- Чăвашла верси
- Русская версия
Маттур, Катя!
«Юлташу хăвăнтан лайăхрах пултăр», — тенĕ ваттисем. Эпĕ сире хамăн тус-тантăшăм çинчен çырса пĕлтересшăн. Катя Крючкова манпа пĕр класра вĕренет. Вăл çепĕç те кăмăллă, пур ĕçре те, вĕренÿре те маттур хĕрача. Шкулта мĕнпур предметпа «пиллĕк» паллăсемпе кăна вĕренет. Олимпиадăсенче те маттур. Спортпа туслă, çурран, йĕлтĕрпе чупассипе яланах малта. Юрлама, ташлама, гитарăпа выляма пит ăста. Класри тата шкулти мероприятисене хутшăнма тата ертсе пыма хастар.
Районти, республикăри ÿкерчĕксен конкурсĕсене хутшăнса малти вырăнсене йышăнать. Амăшĕ ĕçлекен ваттисен çуртне те çитсе килме вăхăт тупать. Унта вăл хăйĕн ÿкерчĕкĕсенчен, алă ĕçĕсенчен курав йĕркелесе ваттисене савăнтарать. Юлташĕсене те явăçтарать ку ĕçе. Класра çакăн пек тус-тантăшăм пулнишĕн савăнатăп, унпа мухтанатăп.
Светлана ТОЛСТОВА, 8-мĕш класс. Муркаш районĕ, Мăн Сĕнтĕр шкулĕ.
Комментировать