- Чăвашла верси
- Русская версия
Крымран – тулли кăмăлпа
Хаваслă çу кунĕсене кашни ача асра тытĕ, вĕсене вăл часах манаймĕ. Канма, сывлăха çирĕплетме, çĕнĕ туссем тупма пулать-çке çак тапхăрта. Хăшĕсем шкулти лагерьсенче канчĕç, теприсем ашшĕ-амăшĕпе е тăванĕсемпе аякри вырăнсене çитсе унти илеме курса савăнчĕç. Виççĕмĕшĕсем вара Хура тинĕс хĕррине çитсе килме те пултарчĕç.
Çак кунсенче шăпах республикăри ача-пăча çурчĕсенчи çирĕм виçĕ вĕренекен Крымран таврăнчĕ. Вĕсем Хура тинĕс хĕрринчи Евпатори хулинче сывлăха çирĕплетрĕç. «Тимуровец» лагерь шăпăрлансене питех те кăмăла кайни кашни ачан сăн-питĕнче палăрчĕ. Виçĕ эрне кăнтăрта канни, ăшă тинĕс шывĕпе киленни, тĕрлĕ экскурсире пулни, кунти тăрăхра çитĕнекен улма-çырлана тăраниччен çини нихăçан та манăçас çук! «Чи кирли те пахи вăл – эпир хамăр юратнă çĕр-шывăн тĕрлĕ тăрăхĕнче пурăнакан юлташсемпе паллашни, туслашни», – теççĕ хаваспах вĕсем.
Çакна та палăртма кăмăллă: паян 47 ача Севастополь хулинче канать. «Атлантус» лагерьте ача-пăча çурчĕсен воспитанникĕсем, тăлăх ачасем тата çемьесене усрава илнĕ шăпăрлансем хăйсен сывлăхĕсене çирĕплетеççĕ.
Çĕнĕ вĕренÿ çулне Крымран кашни тулли кăмăлпа таврăнĕ. Унтан канса килнĕ хыççăн тусĕ-сене каласа памалли темĕн чухлех пулĕ.
Владимир ЛЕОНИДОВ.
Сăн ÿкерчĕкре: Хура тинĕс хĕрринчен тин таврăннă ачасем Шупашкар чукун çул вокзалĕнче.
Комментировать