«Ларса макăрас килсен те хуçăлмалла мар»

7 Мая, 2020

Наталия Попова ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть. Вăл — юратнă мăшăр, икĕ ывăл амăшĕ. Хăй килĕштерекен ĕçре тăрăшать, пурнăçпа киленет. Анчах хăлхи илтменнине пула унăн чылай йывăрлăха парăнтарма тивнĕ. Вăл нихăçан та хуçăлман, мĕншĕн тесен ăна пурнăçра ăннă: шăпа яланах ырă кăмăллă çынсемпе тĕл пултарнă.
Пĕрремĕш шикленÿ Эпĕ çын мĕн каланине япăх илтнине чи малтан анне асăрханă. Ун чухне эпĕ икĕ çулта пулнă. Илттĕр тесе манпа хытăрах калаçма, сăмахсене тепĕр хут калама тивнĕ. Пепки илтменнине йышăнмашкăн аннене йывăр килнĕ. Эпĕ — пĕрремĕш тата питĕ кĕтнĕ ача вĕт. Мĕншĕн çапла пулса тухнă-ха? Анне мана чĕри айĕнче йăтса çÿренĕ чухне веçех йĕркеллĕ пулнă-çке. Вăхăт иртсен тухтăрсем эпĕ чăнах та илтменнине çирĕплетнĕ. Вĕсем каланă тăрăх, çуралнă чухне хăлхашăн тата куçшăн яваплă нервсем сиенленнĕ. Çывăх çыннăмсем манăн сывлăхшăн кĕрешме пуçланă, укола, массажа илсе çÿренĕ. Хăлха нервĕсене сиплеме тĕрлĕ меслетпе усă курнă. Пулăшу шыраса ăрăмçă патне те çитнĕ. Анчах нимĕнле усă та пулман. Эпĕ япăхрах та япăхрах илтме тытăннă. Лайăх илтменнине садикре ăнланма пуçларăм. Çавăн чухне ыттисенчен вăтанма тытăнтăм. Кайран мана кил патне çывăхрах ача садне куçарчĕç. Манăн ачасемпе паллашас, хутшăнас, выляс килетчĕ. Пĕр хĕрача патне пырса тăтăм. Вăл мĕн ятлине илтес тесе виçĕ хут ыйтрăм — аван марччĕ. Мĕн тумаллине пĕлмерĕм, ачасемпе хутшăнас шухăш пăчланчĕ. Эпĕ — çынсемпе хутшăнма кăмăллакан, хăвăртах пĕр чĕлхе тупакан çын. Пурăна киле ютшăнма тытăнтăм, сахалрах калаçрăм. Çынсем манран куласран хăрарăм. Шикленÿ туйăмĕ вăйланса пычĕ. Мана япăх илтекенсен ятарлă шкулне яма сĕннĕ. Анчах анне килĕшмен, ахальлинех кайрăм. Ун чухне эпĕ аппаратпа çÿреттĕм ĕнтĕ. Унпа лайăхрах илтеттĕм-ха, анчах шикленÿ пĕрех ниçта та çухалмарĕ. Хамăр çĕршывра кăларнă аппарат лайăхах марччĕ. Аттепе анне кивçене кĕрсе Германире туса кăларнине саккас пачĕç. Çĕнĕ аппарата хăнăхма çăмăл марччĕ. Çавăнпа ăна хывнинчен лайăхраххи нимĕн те çук тесе портфеле чиксе хутăм. Кайран ун çинчен мантăм. Киле çитсен анне аппарата мĕншĕн хывнине ыйтрĕ, портфеле уçса пăхрĕ — нимĕн те çук. Ăна шыраса тупас тесе шкулта пĕлтерÿ çырса çакнăччĕ. Те хам çухатнă, те такам интересленсе алла илнĕ те тавăрса паман... Аттепе анне мана вăрçмарĕç, айăпламарĕç — куншăн тав. Ку çухату иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче çемье бюджечĕшĕн пысăк тăкак пулнине халĕ лайăх ăнланатăп. Черетлĕ çĕнтерÿ Шкулта вĕренме килĕшетчĕ. Кĕнеке вуласси чун киленĕçĕ пулса тăчĕ, халĕ те çаплах. Шăп патшалăхри çутăпа танах ку. Çынсем, вĕсен çитĕнĕвĕсем, истори пулăмĕсем пирки çырнă хайлавсем мана шухăшсемпе таçта аякка илсе каятчĕç. Гуманитари наукисене çăмăллăн ăса хываттăм. Тĕрлĕ формулăпа, таблицăпа схема пĕлтерĕшĕсене пĕлессипе çыхăннă предметсемпе йывăрлăхсем пурччĕ. Учитель веçех каласа ăнлантаратчĕ, анчах эпĕ лайăх илтсе юлайман. Тантăшсем манран кулни пурнăçа тĕксĕмлететчĕ. Çакă питĕ кÿрентеретчĕ. Çын умĕнче кала- çасран, конкурссене хутшăнасран пăрăнма тăрăшрăм. Питĕ хăраттăм. Çынна: «Эсĕ мăнтăр е ытла начар, сăмсу е хăлху пысăк», — теекен пур. Çакăншăн мĕншĕн кÿренмеллине ăнланмастăп. Хăлха илтменнипе танлаштарсан, ку ниме тăман япала. Илтме, калаçма, кулма пултарни çыншăн — чи пĕлтерĕшли. Тăхăр класс пĕтерсен ăçта вĕренме каяссине суйламаллаччĕ. Шикленÿ туйăмĕ канăç памарĕ: «Хăш профессие суйласан çынпа сахалрах хутшăнмалла пулатьши?» Хам çуралса ÿснĕ Çĕнĕ Шупашкарти химипе механика техникумне кайма, бухгалтер профессине алла илме шут тытрăм. Пĕр шухăшласан, ман суйлав тĕрĕсех марччĕ, мĕншĕн тесен шкулта математикăпа туслах пулман. Малалла вулас…

www.hypar.ru

Ирина КОШКИНА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.