Йăмра...

24 Июл, 2014
Ӳсетчĕ вăл ял тавра
Мĕн чухлĕ савăк самант пулнă,
Çÿренĕ çак йăмра тавра.
Ун айĕнче пайтах вылянă,
Юратнă унăн сулхăнне.
 
Ват йăмрана ытамласа
Пăшăлтатса унпа калаçнă.
Çумăр çусан та ун айне
Йĕпенесрен тарса пытаннă.
(Александра Афанасьева).

Ачалăхри самантсем куç умне тухаççĕ. Асамлă йывăç тем чухлехчĕ вăл ял тавра. Каш кашлатчĕç ирĕн-каçăн йăмрасемпе хурăнсем, вĕренесемпе çăкасем, пилешсемпе хурамасем... Шел, юлашки вăхăтра çутă юписене улăштарнă май нумайăшне касрĕç. Ял çаралчĕ. Ĕнтĕ халĕ вĕл-вĕл вĕçекен çулçăсене те сайра кăна курма пулать. Тĕрĕссипе вара, кирек епле йывăç та çынна кирлĕ-çке.

Тĕлĕнтермĕш

(Юмах)

Пĕррехинче утарçă патне тухтăрта вăй хуракан юлташĕ пырса кĕнĕ те тÿрех сăмах пуçарнă.

– Санран пысăк пулăшу кирлĕ. Эсĕ хирĕçлемессе шансах тăратăп, – тенĕ тусĕ çине шăтарасла пăхнă май.

– И-и-и! Эпĕ кирек кама та алă пама хатĕр, анчах малтан сĕтел хушшине вырнаçсам. Пылпа, чейпе хăналам. Кунашкалли ас тивсе курман-ха эсĕ ку таранччен. Ман хуртсем мĕнле асамлă йывăçран пыл илнине ăнланса илĕн, тен? – сăмахланă хайхискер куркасене сĕтел çине лартнă май.

– Пылĕ тутлă, нимĕн те калаймăн. Санăн тĕлĕнтермĕш йывăç пуррине пĕлнĕрен кунта килтĕм эпĕ. Пирĕн сыватмăш валли эмел çителĕклĕ мар, час-часах кинемейсем сиплĕ курăк пуçтарса параççĕ. Акă ĕнер санăн пахчунта асамлă йывăçа курсан хĕпĕртерĕм. Ара, унăн хуппи те, çулçисемпе чечекĕсем те сиплĕ-çке. Темле чиртен те сывалма пулăшать вăл. Акă сăмахран, унăн хуппинчен вĕретнĕ шывра алла çусан, операци тунă чухне те мана нимĕнле перчетке те кирлĕ мар. Суран çине нимĕнле микроб та лекмĕ. Тархасласа ыйтатăп, çак йывăçпа усă курма ирĕк парсам.

Утарçă сăмах чĕнсе те ĕлкĕреймен, алăк уçăлнă та атă-пушмак ăсти килсе кĕнĕ.

– Пулăшу ыйтма килтĕм. Эсĕ хирĕç пулмасса шансах тăратăп. Çынсем хăйсен юрăхсăра тухнă пушмакĕсене тем чухлĕ илсе килсе пачĕç. Халĕ манăн мĕн чухлĕ ĕç! Саплăксем лартма сăран кирлĕ. Ăна тума вара тĕлĕнтермĕш йывăç вуллисем кирлĕ, анчах вăл вăрман леш енче кăна ÿсет. Касса киличчен, пĕлетĕн-и, мĕн чухлĕ вăхăт иртет. Кун каçсах каятăп тепĕр чухне. Пĕр кунхине вара пахчунта мана кирлĕ йывăç ÿснине куртăм та питĕ хĕпĕртерĕм. Унăн вуллине касма ирĕк парсам, авă, çынсем пушмакĕсене чăтăмсăррăн кĕтсе лараççĕ.

Утарçă юлташĕсене пулăшма хатĕррине пĕлтернĕ те:

– Хăш йывăçĕ пирки калаçатăр эсир? Атьăр пахчана, кăтартăр-ха тĕлĕнтермĕше, – тенĕ хăпартланса.

Юлташĕсем пÿрнисемпе йăмра çине тĕллесен, утарçă шалт тĕлĕннĕ.

– Чăнах, йăмра – асамлă йывăç. Авă пыл хурчĕсем те унăн кăчкисенчен пыл пухма кăмăллаççĕ. Чăнах, çав тери сиплĕ пыл. Нумай пулмасть пĕр кинемей карçинкка çыхма унăн вуллисене ыйтрĕ. Паян вара сире йăмра хуппипе туратти кирлĕ. Капла йывăçа амантса хăваратпăр-çке. Тухтăра хирĕçлеме пултараймастăп, ара, чирлисене вăхăтра пулăшу памасан инкек сиксе тухма пултарать. Санăн, атă-пушмак ăстин, унчченхиллех вăрман леш енне кайса килмелле пулать. Чимĕр-ха, атьăр пурте пĕр канашлă пулса, çырма-çатрана йăмра лартар. Йывăçсем пурне те усă кÿрĕç. Ĕлĕк йăмрана çурт çывăхĕсене лартнă, вăл кил-çурта пушартан сыхланă-çке. Хурăн, пилеш хунавĕсем те никама кан- сĕрлемĕç, вĕсем пушшех халăха усă кÿрĕç.

