Çамрăк лидерсем тупăшаççĕ

28 Мая, 2020

«Управлени команди» тата «Çамрăк лидерсен команди» конкурссене ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев пуçарăвĕпе ирттереççĕ. Вĕсене çамрăксене со­циаллă пурнăç, экономика, обществăпа политика тытăмĕсен­че ертÿçĕ должноçĕнче ĕçлеме илĕртес тĕллевпе йĕркеленĕ.

Финала тухас тесен яшсем­пе хĕрсен ăмăртăвăн темиçе тапхăрĕ витĕр тухмалла. Мал­тан вĕсем заявка панă /хăй­сем пирки кĕске видеора кала­са кăтартнă/. Регистраци тата тестировани дистанци мелĕпе иртет. «Управлени командине» аслă пĕлÿ илнĕ, ертÿçĕре виçĕ çултан кая мар ĕçленĕ, суд­па айăпланман Раççей граж­данинĕ кĕме пултарать. Унăн 55 çултан аслăрах пулмалла мар. «Çамрăк лидерсен коман­динче» вара 35 çула çитмен­нисем тупăшаççĕ. Ку конкурса 1500 ытла çамрăк заявка панă. Çамрăксем икĕ тапхăра хыçа хăварнă ĕнтĕ, ыран çурма фи­налта тупăшма тивĕçлисене палăртĕç. Финал — çĕртмен 16-22-мĕшĕсенче. «Управле­ни командине» заявкăсене çĕртме уйăхĕн 14-мĕшĕччен йышăнаççĕ, ку конкурс çурлан 16-22-мĕшĕсенче вĕçленĕ.

Конкурссен партнерĕсем — Чăваш Енри малта пыракан предприятисем, çурма фина­ла тухнисен тата çĕнтерÿçĕсен çак организацисене те, патша­лăх тытăмне те ĕçе вырнаçма çул уçăлĕ. «Управлени коман­ди» конкурс çĕнтерÿçисене ЧР управлени кадрĕсен резерв­не кĕртĕç. Хальхи вăхăтра çак йышра — 41 çын.

Сергей ПЕТРОВ, «Çамрăк лидерсен команди» конкурса хутшăннă:

Çакнашкал ту­пăшусем çамрăк­сене лидер ăста­лăхне кăтартма, хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслеме май параççĕ. Эпĕ икĕ тапхăр­т и т е с т а пурнăçларăм, 60% пухсан çурма финала куçатăн. Манăн — 55%. Ыйтусем ансат мар, малаш­не тĕплĕнрех хатĕрленмеллине ăн­лантăм. Кунашкал тупăшăва пуçласа хутшăнтăм, унччен хама пултарулăх ăмăртăвĕсенче тĕрĕсленĕ. Конкурс хастар çамрăксене пĕр-пĕрин опычĕ­пе паллашма, тавра курăма анлăлат­ма, пĕлĕве тарăнлатма май парать — экономика, бизнес, аудит... Çитес çул­сенче çакнашкал тупăшусем пулсан хутшăнатăпах.

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.