- Чăвашла верси
- Русская версия
Тăван çӗршыва юратма пӗчӗкрен хăнăхтармалла
РФ Конституцине кĕртме палăртнă тӳрлетӳсен шутне ачасене Тăван çĕршыва юратма вĕрентесси, вĕсене патриот воспитанийĕ парасси, астăвăма упрасси пулса тăрать.
Иван ДУБАНОВ, Шупашкарти 38-мĕш вăтам шкулти вĕрентекен:
— Ачана пĕчĕкренех Тăван çĕршыва, тăван тăрăха юратма вĕрентмелле. Эпĕ учитель пулнă май 30 çул ытла вĕренекенсемпе пĕрле похода çӳретĕп. Чи япăх вĕренекенсене, йывăр лару-тăрура çитĕнекен çамрăксене тата чи лайăх вĕренекенсене илсе каятăп. «Чĕлĕм ан туртăр, сăра-эрех ан ĕçĕр, — тетĕп вĕсене хавхалантарса. — Вара похода илсе кайăп». Чăн та, итлеççĕ ачасем. Хăйсене лайăх енчен çеç кăтартаççĕ.
Походра пĕрне-пĕри пулăшма, йывăрлăхсене çĕнтерме вĕренеççĕ. Тăван тавралă-ха, çуралнă тăрăха юратма та. Арçын ачасене салтак пурнăçне хăнăхтаратăп, спортпа туслаштаратăп. Ырă кĕнекесем вуласа ырă çын пулма вĕрентетĕп. Ахальтен мар вĕренекенсем мана кайран тав тăваççĕ.
Комментировать