Кремльти тĕп чиркÿ-сен куполĕсем ылтăн евĕр çутатмаççĕ, урамра çынсем те ытлах çук. Кунта ытларах çар çыннисем таçта хыпаланаççĕ.

Борькăна аэродромран хăна çуртне илсе кайрĕç. Шала кĕрсенех вăл тĕлĕнчĕ кайрĕ. Йĕри-тавра майор та полковник çеç, аттисем çап-çутă, кăкăр тулли медаль шăнкăртатать. Вăл вара – Сережăн апат хутаççине йăтса тухнă ахаль арçын ача çеç.

***

Кремльте ăна çар çыннисен пысăк ушкăнĕпе пĕрле зала ертсе кĕчĕç. Борька енчен енне пăхса çеç ларчĕ. Тинех пурте вырнаçрĕç, шăпланчĕç. Акă Борька курчĕ. Хăй мĕн курнине малтанах ĕненмерĕ те... Малта, пĕчĕк курупкасен сĕтелĕ умĕнче, Михаил Иванович Калинин тăрать...

Вăл, ÿкерчĕкри пекех ырăскер, сухаллăскер, çынсем çине куçлăх витĕр пăхрĕ те такамăн хушаматне асăнчĕ. Кама чĕннине илтсе юлаймарĕ Борька, анчах пуринчен те вăйлăрах алă çупрĕ, мĕншĕн тесен летчик тумне тăхăннă çак майора Калинин Совет Союзĕн Геройĕн ылтăн медалĕпе чысларĕ.

Михаил Иванович пурне те хушамат, ят тата ашшĕ ятне каласа чĕнсе кăларчĕ. Çавăнпа Борька хăйĕн тухма черет çитнине тÿрех ăнланаймарĕ те.

– Цариков Борис Андреевича, – терĕ Калинин тепĕр хутчен. – Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăлатпăр.

Сасартăк Борька сиксе тăчĕ те çарти пекех:

– Эпĕ! – тесе кăшкăрчĕ залран.

Пурте кулса ячĕç, çав шутра Калинин та. Борька вара хĕп-хĕрлĕ пулса зал умне тухрĕ. Михаил Иванович ăна курупка тыттарчĕ, аллине çирĕп чăмăртарĕ те сасартăк ыталаса илчĕ, ашшĕ вăрçа каяс умĕнхи пек, аслашшĕ вăрçă пуçланичченхи пек виçĕ хутчен чуп турĕ, вырăсла...

Акă Борька кайма та тăчĕ ĕнтĕ. Анчах Михаил Иванович ăна хул пуççинчен тытса чарчĕ те зал енне çаврăнчĕ:

– Курăр-ха, епле партизан! Ахальтен каламаççĕ: сулатник (вырăссен ĕлĕкхи йывăрăш виçи – 4,26 грамм) пĕчĕк, çапах хаклă. Пирĕн Боря эшелон сирпĕтрĕ, çитмĕл танка тĕп турĕ!

Борькăна иккĕмĕш хутчен алă çупрĕç, вăл хăйĕн вырăнне çитиччен те чарăнмарĕç.

Хăвăрт манăçнă ачалăха, ăшă хулари тирек тăманне аса илмелли тепĕр кун та пулчĕ Борьăшăн, йывăр та савăнăçлă кун.

«Аттен» партизан отрячĕ тапăнса килекен çарсемпе хутăшсан пулчĕ ку. Халĕ Борька – ефрейтор, чăн-чăн çар разведчикĕ. Унччен вара вăл хăйĕн автомачĕ çине çивĕч çĕççипе вăтăр карт картса хунăччĕ, юлташĕпе иккĕшĕ тытнă вăтăр «чĕлхене» асăнмалăх пултăр тенĕччĕ.

Çав кун Борькăн чаçĕ Днепр патне çывхарнăччĕ, юхан шыв урлă каçма хатĕр-леннĕччĕ. 1943 çулхи юпа уйăхĕччĕ.

