Сăпка çуккипе ывăлне чăматанра çывратнă

28 Мая, 2020

Паллă çынсен ачисене ашшĕ-амăшĕн чапĕ хыçĕнчен тухма пур чухне те май килмест. Анчах Атнер Хусанкай пирки мар ку. Чăваш халăх поэчĕн Петĕр Хусанкайăн тата СССР халăх артисткин Вера Кузьминан ывăлĕн ячĕ чăвашлăх, ирĕклĕх, чĕрĕлÿ палли евĕр историе çырăнса юлĕ.

Шуйттансем сиксе тухса тапăннă

Атнер Хусанкай ача чухне хăй мĕн тери чаплă та паллă çынсен ывăлĕ пулнине пысăк пĕлтерĕше хуман. «Сан аçу-аннÿ кам?» — тантăшĕсен хушшинче ун пек ыйту паракан та пулман. Палăрас тесен ашшĕ-амăшĕн йÿтĕмĕпе мар, хăйĕн ăсталăхне кăтартма тивнĕ. Унпа пĕр класра Совет Союзĕн Геройĕн Александр Кочетовăн ывăлĕ вĕреннĕ. Паллă çынсен ачисем татах пулнă. Çапах никам та хăйне мăнна хуман, ыттисемпе пĕр тан тытнă. Кайран, Ленинградри А.А.Жданов ячĕллĕ университета кĕрсен, ашшĕн хайлавĕсене ытларах та ытларах вулама тытăнсан, хăй гениллĕ çын ывăлĕ пулнине ăнланнă. Уйрăмах Петĕр Хусанкай пурнăçран уйрăлнă хыççăн çакна тарăнрах туйнă. «Атте 63-ре вилчĕ. Эпĕ 8 çул каяллах çав ÿсĕмрен иртсе кайрăм ĕнтĕ. Вăл ку тĕнчерен кайнă хыççăн унăн эткерлĕхне пухса Мускавра, Шупашкарта вырăсла, чăвашла кĕнекесем хатĕрлерĕм. Архивра тĕпчесе ун çинчен нумай пĕлтĕм, пултарулăхĕ урлă аттен пĕлтерĕшне ăнланса илтĕм», — палăртрĕ Атнер Петрович.
Ачалăхĕнчи аса илÿсене вăл театрпа çыхăнтарать. Шкула кайма тытăниччен ăна пăхакан пулманран амăшĕ Вера Кузьмина хăйĕнпе пĕрле ĕçе илсе кайнă. «Ун чухне театр хальхи вырăнта марччĕ, ÿнер училищине хирĕç ларатчĕ. Астăватăп: Ефим Никитин çырнă «Сарпике» спектакльте анне Сарпике рольне вылятчĕ. Сцена çинчи люкран усалсем, шуйттансем сиксе тухса ăна тапăнатчĕç. Репетици вăхăтĕнче эпĕ хăраттăм. Ача чухне аннепе пĕрле гастрольсене кайнă. Халь-хи пек автобуспа мар, грузовикпе çÿренĕ», — аса илчĕ Атнер Хусанай. Кайран вăл амăшĕ пирки кĕнекесем кăларма пулăшнă, тĕрлĕ рольти сăн ÿкерчĕксем тупса панă, ун пирки пичетленнĕ материалсене пухнă, хăй те хушса çырнă.
Вера Кузьминапа Петĕр Хусанкай Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенчех Мускавра паллашнă. Хĕр 1941 çулта А.В.Луначарский ячĕллĕ ГИТИСа чăваш студине вĕренме килнĕ. Паллă ят çĕнсе илме ĕлкĕрнĕ Петĕр Хусанкай фронтран аманса таврăнса госпитальте сипленнĕ. ГИТИС студенчĕ-сем ун патне хавхалантарма çÿренĕ. Çавăнта пĕрремĕш хут тĕл пулнă вĕсем. Калаçса кайнă та пĕр общежитирех пурăннине пĕлнĕ. Вăрçă хыççăн 1946 çулта вĕсем пĕрлешнĕ.
Вера Кузьмина вĕренсе пĕтерсен, 1947 çулта, мăшăр Шупашкара таврăннă. Вĕсене икĕ хутлă баракра /халĕ ун вырăнĕнче оперăпа балет театрĕ ларать/, ГИТИСран вĕренсе тухнă артистсем пурăннă çĕрте, кĕтес уйăрса панă. Каласа кăтартнă тăрăх, Атнер çуралсан ун валли сăпка пулманран ăна чăматанра çывратнă. Унтан çемье «Атăл» хăна çуртĕнчи пÿлĕмре пурăннă. Кайран тин Республика тÿремĕнчи, Ленин палăкне хирĕç, икĕ пÿлĕмлĕ хваттере куçнă.

«Акă сан Петька çуралчĕ!»

