Кокель профессор çĕр-шывĕнче...

25 Июл, 2014

Патăрьел районĕнчи Турхан ялĕнче Пĕтĕм тĕнчери Кокель ячĕллĕ пленэр кăçалхипе саккăрмĕш хут йĕркеленчĕ. Çак тапхăрта паллă художникăн тăван çĕр-шывне Украинăри тата Раççейри 70 ытла ÿнерçĕ çитсе курчĕ, вĕсем 700 ытла ĕç ăсталанă. Пленэр утă уйăхĕн 8-20-мĕшĕсенче иртрĕ. Вăл яланхиллех куравпа вĕçленчĕ. Унти ĕçсемпе паллашма художникăн çуралнă ялне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та çитрĕ. Вăл пленэр йĕркелÿçисене - Украина халăх художникне Виктор Ковтуна, ЧР Художниксен союзĕн председательне Ревель Федорова тата И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ профессорне Владимир Васильева - тав турĕ. Украинăри çăмăл мар лару-тăрăва пăхмасăр икĕ халăх хутшăнăвне çирĕплетме май тупнăшăн ырларĕ. Раççей ÿнер академийĕн академикĕ Виктор Ковтун Кокель илемлĕ тăрăхра çуралнине палăртнă май Чăваш Ене виçĕ картина парнелерĕ. Вĕсен йышĕнче ЧР Пуçлăхĕн портречĕ те пулчĕ.

Пленэрта тĕрлĕ халăхăн пултаруллă ÿнерçисемпе пĕрле çамрăксем те ăсталăхне туптарĕç. Вĕсемпе калаçма май килчĕ.

Ăшă сĕт ĕçтернĕ, пылпа сăйланă

Мария Малинина паллă художникăн тăван çĕр-шывĕнче иккĕмĕш хут. Симферопольте çуралса ÿснĕскер Харьков патшалăх дизайнпа искусство академийĕнче 4-мĕш курсра вĕренет. Маша ача чухнех ÿкерме юратнă, анчах художник пуласса шанман. Пĕлÿ çуртне çÿренĕ чухнех вăл ăсталăхне ÿнер шкулĕнче туптанă. Кайран Н.С.Самокиш ячĕллĕ ÿнер училищинче вĕреннĕ. Унтан аслă пĕлÿ илес тĕллевпе Харькова çитнĕ. Пленэра чĕннĕшĕн вăл чунран савăннă. Хулара çитĕннĕскере Чăваш Енри тавралăх, ялти йывăç çуртсем, ырă кăмăллă та тарават çынсем килĕшнĕ. Ял-йыш çăкăр-тăварпа кĕтсе илнине, ĕнен тин сунă сĕтне пырса ĕçтернине, пылпа сăйланине вăл нихăçан та манас çук.

Мария пленэр вăхăтĕнче 30 ытла ĕç пурнăçланă. Çын портретне вăл 2-3 минутрах кăранташпа ÿкерме пултарать. Çуллă сăрăпа икĕ сехет тăрмашать, этюда вĕçлеме ăна 2-3 сехет çителĕклĕ. Пленэра хутшăннисем пĕр кун та канман. Шуçăм килнине сăнласа ĕлкĕрессишĕн ирхи тăватă сехетрех тăнă.

- Ахаль кун та кăсăклă иртет. Этюдника йăтатăн та чуна илĕртекен вырăн шырама васкатăн. Ял çыннисем пыра-пыра тинкереççĕ. Хăшĕ-пĕри хăйне ÿкерме ыйтать. Эпир вăхăт тупса вĕсен кăмăлне тивĕçтерме тăрăшрăмăр. Пленэр вĕçлениччен çеç Раисăпа Василий Егоровсене килĕ умĕнче ÿкертĕмĕр. Куравпа паллашма килнĕ ватă çынсене хатĕр ĕçе парнелерĕмĕр. Вĕсем çав тери хĕпĕртерĕç, - каласа кăтартрĕ Украина художникĕсен союзĕн членĕ.

Маша Украина халăх художникĕ, Раççей ÿнер академийĕн хисеплĕ академикĕ Виктор Ковтун патĕнче ăсталăхне туптать. Студентка паллă ÿнерçĕрен тĕслĕх илет, унăн пултарулăхĕнчен тĕлĕнет, çакнашкал ăста çынпа паллашма, ун патĕнче вĕренме шăпа пÿрнĕшĕн чунран хĕпĕртет. Пике пленэра хупнă май йĕркеленĕ савăнăçлă мероприятире «Чăваш ялĕнчи тĕл пулу» пысăк ĕçĕн этюдне парнелерĕ. Ăна вăл пĕлтĕрех хатĕрлеме тытăннă. Тăван тăрăхĕнче вĕçленĕ хыççăн ăна кунта илсе килнĕ. Кăçалхи пысăк ĕçĕ «Турхан урамĕ» ятлă.

Автан авăтнипе вăраннă

Юлия Пастухова Раççейре пĕрремĕш хут. Пике паллă ÿнерçĕ Илья Репин çуралнă тăрăхран, Чугуевран. Юля Маша пекех Харьков патшалăх дизайнпа искусство академийĕнче вĕренет. 15 çулта чухне вăл ÿнер училищине ăс пухма кĕнĕ. Çамрăк художника ÿнерçĕ ĕçĕ çулран-çул ытларах илĕртнĕ. Ÿкерес туртăм ÿсни ăна ăсталăх шайне аталантарма пулăшнă.

