- Чăвашла верси
- Русская версия
Пĕр талăка – 100 грамм çăкăр
Манăн мăн кукаçи Иван Васильевич Васильев 1910 çулта Шупашкар районĕнчи Энтимĕркассинче çуралнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине кайма унăн малтанхи çулах ят тухнă. Килĕнче мăшăрĕпе пĕчĕк ывăлĕ юлнă.
Мăн кукаçи Карели-Финн фронтне лекнĕ. Шел, вăл мĕнле тата ăçта çапăçнине эпир сахал пĕлетпĕр. Мĕншĕн тесен 1979 çултах çĕре кĕнĕ. Анчах çемье историнче мăн кукаçи аманса тыткăна лекни çинчен каласа кăтартни сыхланса юлнă. Тăван тăрăха вăл 1946 çулта кăна таврăннă. Ку вара тĕлĕнтермĕш, ăна персе вĕлермелле пулнă.
Вăл вăрçă çинчен калаçма юратман. Хăш-пĕр чухне кăна, кăмăлĕ уçăлсан, тыткăнра çĕр улми хуппи çини, пĕр талăка 100 грамм çăкăр пани аса килнĕ. «Эх, ман валли мĕншĕн пĕр пуля тупăнмарĕ-ши? Таврăнмăттăм, çут тĕнчене Лиза та, Зойка та… килмĕччĕç», — кашни ачине ятран асăнса калаçнă вăл. Вĕсем унăн 6 пулнă: пĕр ывăлпа 5 хĕр. Тыткăнри салтаксене сутăнчăкпа танлаштарнă-çке. Хамăрăннисемех персе пăрахмалла тунă…
Тыткăнран тăван тăрăха таврăнсан та вăл яла кăнтăрла пырса кĕмен, каç пуласса çырмара кĕтнĕ. Тĕттĕмленсен кăна килне кĕнĕ… Иван Васильевича сылтăм енчен шалкăм çапнă. Пурпĕрех вăл тĕрлĕ ĕç пурнăçланă, сулахай аллипе кÿршĕсене çава туптаса панă. Пурнăçра мăшăрĕпе Анна Матвеевнăпа нихăçан та харкашман, çĕре кĕричченех пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăннă.
Маша ГЕРАСИМОВА, 5-мĕш класс. Шупашкар, 14-мĕш кадет шкулĕ.
Комментировать