Ачаллă çемьесене — хушма пулăшу

18 Мая, 2020

COVID-19 вируса пула нумай предприяти-организаци вăхăтлăха ĕçлеме чарăнчĕ. Çакă çĕршыв экономикине кăна мар, çемье бюджетне те самаях витĕм кÿчĕ. Ача-пăча ÿстерекен кил-йыша пушшех çăмăл мар кун пек ларутăрура. Раççей Президенчĕ Владимир Путин ку енĕпе тивĕçлĕ мерăсем йышăнни çемьесене çăмăллăх кÿресси куç кĕрет.
Çĕршыв ертÿçин хушăвне ача ÿстерекенсем ырласа йышăнчĕç.

Светлана СЕМЕНОВА, Элĕк районĕ, Мăн Кăканар, 7 ача амăшĕ:
— Раççей Президенчĕ В.Путин çĕршывра эпидемиологи лару-тăрăвĕ япăхланнă май чылай çемье укçа-тенкĕ тĕлĕшпе йывăрлăха кĕрсе ÿкнине саплаштарма питех те вырăнлă мерăсем йышăнчĕ тесе шухăшлатăп. Çул çитменнисен ячĕпе социаллă тÿлевсем хута ярассине пĕлсен хĕпĕртерĕмĕр. Пирĕн 3 çултан иртнĕ, 16 çула çитмен виçĕ пепке çитĕнет. Вĕсем пĕр хут паракан 10-шар пин тенке тивĕçĕç. Кĕçĕннисем иккĕшĕ виççĕ тултарман — кашниншĕн 5-шер пин тенкĕ виçĕ уйăхшăн илĕпĕр. Çак нухрат ача-пăча йышлă çитĕнекен кил-йышшăн — пысăк пулăшу. Укçа-тенкĕ вĕсем валлиех тăкакланĕ — апат-çимĕç те, тăхăнмалли те нумай кирлĕ. Мăшăрпа иксĕмĕр бюджет тытăмĕнче ĕçлетпĕр, пысăк шалу илместпĕр. Юрать-ха, пандемипе çыхăннă вăхăтра та ĕç укçи туллин илсе пытăмăр.

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.