- Чăвашла верси
- Русская версия
Вăрçă хыççăн та çыхăну тытнă
Анастасия Романова Красноармейски районĕнчи Вăрманкас ялĕнче 1922 çулхи юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче çуралнă. Çичĕ ачаллă çемьере Наçка (ăна ялта çапла чĕннĕ) виççĕмĕшĕ пулнă.
Хĕрача мĕн пĕчĕкрен ĕçе кÿлĕннĕ — вăл вăхăтра урăхла пулма та пултарайман. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи тухсан хĕрарăмсене уйрăмах йывăр килнĕ: вăй питти арçынсем тăшманпа çапăçма фронта кайсан пĕтĕм ĕç хĕрарăмсем çине тиеннĕ. Наçка та пĕр ĕçрен те пăрăнайман.
1942 çул вĕçĕнче Анстасия Романовăн вăрçа кайма ят тухать. «Урамсем тăрăх тутăр вĕçтерсех салтака кайрăмăр, — аса илетчĕ асанне. — Канаш станцине аттепе шăллăм лашапа ăсатрĕç».
Çапла республикăри 18 чăваш хĕрĕ Канашран Мускава тухса кайнă. «Малтанхи вăхăтра Марьина роща хулине вырнаçтарчĕç. Чăваш, тутар, çармăс тата ытти халăх хĕрĕсем пĕр çемьери пек пурăнтăмăр. Вăрçă çинчен пĕтĕмĕшле, амансан пĕрремĕш пулăшу кÿме, нимĕç чĕлхинчи анлă усă куракан сăмахсене тата ыттине те вĕрентрĕç. Каярахпа Бабушкин хулине куçарчĕç. Хамăрăн специализаципе тĕплĕн вĕрентрĕç. Самолетсене радио хумĕпе шыраса тупассин /РУС/, Радиолокаци станцийĕн /РЛС/ тытăмĕсене вĕрентĕмĕр. Вăрçă пынă вăхăтра сывлăшри сăнав, хыпарлав тата çыхăну службин /ВНОС/ икĕ дивизийĕ йĕркеленнĕ. Тĕнче пĕрремĕш вăрçи хыççăн ку тытăма татах та çĕнетсе аталантарнă», — асанне çапла каласа панăччĕ. Вăрçа Чăваш Республикинчен кайнă 500 хĕр-хĕрарăм çак енĕпе тăрăшса Аслă Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă. Çыхăнуçăсем тăшманăн сывлăшран тапăнса килекен самолечĕсене тупса палăртса зенитчиксене, артиллеристсене пĕлтерсе тăнă. Малалла вулас…
www.hypar.ru
Надежда ПЕТРОВА (ДИМИТРИЕВА).
Комментировать