- Чăвашла верси
- Русская версия
Тĕслĕхĕм чăваш чĕлхине юратма вĕренттĕр
— Вăл ырă кăмăллă, хастар, яланах пулăшать, хавхалантарать, ачасемпе лайăх хутшăнать, пуринпе те пĕр чĕлхе тупма пĕлет, урока яланах кăсăклă ирттерет, — терĕ Даша Яковлева чăваш чĕлхипе литературине ăса хывтаракан учителĕ Ирина Конькова пирки. Кăçал 9-мĕш класа пĕтĕм «пиллĕкпе» вĕренсе пĕтернĕскерĕн çитĕнĕвĕсене çирĕплетекен диплом-тав хучĕ унăн пухмачĕнче туп-тулли! Портфолио пуянни вĕрентекенрен нумай килнине çирĕплетрĕ Даша. Вăл Çĕнĕ Шупашкарти 12-мĕш шкулта ăс пухать.
Кăмăлĕ чăтăмлă
— Чăваш чĕлхине Ирина Ивановна мана 1-мĕш класра вĕрентме пуçларĕ. Унтанпа эпир уйрăлман. «5» паллăпа кăна вĕренетĕп пулин те çак предметпа çыхăннă мероприятисене ытларах кăмăллатăп, савăнсах хутшăнатăп. Чăваш чĕлхи — çепĕç, çемçе, тăван. Çак чĕлхе çĕршывĕнче эпĕ çуралнă, атте-аннен, несĕлсен пуянлăхĕ вăл. Çавăнпа ăна юратмасăр пултараймастăп. Тăван халăхăн тумтирĕ, апат-çимĕçĕ, йăли-йĕрки килĕшет, юрри-ташши мĕне тăрать, — чĕкеç чĕлхилле калаçрĕ Даша Яковлева.
Пике кĕçĕн класра вĕреннĕ вăхăтрах наукăпа практика конференцийĕсене хутшăннă. Пĕринче вăл, асамат кĕперĕпе çыхăннă темăна çутатнă чухне, чăвашла «Асамат кĕперĕ» юрра та шăрантарнă, тĕрĕ тĕрлесе хатĕрленĕ. Пĕчĕк хĕршĕн хавхалану — вĕрентекенĕ Ирина Ивановна.
— Дашăна çак таранччен пĕр конкурса та хистесе хутшăнтарман эпĕ. Тупăшу иртессине пĕлтерсе сĕнетĕп те вăл хаваспах килĕшет. Манпа канашласа хăех хатĕрленет. Кăмăлĕ унăн чăтăмлă, ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче. Шкул чысне яланах хÿтĕлеме хатĕр. Ахальтен мар иртнĕ çул Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине илсе тăчĕ, — вĕренекенне ырларĕ Ирина Конькова.
Шÿрпе, хуран кукли
Даша «Наука. Пултарулăх. Аталану» хула тата республика шайĕнчи конференцине 4-мĕш класранпа хутшăнать. Яланах малти вырăнсене йышăнать. Кăçал та 1-мĕш степеньлĕ диплома тивĕçнĕ. Пĕлтĕр, тĕслĕхрен, чăваш апат-çимĕçĕ пирки каласа кăтартнă вăл. Малалла вулас…
Комментировать