Каçчĕ, шыв çыран хĕрринчи чулсене çапăнса сасă кăларатчĕ. Борька Сережăн çĕççине пиçиххи çумне çирĕплетрĕ те асăрханса шыва кĕчĕ. Вĕри. Ăшăнас тесе арçын ача темиçе хутчен те чăмса тухрĕ. Тепĕр çыранти хурăн патне ишрĕ те ишрĕ.

Нимĕçсем яланхиллех ним йĕркине пĕлмесĕр перетчĕç. Борька тепĕр çырана трусси вĕççĕн çеç, чĕтре-чĕтре тухрĕ. Инçех те мар нимĕçсем калаçни илтĕнет – вĕсем траншейăра. Малалла кайма хăрушă.

Борька йĕри-тавра пăхса илчĕ. Хурăн патне тухма палăртнăччĕ вăл, шăпах ун тĕлне çитрĕ. Йывăç çине хăпарса туратсем хушшинче пытанчĕ. Анчах кунта ларма та шикленÿллĕ. Çук, нимĕç трассисем аяларах пыраççĕ-ха, çапах хамăрăннисем те хушăран сасă параççĕ, вĕсен пульлисем вара йывăç тăрăх та кайма пултараççĕ. Эх, маларах пĕлсен асăрхаттарма та пулĕччĕ.

Çÿлте ларма питĕ аван-ха. Чĕлĕм çутисем тăрăх траншея, окоп, çĕр пÿрт ăçтарах вырнаçнине тавçăрма пулать. Нимĕçсем хÿтĕленме хатĕрленеççĕ. Йĕри-тавра траншея чавса тултарнă.

Ирхине, артхатĕрленÿ хыççăнах, Борька чаçĕ Днепра штурмлама тытăнчĕ, разведка асăрханă хăватлă дотсене (хÿтĕ-ленсе çапăçма çирĕплетнĕ вырăнсем) тĕп турĕ. Тăшманăн ытти çухатăвне Днепрăн тепĕр енче татах асăрхама пулать. Малтанхи отделенисем унта çитрĕç те ĕнтĕ. Борька комбатпа пĕрле ишсе каçрĕ, мĕн хушнине пурнăçларĕ. Хушу вара кашнинчех пĕрешкел: Днепр урлă каçмалла та тĕркене кирлĕ çĕре çитермелле, унтан каялла та тĕрке илсе таврăнмалла.

Снарядсем, пульăсем, бомба çурăлнипе Днепр вĕресе кăна тăрать. Борька куçĕ умĕнчех аманнисене турттаракан понтон (ишекен кĕпер) сирпĕнсе кайрĕ. Çынсем путаççĕ, анчах вĕсене нимĕнпе те пулăшма çук.

Тĕркене вăхăтра тата тĕрĕс-тĕкел çитересси мĕн тери пĕлтерĕшлĕ пулнине Борька халĕ аван ăнланать. Акă вăл кимĕ шыраса тупрĕ те аманнисене çырана куçарма тытăнчĕ. Кун вĕçнелле Днепр лăпланчĕ. Борька юхан шыв урлă саккăрмĕш хутчен каçрĕ, ывăннипе сулăна-сулăна çимелли шырама пуçларĕ. Кăвак çулăм курсанах арçын ача савăннипе ларса канма шухăшларĕ, çавăнтах çывăрса кайрĕ.

Разведчиксем унăн кĕлеткине Днепр çыранĕ хĕрринче шырарĕç, юхăм тăрăх кайса пăхрĕç, плацдармра тĕрĕслерĕç, анчах тупаймарĕç. Борькăна вилнĕ тесе шухăшлама та тытăнчĕç, юрать-ха, батальонра апат пĕçерекен ăна тĕм айĕнче çывăрнине асăрханă. Вăратас темерĕç, çывăраканскере çĕр пÿрте куçарчĕç. Борька вара тутлă ыйхăра. Тĕлĕкре вăл тăван хулине курать. Çĕртме уйăхĕнчи тирек тăманĕ... Хĕр ачасем вылятма юратакан «хĕвел мулкачĕсем»... Амăшĕ... Тĕлĕкре Борька кулать. Çĕр пÿрте çынсем кĕреççĕ те тухаççĕ, хыттăн калаçаççĕ, Борька вара нимĕн те илтмест.