Атнер Петрович сăнран кам пек пулнине калама йывăр, çапах вăл ытларах амăшне хывнă-тăр. Анчах сăмси — ашшĕнни пек. Çамрăк чухне çÿçĕ те ун пек кăтра пулнă, халĕ апла мар. Петĕр Хусанкайран ывăлне пĕр туртăм куçнă: чăвашлăха тĕпчесси, вĕренесси. Ку тĕлĕшпе вăл ашшĕнчен те ирттернĕ- тĕр, мĕншĕн тесен паллă поэт аслă пĕлÿ илмен. Хусанти педагогика техникумĕнче икĕ çул вĕреннĕ хыççăн Хĕвел тухăç педагогика институтне кĕнĕ. Анчах вĕренсе пĕтермесĕр Вăтам Азие тĕнче курма тухса кайнă, сăвăсем çырнă. Чăваш чĕлхи историйĕпе кăсăкланнă май яланах хăй тĕллĕн вĕренме тăрăшнă. Атнер Петровичра та çак кăсăклăх çуралнă. Вăл та чĕлхеçĕ, Хĕвел тухăç филологĕ, араб чĕлхине те вĕреннĕ. Чăваш сăмахлăхĕ, литератури, археологийĕ, историйĕ тата нумай-нумай ен интереслентернĕ ăна. Ашшĕ чăваш ăслăлăхĕпе çыхăннă кĕнекесем пухма тăрăшнă, ывăлĕ библиотекăна ытларах пуянлатнă.
Атнер Петровичăн аппăшĕ Салампи те — чĕлхеçĕ, куçаруçă. Вăл Питĕрте пурăнать. Электротехника енĕпе наука статйисем тĕрлĕ чĕлхерен — француз, акăлчан, испан, поляк... — куçарнă.
«Вăл вăхăтра кĕнеке кăларнăшăн тÿленĕ укçапа пурăнма пулнă. Кашни çул çемьепе кăнтăра канма çÿренĕ. Атăл леш енчи йăлăма та атте мана хăйĕнпе пĕрле илсе каятчĕ. Çутă, хаваслă самантсем. Эпĕ 5-6 çулсенче пулнă-ши? Кăкшăмри писательсен çуртĕнче атте тусĕсемпе пĕрле канатчĕ. Атăл хĕрринчи ытармалла мар илем, çут çанталăка çын алли перĕнсе вараламан, шывĕ тăрă... ГЭС хывманччĕ-ха, «трамвайчик» те çÿремен. Атăл хальхи пек сарлака марччĕ, кимĕпе ишсе каçма пу-латчĕ», — аса илчĕ Атнер Петрович.
Мускавра аспирантурăра вĕреннĕ чухне Атнер Петрович пулас арăмĕпе, бурят хĕрĕпе Гажидма Дамбаевнăпа, паллашнă. Вăл — паллă журналист хĕрĕ. Хĕвел тухăç институтĕнче истори енĕпе аслă пĕлÿ илнĕ. Мăшăр 1976 çулта пĕрлешнĕ те паянхи кунччен пĕрле. Вера Кузьминичнăна вăл килнĕ кунранпах «анне» тесе чĕнет. «Эпĕ Мускавра кандидат диссертацине хÿтĕлеме хатĕрле-неттĕм. Арăма ача çуратмалли çурта илсе кайнă. Вырăн пулманран ăна коридора хунă. Юн пусăмĕ хăпарса кайнă. Арăм вăйлах нушаланнă. «Акă сан Петька çуралчĕ», — тенĕ пепкене кун çути курма пулăшнă тухтăр. Ывăла çапла ят хутăмăр», — каласа пачĕ филолог, публицист. Гажидма Дамбаевна 40 çул ытла Чăвашра пурăнса упăшкин тăван чĕлхине ăнланакан пулнă. Ывăлĕ, Петĕр Хусанкай кĕçĕнни, — Мускавра. Вăл Раççей гуманитари институтне пĕтернĕ. Ашшĕ-амăшĕ чĕлхеçĕ пуласса шаннă, анчах Петр журналистикăпа пурнăçне çыхăнтарнă: интернет-кăларăмра ĕçлет. Хусанкайсен тепĕр ача та çуралнă, анчах вăл 5 çулта сарăмсăр вилнĕ.

Айхипе хутшăннăшăн

Ĕçченлĕх, сăпайлăх, лартнă тĕллеве пурнăçласси — акă мĕне вĕреннĕ ашшĕ-амăшĕнчен Атнер Петрович. «Атте-аннен ачисемпе ларма вăхăт питех пулман. Вĕсем пĕрмай ĕçленине курса ÿснĕ эпĕ. Сăмахпа каласа мар, хăйсен тĕслĕхĕпе воспитани панă. Маншăн чи пахи — чăваш литературинче, культуринче сумлă ят хăварнă чылай çынна куçăн курса юлни. Вĕсем аттен тусĕсемччĕ. Пĕр-пĕрин патне хăнана çÿренĕ, уçăлма пĕрле тухнă... Вĕренсе пĕтернĕ хыççăн, 1978 çулта Шупашкара кандидат ятне хÿтĕлесе таврăнсан, наукăпа тĕпчев институчĕн аспиранчĕ пулсан та, ĕçе вырнаçас тĕлĕшпе йывăрлăхсем сиксе тухрĕç. Геннадий Айхипе çыхăну тытнăшăн ĕçе илмерĕç. Иван Андреев чĕлхеçĕ тăрăшнипе И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн историпе филологи факультетне ассистента вырнаçрăм. Айхипе хутшăннăшăн кунта та чылай вăхăт çул памарĕç, çапах унта 90-мĕш çулччен ĕçлерĕм, кайран Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтне куçрăм», — палăртрĕ вăл. Малалла вулас…

www.hypar.ru

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.