«Пурнăçа телей тĕррипе тĕрлетĕп»

28 Мая, 2020

Пĕрисемшĕн телей — хаклă кĕрĕк, çăмăл машина, ют çĕршывра канни, теприсемшĕн вара — тăван халăх патне сăвă е калав кĕнекине çитерни. Тăван чĕлхене, культурăна аталантарассишĕн ырми-канми тăрăшакан сăвăçсенчен пĕри — Зоя СЫВЛĂМПИ. 200 ытла юрă сăввисен авторĕ пирĕн тĕпелте чунне уçма килĕшрĕ.

Хулă пек çинçелсе юлнă

— Ят этемĕн кун-çулне витĕм кÿрет теççĕ. Аçупа аннÿ сана Зоя ят панă, чăвашлатсан «пурнăç» тенине пĕлтерет. Ура çине çирĕп тăрсан Сывлăмпи хушма ят илнĕ. Пурнăç Сывлăмĕ… Кур-ха, епле илемлĕ янăрать!
— Атте йăмăкне Зойăна юратнăран мана çак ятпа çыртарнă. Аннепе асанне те унпа килĕшнĕ. Хăйсем ят пĕлтерĕшне чухламан пулсан та: «Çак хĕр пĕрчи пурнăç çынниех пулать», — тенĕ. Пĕчĕкренех аннене пулăшма тăрăшаттăм. 5 çулта чухнех япала, урай çăваттăм. Ĕçрен килнĕ анне алăри çĕтĕке курсан: «Каллех урай çăватăн-и? Çĕртсе яратăн, кунне темиçе хут ан çу-ха», — тетчĕ. «Кушаксем урамран кĕрсе йĕрлеççĕ», — тесе тÿрре тухаттăм. Саша пиччепе Лида аппа хулана çул тытсан хуçалăхри чылай ĕç ман çине тиенчĕ. Выльăх-чĕрлĕхе пăхнă хыççăн тирпейлÿçĕре вăй хуракан аннене урай çума пулăшмашкăн шкула чупаттăм. Вун икĕ литрлă икĕ витрепе çăлтан шыв йăтса килеттĕм. Пылчăклă чухне пĕр класа тасатма 5 витререн кая мар шыв кирлĕччĕ. 8-мĕш класс хыççăн экзамен тытнă вăхăтра аттепе анне Çĕпĕре тăвансем патне икĕ эрнелĕхе хăнана кайрĕç. Талăкра 2-3 сехет çывăраттăм. Килте ĕç нумаййине пула экзаменсене хатĕрленме вăхăт çитместчĕ.

20-21 сехет мĕн ĕçленĕ вара эсĕ?
— Ирхи 4 сехетре тăрса сысна валли апат пĕçернĕ, унтан ĕне суса кĕтĕве янă, чăх, кăвакал чĕпписене пăхнă, консультацие чупнă, пахчара йăрансем çумланă, шăварнă, апат пĕçернĕ, уйран уçланă, тăпăрчă тунă… Ĕç вĕçлениччен çур çĕр çитетчĕ. Пуçа минтер çине хураттăм çеç — автан сассипе вăранса каяттăм. Аттепе анне киле таврăннă çĕре хулă пек çинçелсе юлтăм. «Мăнтăр Зойăран» «Типшĕм Зоя» пулса тăтăм.

Экзаменсем вăхăтĕнче çавра çил пек ăшталаннăран аттестат çинче «виççĕ» паллăсем çеç пуль ĕнтĕ…
— Ĕненетĕн-и: пĕр «виççĕ» те çук. Экзамен тытма класа чĕтресе кĕрсе каялла лĕпĕш пекех çăмăллăн вĕçсе тухаттăм. Çулталăк тăршшĕпех тăрăшса вĕренни пулăшрĕ. 10-мĕш класра вара химипе, алгебрăпа «уксахлама» пуçларăм. Ку предметсем чуна выртмастчĕç. Эпир Тури Çĕрпÿкассинчен 5 çухрăмри Хусанушкăне çуран утнă. Çула асфальт сарманччĕ-ха. Пылчăк самаях ашрăмăр.

— Каллĕ-маллĕ — 10 çухрăм. 12 кĕнеке кăлармалăх сăввусене çавăн чухне те çырнă пулĕ-ха?
— Шкула çÿреме пуçличченех сăвă çырма, пăхмасăр калама юрататтăм. 40 çулта тин çине тăрсах çырма тытăнтăм. Пĕр пулăм аса килчĕ. Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ Римма Моисеева урокра 4 йĕркеллĕ сăвă çырма хушрĕ. Йĕркисене астумастăп, анчах асамлăх тĕнчине кĕрсе ÿкнине манман. Çакăн хыççăн сочиненисене сăвă çаврăмĕсемпе илемлетме пуçларăм. Вĕрентекен чи лайăххисене класс умĕнче вуласа паратчĕ. Манăн хайлавсене ыттисенчен уйăратчĕ, тĕслĕх вырăнне хуратчĕ. Çакă малашне те сăвă çырма хавхалантарчĕ.
«Сăвă пуххи кăлариччен чаплă кĕрĕк туян!»

— Хĕр шутне кĕнĕ пике мĕн çинчен çырать-ши? Пĕрремĕш туйăмсен кÿллинче ишнĕ пулĕ-ха ун чухне.
— Çапла. Юрату сăввисене никама кăтартмасăр вăрттăн шăрçалаттăм. Ыттисене вара туссене, аппана Лидăна вуласа параттăм. Эпир шкулта вĕреннĕ чухне пĕр-пĕрин альбомĕнче сăвă-юрă çырса парасси модăраччĕ. Шел, алран алла куçса çÿресе манăн альбом çухалчĕ. Чылай сăвва астуса юлман. Пăхмасăр калама вĕреннисем çеç упранса юлайрĕç. Вĕсене урăх тетраде çырса хутăм.

— Санпа паллашнă чухне эсĕ 2 ача амăшĕччĕ.
— Тăван чĕлхене юратнăшăн вĕрентекенсем кăмăллатчĕç мана. Филологи енĕпе ăс пухма ярасшăнччĕ. Ачасемпе ĕçлес тесен психолог пулмалла, çирĕп алăра тытмалла, эпĕ вара çемçе кăмăллă. Çакă урăх професси суйлама хистерĕ. Электроникăна лайăх чухлакан, столяр, фотограф, кăмакаçă, электрик ĕçĕсене пĕлекен атте мана хăйĕн тĕнчине кĕртрĕ. Физикăпа черчени маншăн юратнă предметсем пулса тăчĕç. Кăткăс ыйтусем сиксе тухсан атте пулăшатчĕ. Шупашкарти 1-мĕш профтехучилищĕре радиоаппаратура монтажникĕн профессине илтĕм. «Элара» заводра 8 çул ытла ĕçлерĕм. Ĕçрен таврăнсан электромеханика техникумне каçхи уйрăма вĕренме çÿреттĕм. Диплом илсен «Чăвашкабелĕн» тĕп лабораторине вырнаçрăм. Каярахпа çемье çавăртăм. Икĕ ачана кун çути кăтартрăм. Паян эпĕ тивĕçлĕ канура. Малалла вулас…

www.hypar.ru

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.