- Чăвашла верси
- Русская версия
Тĕнче курнă – тĕлĕннĕ, халăх курнă – хисепленĕ
Ачча ялĕнчи (Канаш районĕ) кирпĕчрен купаланă тăпăл-тăпăл çуртра вăл кун хăна килессе кĕтмен. Хуçи тухасса шанса тимĕр хапха алăкне шаккаса ывăнтăм, вара кил картишре сиккелесе çÿрекен пĕчĕк çăмламас йытăран хăрамасăрах çенĕк алăкĕ çумĕнчи шăнкăрав тÿмине пусрăм. Ман ума йăрăс пÿллĕ, таса та типтерлĕ, ятуллă çи-пуç тăхăннă хĕрарăм тухса тăчĕ. Тараватлăн малалла иртме йыхравларĕ. Аслă пÿлĕме кĕретĕп. Стена çинче – гитарăпа балалайка, çут çанталăк илемне сăнлакан картинăсем. "Вĕсем те паллă художниксен копийĕсем-ши?" – явăнчĕ пуçра шухăш Леонардо да Винчин 1490 çулта ÿкернĕ картинине асăрханă май.
Тĕлĕнме пăрахмастăп-ха: хаçат-журнал сĕтелĕ çинче – географи атласĕсен кĕнекисем, историре паллă йĕр хăварнă Владимир Ильич Ленинăн гимназире вĕреннĕ вăхăтри скульптури, шкапра темĕн хулăнăш кĕнекесем, словарьсем, Сергей Есенинăн сăн ÿкерчĕкĕ тата ытти те. "Ялти чиркĕве юсаса ĕçлеттерсе яма пулăшнă çын патнех лекрĕм-ши?" – тăрмалатăп хама шухăшпа. "Йăнăшман ĕнтĕ. Турă кĕтесĕ те, турăшсем те пур çуртра", – хыççăнах лăплантаратăп хама.
Нина Ивановна Яковлева çак вăхăтра кухньăра кăштăртатать, кĕтмен хăнана кофепе сăйласшăн. Иксĕмĕр калаçнă хушăра техĕмлĕ шĕвеке пĕчĕккĕн сыпнă май маншăн тĕлĕнмелли тупăнсах пычĕ. Пĕтĕмпе те çичĕ класс пĕтерсе çур тĕнче тавра çаврăннă 82 çулхи кинемейпе (капла калама чĕлхе çаврăнмасть те, анчах çакăн чухлĕ пурăнса çитнĕ çынна хисеплесе калани пултăр ĕнтĕ) сăмах пуçарнă иккен эпĕ.
«Серенада» хыпарĕ
Ĕлĕк "Серенада" текен радиола пулнă. Вăл Нина Ивановнăн пурнăçне самантрах улăштарнă. Пĕр хутчен çеç мар. 7 класс хыççăн хĕр ялти колхозра ĕçленĕ (19 çула çитиччен). Колхоз пуян пулнă, миллионерсен йышне лекнĕ. Пахча çимĕçĕ туса илессипе палăрнă, сад улма-çырлапа йăтăннă. Çак вăхăтра ăна Нинăн ашшĕ ертсе пынă. Паян ялти аслă урам шăпах унăн ячĕпе хисепленет. Вун тăхăр çула çитнĕ хĕр пĕррехинче радиолăпа çамрăксене Мускава Ломоносов ячĕллĕ университет тума йыхравланине илтет. Çакăн çинчен тÿрех иккĕмĕш сыпăкри Октябрина аппăшне пĕлтерет. Шухăшланă – тунă: иккĕшĕ те никама каламасăр Мускава çул тытаççĕ. Ăсĕ çитнĕ вĕсен, мĕншĕн тесен тÿрех стройкăна кайман. Вĕсен ялĕнче çуралса ÿснĕ арçын Мускавра пурăннă. Шалти ĕçсен тытăмĕнче вăй хурса пенсие тухнăскер пулнă. Тăван тăрăха килкелесе çÿренĕ. Шăпах ăна пĕлтернĕ те хĕрсем хăйсен шухăшне. "Ĕçлейместĕр вĕт унта. Йывăр килет", – тенĕ çакскер вĕсене. Эх, пĕлесчĕ унăн вăл вăхăтра çамрăксене мĕн тума тивнине? Нина ав колхозра вăкăр кÿлсе вăрман турттарнă. Ватă арçын хĕрсене тăхтама ыйтнă, пĕлĕшĕсемпе юлташĕсенчен урăх тĕрлĕ ĕç пирки ыйтса пĕлме шантарнă.