Юльăна чăваш ялĕнчи çынсем искусствăна юратни тĕлĕнтернĕ. Чи пĕчĕккинчен пуçласа çулланнисем таранах вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăкланнă. Çамрăк ÿнерçĕ чылай шăпăрлана сăнран палласа çитнĕ, ятран чĕнме тытăннă. Вĕсен портречĕсене кăранташпа ÿкернĕ. Хĕпĕртенĕскерсем тепĕр кунхине хăйсем те шурă хутпа киçтĕк йăтса тухнă.

Студентка ирхине автансем авăтнипе вăраннă. Пленэр вăхăтĕнче вун-вун этюд ÿкернĕ. Вĕсен йышĕнче пейзаж та, натюрморт та, портрет та пур. Чи лайăх ĕçĕсемпе куравра паллашма май пулчĕ.

Юлия шухăшĕпе - искусство тĕнчине тăрăшмасăр, тар тăкмасăр кĕме май çук. Ÿнерçĕ графика пăхăнса ĕçлеймест. Ку професси çыннисемшĕн ÿкересси пурнăç йĕрки пулса тăрать. Çамрăксене укçа ĕçлесе илме йывăртарах.

- Картина - кукăль мар, ăна кашни çын туянмасть. Юлашки вăхăтра хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм хушшинче искусствăна ăнланакан тата ăна юратакан йышлах маррине туятăп. Ку вĕсем куравсене çÿременнипе те çыхăннă... Кокель ячĕллĕ пленэр культура шайне ÿстерме пулăшать. Кĕçĕннине те, аслине те тăван тăрăха юратма, унăн илемне курма ÿкерчĕксем урлă вĕренет, - хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ Чугуевран килнĕ пике.

Ăсталăх лаççи

Удмурт халăх художникĕпе Александр Ложкинпа, Хусантан килнĕ Раççей художникĕсен союзĕн членĕсемпе Елена Баймашкинăпа тата Юрий Капитоновпа, Пензăран çитнĕ Еленăпа Андрей Вилковсемпе пĕрлех пленэра Чăваш Енре вĕренекен студенткăсем те хутшăннă.

Патăрьел районĕнчи Красномайск ялĕн пики Алена Емельянова тĕнче шайĕнчи пленэра пĕрремĕш çул хутшăнать. Вăл И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн ÿнерпе музыка вĕренĕвĕн факультетĕнче 4-мĕш курсра ăс пухать. Ытларах пейзаж ÿкерме кăмăллать. Пленэрта ăсталанă ĕçĕсенче вăл ял сăнне уçса панă. Пĕтĕмпе 20 ытла картина «пĕçерсе кăларнă», пĕр кунра 3 ĕçрен сахал мар пурнăçланă. Алена Турхана практикăна килнĕ. Ăста ÿнерçĕсемпе пĕрле ĕçлеме май килнĕшĕн чунран хĕпĕртенĕ вăл.

Пике çынна 15-20 минутрах ÿкерет. Çак ĕçе çуллă сăрăпа тумашкăн ăна 2 сехет кирлĕ. Алена шухăшĕпе - ăста ÿнерçĕ пулас тесен нумай ĕçлемелле, педагогсем вĕрентсе-пулăшса пыни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пленэра хутшăннă художниксен сĕнĕвĕсене пике ăса хывма тăрăшнă. Вĕсен ÿкерÿ мелĕсемпе çывăхрах паллашнă.

Пленэрта ăсталăхне туптанă тепĕр студентка - Карина Родионова. Вăл Турхан шкулĕнче вĕреннĕ. Хăй вăхăтĕнче хĕр кашни çулах ÿнерçĕсене чăваш тумĕ тăхăнса укăлча умĕнче кĕтсе илнĕ. Украинла тата чăвашла сывлăх суннă. Кăçал И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн дизайнпа компьютер технологийĕсен факультечĕн 1-мĕш курсĕнчен вĕренсе тухнăскер халĕ хăй те унта хутшăннă. Ăста ÿнерçĕсемпе пĕрле вăл 15 ĕç пурнăçланă. Ÿнер тĕнчипе паллашма пуçланăскерĕн вĕренмелли пайтах. Пултаруллă художниксемпе ĕçлеме май килнĕшĕн вăл питĕ савăннă. Çитес çул та хăйне пленэра чĕнессе шанать.

Çамрăксемшĕн пленэр чăн-чăн ăсталăх лаççи пулчĕ. Ÿнерçĕсем пĕр-пĕрин опычĕпе паллашса, чăваш ялĕн пурнăçне хăйсен куçĕпе курса хакларĕç, кăмăл-туйăмне картинăсенче сăнарларĕç. Ял халăхĕ ÿнер искусствипе çывăхланчĕ, Турхантан тухнă художника çакнашкал сума сунăшăн чунран хĕпĕртерĕ. Статьяна Турхан ялĕнче çуралса ÿснĕ Николай Кушманов çырнă сăвă йĕркисемпе вĕçлес килет:

- Кокель профессорăн çĕр-шывĕ, -
Калаççĕ халь Турхан çинчен.
Эс ĕмĕр-ĕмĕр пурăн сывă,
Эс ĕмĕр халăх асĕнче.

Любовь ПЕТРОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.