Наци чĕлхисене аталантармалла

10 Июн, 2020

РФ Конституцийĕн 68-мĕш статйин 2-мĕш пунктĕнче республикăсем патшалăх чĕлхине çирĕплетесси пирки асăннă. Регионсенчи патшалăх учрежденийĕсенче, хăй тытăмлăх органĕсенче вĕсемпе вырăс чĕлхипе тан усă курмалла. Тĕп саккунра «Раççейре пурăнакан халăхсен тăван чĕлхене сыхласа хăвармашкăн, ăна вĕренмешкĕн тата аталантармашкăн мĕн пур услови пулмалла», — тесе палăртнă.

ШУХĂШ

Алина АРТАЛИОНОВА, Муркаш районĕнчи Сыпай тĕп шкулĕн директорĕ:

Коституцире ку тÿрлетÿ питĕ пĕлтерĕшлĕ тесе шухăшлатăп. Хальхи вăхăтра наци чĕлхисене упраса хăварас тата аталантарас ыйту çав тери çивĕч тăрать. Раççей — нумай нациллĕ çĕршыв. Çакă сăмах çинче кăна ан пултăр, ĕçпе те çирĕплентĕр. Халăхсене йăла-йĕркене, хăйне евĕрлĕхне, культурипе чĕлхине упраса хăвармашкăн пулăшмалла. Çакна Тĕп саккунра палăртни кирлех.

www.hypar.ru

Ольга КАЛИТОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.