Хĕрĕ ашшĕ çуралнă тăрăха килĕштернĕ

25 Мая, 2020

"Эпĕ пĕчĕк чухне кил-йыш Украинăран Чăваш Республикине хăнана килнĕ. Çакăн хыççăн аттен тăван тăрăхĕнче чылайранпа пулман. 2014 çулта Хĕрлĕ Чутай районне çемйипех куçса килтĕмĕр", — пуçларĕ калаçăва икĕ ача амăшĕ Елена Галич.

Чăваш тараватлăхĕ

Ашшĕ Александр Илларионов çамрăк чухне Свердлов облаçне чукун çул техникумне вĕренме кайнă. Унтах пулас мăшăрĕпе паллашнă. Çапах çемье пурнăçĕ вăраха тăсăлман. Арăмĕнчен уйрăлсан арçын Чăваш Ене таврăннă.
Темле пулсан та ачисем ашшĕпе, çывăх ытти тăванĕпе çыхăнăва татман. Вĕсем интернет урлă хутшăннă. Украинăра хирĕç-тăру пуçлансан çамрăк çемье лăпкă Чăваш Ене çул тытнă. "Тăвансем Çĕмĕрлене кĕтме тухрĕç. Çав тери ăшшăн йышăнчĕç. Пирĕн ятпа сĕтел янтăларĕç", — тахçантанпах кĕтнĕ тĕл пулăва аса илет хĕрарăм.
Малтанлăха ашшĕн килĕнче хăтлăх тупнă вĕсем. Кайран, шкул ÿсĕмĕнчи хĕрне Маргаритăна аталанма май туса парас тĕллевпе, Хĕрлĕ Чутай салине куçнă. Вăхăтлăх пурăнмалли кĕтес тупнă. Çемье пуçĕ "Коминтерн" хуçалăха вырнаçнă. Мăшăрĕ валли ача садĕнче ĕç вырăнĕ тупăннă. Пĕр вăхăт Иван Галич çемье бюджетне пысăклатас тесе Мускавра тар юхтарнă. Халĕ Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчи алăксен фабрикинче вăй хурать. Елена Галич "Коминтерн" хуçалăхра ĕне сăваканра тăрăшать. Чăваш Енре тĕпленнĕ çемье ĕç вырăнĕпе те, шалупа та кăмăллă.

Ĕмĕт çитнĕ

"Пĕлтĕрхи чÿк уйăхĕнче Елена Галич çурт туянма кредит илесси, банка хывма укçа кирли тавра манпа сăмах пуçарчĕ. Эпĕ пулăшма шантартăм, çапах ăна кăштах тăхтама ыйтрăм, 2020 çулта ял ипотекипе усă курма май пуласси çинчен каларăм. Çитменнине, пурăнмалли вырăн хуçисем те кĕтме хатĕрччĕ.
Ĕçченсем маншăн ачасем вырăнĕнчех. Вĕсен килти пурнăçĕпе те кăсăкланатăп. Чылайăшĕ патшалăх программисемпе усă курса пурăнмалли условисене лайăхлатрĕ. Çакăншăн тав сăмахĕ нумай илтнĕ", — палăртать "Коминтерн" ЯХПК ертÿçи Альбина Новикова.
Нумаях пулмасть Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Хĕрлĕ Чутай районĕнче ĕçлĕ çул çÿревре пулнă май Елена Галича ял ипотекипе усă курмашкăн сертификат пачĕ. Ку программăна республика укçа хывнине кура вĕсен кредит ставки 0,5 процентпа танлашать. Ăна Галичсен çемйи чи малтан илчĕ. Паллах, малашне пĕчĕк процентпа кредит илекенсем нумаййăн пулĕç. Апла тăк мĕн чухлĕ çемьен çутă ĕмĕчĕ пурнăçланĕ!
Çак çуртра пĕлтĕрхи чÿк уйăхĕнчех пурăнма пуçланă вĕсем. Укçана малтанхи хуçасене çу уйăхĕнче куçарса панă. Малалла вулас...

www.hypar.ru
 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.