Çапла майпа Нина ĕç вăрттăнлăхне никама пĕлтерме юраман завода (ăна çĕр-шыв ертÿçи пулнă Л. Брежневăн шăллĕ тытса пынă) лекет. Тинтерех кăна уçăлнă вăл, çавăнпа ĕç аллисем кирлĕ пулнă. Заводра ракетăсен ăш-чикне пуçтарнă. Пропуск парса предприятине пĕрремĕш хут кĕртсе кăтартнине Нина Ивановна паянхи кун пек ас тăвать. Канашри вакунсем юсакан заводри çынсен çи-пуçĕ ялан мазутпа вараланчăклине курнăскер кун пеккине пач кĕтмен. Шала урари пушмака хывса кĕреççĕ, ĕçлекенсем пурте шурă халатпа, урай паркетран, вăрăм кавир сарнă, чÿлмексенче мачча таран фикус, пальма ÿсет, лăпкă кĕвĕ кăшт кăна илтĕнмелле янăрать. Курупка евĕр хатĕрсенчен вĕçсĕр-хĕрсĕр пралуксем çакăнса тăраççĕ. Хăйĕн ĕмĕрĕнче пульницара та пулса курман хĕршĕн пурте тĕлĕнтермĕш.
Каçхи шкулта Нина çĕннине тăрăшсах вĕренет. Ялти шкулта вĕрентнин ячĕ кăна пулнă. Сопротивлени, конденсатор йышши ăнлавсене илтмен те. Физика тенĕрен вăл вăхăтра çĕр-шывра радиопромышленноç питех аталанман. "Катюшăсăр", 34-мĕш танксăр пуçне отрасль çĕнĕлĕхпе палăрман. Заводри шкулта физикăна мĕнле вĕрентнĕ тетĕр-и?
Конденсатор мĕнне хĕрсене тĕве курпунĕпе танлаштарса ăнлантарнă. Сопротивлени мĕнне вара Александр Матросовăн вăрçă вăхăтĕнчи паттăрлăхĕ урлă чухласа илнĕ: амбразура çине выртни çулăма малалла яман.
Вăрттăнлăх
Уйăхран ĕçе вырнаçмалла. Вăрт-тăнлăхра ĕçленĕ заводра çак тапхăрта хĕрсен кун-çулне тĕплĕ тĕрĕсленĕ: тĕрмере ларман-и е çемьере кам та пулин тыткăнра пулман-и? Нина хулана паспортпах килнĕ-ха, анчах унта ялтан тухса кайнине палăртнă вырăнта пичет пулман. Тăван тăрăха пуйăспа çĕр варринче çитнĕскер çурт алăкĕнчен шакканă. Ашшĕпе амăшĕ хĕрĕ ăçтине уйăх пĕлмен, вуçех канăçне çухатнă. Нинăн йăмăкĕсемпе шăллĕсем пĕчĕкскерсем пулсан та (çемьере 8 ача ÿснĕ) аппăшне сутман, ăçта кайнине шарламан. Чăн партизансем пулнă тейĕн. Хĕрĕ Мускавра ĕçе вырнаçасси çинчен пĕлтерсен амăшĕ инçете яма килĕшмен. Нинăран аслăрах икĕ ачи килтен тухса кайнăран çумра ĕçлекен кирлĕ пулнă. Ара, картиш тулли выльăха пăхмалла-çке-ха. Нина кайиччен çемье яланах 2 ĕне, 30 чун ытла сурăх, 4 сысна усранă. Выçă ларман, сĕтел çинчен сĕт-турăх, аш татăлман. Ашшĕ вара çапларах пехил панă: "Каяс пулсан ĕçлемелле. Йывăр-и, выçă-и, çĕтĕк-çурăк-и эс унта – ÿпкелешÿ ан пултăр. Каллĕ-маллĕ çÿресси çук. Юлас пулсан халех юл, ялта та ĕçлесе пурăнма пулать".
Çулталăкĕпе – çул çÿревре
Нина Ивановна заводра схемăсем тăрăх детальсем пуçтарнă май тата темиçе специальноçе алла илет: штамповщица, револьверщица, контролер. Яла отпуска килсен ашшĕ хĕрĕ ăçта ĕçленине темиçе хут та пĕлесшĕн çуннă. Çук, лешĕ каламан, вăрттăнлăх тенĕ кăна. "Çапла пуль. Хула урамне шăлса çÿресен те вăрттăнлăх тетĕр", – тăрăхласа илнĕ ашшĕ. Паллах, каярах тĕшмĕртме пуçланă.