Кайран Борькăн çуралнă кунĕ пулнăччĕ.

Комбат апат пĕçерекене кукăль хатĕр-леме хушрĕ. Ашпа. Кукăлĕсем питĕ тутлă вара! Комбатран вăтанчĕ пулин те (ăнсăртран килсе çитнĕ полк командирĕнчен вара пушшех те) Борька çăвар туллинех çирĕ. Йĕри-тавра пурте ăна ырă сунаççĕ. Акă полк командирĕ сăмах калать. Тăрпасăр лампа çулăмĕ вăйлăрах ялкăшса илчĕ. Пурте шăпланчĕç. Полк командирĕ ватă мар-ха, анчах çÿçĕ кăвакарнă. Арçын ача мĕн çинчен шухăшланине тавçăрнăнах калаçма пуçларĕ вăл.

– Санăн аçу кунта пулинччĕ, Борька, – терĕ. – Тата аннÿ те. Çавăн пекех аслаçу та, тимĕрçĕ. Тата çарти пур юлташу та, чĕррисем те, вилнисем те… Эх, мĕнле лайăх пулĕччĕ те!

Полк командирĕ хаш сывларĕ. Борька çулăм çине пăхса шухăша путрĕ.

– Çук тăк çук тата, – терĕ командир. – Вилнисене чĕртеймĕн... Анчах вĕсемшĕн тавăрăпăр.

– Пирĕн пурин те, – терĕ те вăл йĕри-тавра пăхса çаврăнчĕ. – Пирĕн аслисен пурин те çак арçын ачаран вĕренмелле.

Командир Борькăна ыталаса илчĕ.

– Ну, Борька, итле! Эсĕ халĕ пирĕн герой. Совет Союзĕн Геройĕ.

Пурте (комбат та) ура çине тăчĕç, Борькăна саламларĕç, ыталарĕç. Вăл вара полк командирĕ мĕн калани çинчен шухăшласа ашшĕне, хăрăмланнă питлĕ салтака, амăшне, пиччĕшне Толика, Надюшкăпа унăн амăшне, Ивановнăна, аслашшĕне, Сережăна, хăй юратнă тата пĕлнĕ çынсене пурне те аса илчĕ... Самантрах пит çăмарти тăрăх куççуль юхса анчĕ. Пурте Борька савăннипе макăрать пулĕ тесе шухăшларĕç.

Икĕ эрнерен, 1943 çулхи чÿк уйăхĕн 13-мĕшĕнче, нимĕç снайперĕ хăйĕн оптика прицелĕпе вырăс салтакне çаклатрĕ. Пуля палăртнă çĕре çитрĕ те пĕчĕк салтак окопа ÿкрĕ. Боря Цариков... Вăл тÿрех, нушаланмасăрах вилсе кайрĕ. Пуля унăн чĕрине тивнĕ.

Борьăн вилĕмĕ çинчен батальонра самантрах пĕлчĕç. Сасартăк пирĕн траншейăсенчен çулăм сирпĕнме пуçларĕ. Кăна нимĕçсем çеç мар, командир та кĕтмен иккен. Батальонри мĕн пур хĕç-пăшалтан печĕç. Минăсем вĕçни илтĕнсе тăчĕ. Карабинсем çатăртатрĕç. Çынсем тарăхнине кура комбат окопран пĕрремĕш тухрĕ, батальон малалла вирхĕнчĕ – пĕчĕк салтакшăн, Борька Цариковшăн тавăрмалла.

Альберт ЛИХАНОВ çырнине

Лариса ПЕТРОВА куçарнă.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.