Чăваш чунлă çыннăн унта çитсе курмаллах

10 Июн, 2020

Константин Иванов çуралнăранпа кăçал 130 çул çитрĕ. Вилĕмсĕр поэтăн музей çуртне уçнăранпа вара — 80 çул. Çавна май çак çурт тата музей мĕнле йĕркеленсе кайни çинчен вулакансене каласа кăтартасшăн.
Чул çурт туса лартиччен аçа çапнине пула Ивановсен пÿрчĕ темиçе хутчен те çунса кайнă. Пĕррехинче Константин Васильевич туя кайнă. Çул çинче аçа çапса çумăр çунă. Туй иртсен килне таврăннă. Вĕсем пурăнакан çурт вырăнĕнче ним те юлман — çунса пĕтнĕ пĕренесемпе кĕл çеç тĕлкĕшсе выртнă. Вара Кĕçтенттин ашшĕне каланă: «Атте, çитет кашни çул çунса кайма, чул çурт лартар». Василий Николаевич унпа килĕшнĕ.
Çуртне 1906 çулхи июнь уйăхĕнче лартма пуçланă, кĕркунне туса пĕтернĕ. Унăн проектне Константин Васильевич хăй хатĕрленĕ. Пĕрисем çурт тумалли чула Кĕсле ту айккинчен кăларнă теççĕ, теприсем — Соловьевка ялĕ патĕнчи çĕр айĕнчен. Кашни чулĕшĕн пĕр тенкĕ тÿленĕ пулать. Çак чулсем çемçе хăйăрлă пулнă пирки вĕсене кăларсанах кирлĕ пек касса якатнă. Унсăрăн вăл типме пултарнă. Çурта хăпартма тутарсене тара тытнă. Чÿрече рамисене, алăкĕсене, пÿрт ăшĕнчи мачча эрешĕсене пурне те çамрăк Кĕçтенттин хăй аллипе тунă.
Кĕçтенттин амăшĕ Евгения Васильевна аса илĕвĕнчен: «Эпир платниксем тытнăччĕ. Çав вăхăтра Кĕçтенттин килсе çитрĕ. Ĕçлекенсем çине пăхкалать: савасем тĕрĕс шуман пек туйăнать ăна. Вăл çын ĕçне пÿлме юратмастчĕ.
— Атте, чÿрече янахĕсемпе карнизсене хам тăвам-и? — терĕ.
Вăл платниксемпе килĕшсе ĕçлеме пуçларĕ. Платниксем малтан хăяккăнрах пăхрĕç, анчах вăл епле яка ĕçленине курсан хăйсем те унпа канашлама, Кĕçтенттирен ыйтса пĕлме тытăнчĕç...»
Çак çуртра Ивановсен çемйи 1929 çулччен пурăннă. Колхозсем йĕркеленме пуçласан Петĕрпе Квинтилиян /К.Ивановăн шăллĕсем/ колхоза кĕреççĕ, анчах вĕсене пуласлăх канăç паман. Вара пĕртăвансем хăйсен çурчĕпе пĕтĕм пурлăхне колхоза парса хăвараççĕ те документсем туса ялтан тухса каяççĕ. Вĕсенчен юлнă япаласене пĕтĕмпе сутса пĕтернĕ. Çапла Ивановсен çурчĕ колхоз канцелярийĕ пулса тăрать.
Константин Иванов музейне уçаканĕ — Петр Николаевич Кудряшев. Çынсем ăна хисеплесе Музей Петĕрĕ тенĕ. Вăл 1903 çулта Пишпÿлекре чухăн хресчен çемйинче çуралнă. Виçĕ çулта амăшĕсĕр тăрса юлнă. Чухăн тата выçă пурăннă пулсан та Петр Николаевич икĕ класс пĕтернĕ-пĕтернех. Каярах Ĕпхÿри учительсем хатĕрлекен курсĕнчен вĕренсе тухнă. Ăна Çĕпĕрти Березовка ялне ĕçлеме янă. Малалла вĕренес ĕмĕчĕ пулнă пирки вăл 1925 çулта Ленинградри Хĕвел тухăç халăхĕсен институтне вĕренме кĕнĕ. Унтан вĕренсе тухсан çĕршыври музейсенче наука сотрудникĕ пулса ĕçленĕ. Ленинградра, Иркутскра, Севастопольте... ирттернĕ этнографи экспедицийĕсене те хутшăннă. Шупашкарта икĕ çул музейре ĕçленĕ хыççăн 1935 çулта тăван районне таврăннă. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Елена ДАНИЛОВА. Слакпуç ялĕ. /«Урал сасси» хаçатран/.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.