Темиçе çултан заводăн статусĕ улшăнать, Моссовнархозăн ятарлă монтаж управленийĕ пулса тăрать. Пĕррехинче Нинăна 1-мĕш уйрăма чĕнтереççĕ. "Мĕн тума-ши? Йĕркене пăсман пек...", – алăкран кĕнĕ чух хĕрĕн алли-ури чĕтрет. Тăрăшуллă ĕçчене ырласа общежити параççĕ (унччен вăл ют çынсем патĕнче хваттерленнĕ). Виçĕ пÿлĕмлĕ хваттерте 13 хĕр пурăннă. Пĕрисем командировкăра пулнă, унтан таврăннисем тĕлне теприсем çула тухнă. Управлени йĕркеленсен Нина Ивановна мĕн пенсие тухиччен (ун хыççăн тата икĕ çул) командировкăсене çÿрет. Америка, Куба, Алжир, Чехословаки, Польша, Германи, Монголи тата ытти вун-вун çĕр-шыва çитет. Австралине кăна ура пусман тет вăл. Ăçта 3 уйăх, ăçта çур çул, ăçта темиçешер çулталăк ĕçлесе пурăнать, вăл е ку правительствăшăн пĕлтерĕшлĕ радиоаппаратура пуçтарса вырнаçтарать. Стена сарлакăш схемăсемпе те ĕçлеме тивет. Мускаври энергетика институтĕнчи конструктор бюровне те яраççĕ хĕре. Кремльте, СССРăн тĕп комитетĕнче, правительство ертÿçисен дачисенче темиçе çул çĕнĕ аппаратура вырнаçтарать. Тĕлĕнеççĕ унăн пултарулăхĕнчен, наградăсемпе чыслаççĕ. Мускавра вăл укçалла хваттер туянать.
Çурт тунă, чиркÿ юсанă
Пĕтĕмпе 50 çул (колхозри вăхăта шутласа) ытла ĕçленĕ хĕрарăм Мускавран Шупашкара, унтан тăван Ачча ялне куçса килет. 72 çулти хĕрарăм тăванĕсенчен пулăшу ыйтмасăр пĕр пĕччен ялта чаплă çурт туса лартать. Строительсене явăçтарса ĕнтĕ.
Килте ватă амăшне пăхнă чухне каллех "Серенада" радиолăпа Раççейре чиркÿсене çĕнĕрен юсаса хута яма тытăнни çинчен хыпар илтет. Ара, Аччара та аркатнă чиркÿ усăсăр ларать. Нимĕçсен паллă архитекторĕ Бове ăна барокко стилĕпе тутарттарнă. 1939 çулта чиркÿ хупăннă та тек ĕçлемен. Ăна юсаса çĕнĕрен хута яма унта-кунта чупма пултаракан çын кирлĕ. "Ара, хам чупса пăхам-ха", – шухăшланă Нина Ивановна. 3 çул вăл ялти чиркĕве юсассипе тăрăшнă. Ĕç пуçлама ирĕк илме кăна Мускава икĕ хут кайнă, Шупашкара – тата ытларах, Канаш район администрацине чупнин шучĕ те çук темелле. Юрать, ун чухне район больницине ертсе пынă, СССР депутачĕ пулнă Фирс Григорьев нумай пулăшнă (ашшĕ пачăшкă пулнине асра тытса). Нина Ивановна тĕн çуртне йĕркене кĕртме хăй те сахал мар укçа тăкакланă: малтан 500 доллар панă, унтан 20 пин. 2-3-шер пин парса пулăшнине шутламасть те. Çывăхри виçĕ ял халăхĕ те хăйĕн тÿпине хывнă.
Паян чиркÿре кĕлĕсем иртеççĕ, хитрен курăнса ларать вăл. Нина Ивановна та унта çÿрекелет. Пахчара кĕшĕлтетет, ултă кушакпа, Тузик ятлă йыттипе йăпанать. Чĕнсен ялти уявсене гитарăпа, балалайкăпа тухать (музыка инструменчĕсемпе çамрăклах выляма вĕреннĕ). Çĕр-шыври, тĕнчери хыпарсемпе уйрăмах кăсăкланать, ăс-тăнĕ çав тери çивĕч. 82-ри хĕрарăм мана нихăш енчен те кинемее аса илтермерĕ.
Ирина Никитина.
Комментировать