Ял тĕрлĕ йывăçпа пуянланнă... Пурте вĕсен асамлă çулçи-хуппипе усă курма тытăннă.

Управçă чăваш йăмри

Антун çуралса ÿснĕ ял, Йăмракасси, таçтан инçетренех курăнса ларать. Ячĕ те мĕн авалтан урамăн икĕ енĕпе лапсăркка йăмрасем кашласа ÿснипе çыхăннă ахăртнех. Антунсен килĕнче йăмраран ăсталанă катка-пичке пайтах. Амăшĕ ĕнтĕ ĕлĕкхи евĕр вĕсемпе пахча çимĕç тăварланă чухне усă курмасть. Анчах çавсене кăларса пăрахма та, çунтарса яма та алли çĕкленмест унăн.

Марук аппа çамрăках мар. Пурнăç таппипе тан пырать. Пушă вăхăтра тĕрлĕ хаçат-журнал вулать. Унăн юратнă кăларĕмĕсенчи юратнă кĕтесĕ – «Кивĕ япаласене çĕнĕлле усă курасси». Çакна пулах ĕнтĕ Марукăн пахчинче кивĕ катка-пичке, лаша ураписем, шыв витрисене йăтнă Нарспи те асамлăх тĕнчине йыхăрать иртен-çÿрене...

Йăмра... Мĕнле асамăл йывăç вăл. Ăна юрăра та, сăвăра та, халап-юмахра та асăнмасăр хăвармаççĕ. Мĕн кăна ăсталамаççĕ-ши унран? Сенĕкпе кĕреçе аврисем, сĕтел-пукан тата ытти те.

Таврари ялта Йăмра Макарĕ пек ăста алăллă çын çук та пулĕ. Туй-çуй кĕрлет-и, салтака ăсатмалла-и яш-кĕрĕме, пур çĕрте те Йăмра Макарĕ ăсталанă пичкепе сăра курки чи курăмлă вырăнсенче пулнă. Пĕр пушă вăхăт та пулман Антун аслашшĕн. Ылтăн алăллăскер кашни çемье валли йăмраран мĕн те пулин ăсталаса панă. Çавăнпа ăна Йăмра Макарĕ тесе чĕнме тытăннă.

– Эх, Макар, хăв вилсен те ылтăн аллу нихăçан та çĕрмест пулĕ, – тенĕ мăшăрĕ Мальва унăн япалисене тытса киленнĕ май.

...Пурнăç урапи шав малалла çаврăннă. Ваттисем çĕре кĕнĕ хыççăн япăхса кивелнĕ çурт вырăнне Марукпа Макар ывăлĕ çĕнĕ çурт хăпартма шухăшланă. Тайăлса ÿсекен ватă йăмра вĕсене хуралтă хăпартма чăрмантарнă. Çак йывăçа вĕсем нимĕн шухăшламасăрах, никампа канашламасăрах хăвăрт çеç касса тÿнтернĕ.

– Йăмра каснă хыççăн сурăхсем те кĕтÿрен киле кĕмесĕр çухалса çÿреме тытăнчĕç, – тесе хуйхăрнă Марук кин.

Çимĕк çывхарса килнĕ. Кунсем те ăшă тăнă. Вĕçен кайăксем те илемлĕ юрăсем шăрантарнă.

Çимĕкчен ватти-вĕтти çиччĕ шыва кĕнĕ, çичĕ тĕрлĕ йывăç тураттинчен сиплĕ милĕк хатĕрлесе мунчара çапăннă. Çак йăла-йĕркене Антунсен çемйи те çирĕп пăхăннă. Çимĕк мунчи хутнă чухне кăмака хĕрÿлĕхĕ ытларах пултăр тесе йăмра вуттине çунтарнă.

Мунчаран тасалса тухнă хыççăн, кунĕпе ĕçлесе ывăннă Марук çемçе тÿшек çине выртсан та, пăлхавлă туйăмĕсемпе аптăранăскер, киле таврăнман выльăхĕсем çинчен шухăшласах çывăрса кайнă.

Тĕлĕкре ун патне хуняшшĕ Йăмра Макарĕ пырса тăнă.

– Кинĕм, пит ан пăшăрхан-ха. Килти выльăх килех таврăнать вăл. Анчах йăмрана каснă хыççăн кил-çуртра инкек çине синкек пулма тытăнчĕ-çке. Ара, пирĕн çурт умĕнчи ватă йăмра усал-тĕселрен, хуйхă-суйхăран ялан сыхланă, пире çирĕп вăй парса тăнă. Çуллахи кунсенче ун айĕнче шăрăхран, кĕрхи кунсенче çил-тăманран пытаннă. Малашне инкек-синкек аякран пăрăнса ирттĕр тесен сирĕн çĕнĕ йăмра лартмалла, – тенĕ те куçран çухалнă.

Çак тĕлĕке пурне те каласа панă Марук. Хăй çемйи кăна мар, Йăмра Макар ратни те тарăн шухăша путнă çакăн хыççăн.

– Кăçал кĕр кунне пурте пĕрле пухăнса çурт умне кăна мар, çырма-çатрана йăмра хунавĕсем лартăпăр, – тенĕ Марук хăй шухăшне пĕлтерсе.

Юля АДЮКОВА.

Елчĕк районĕ,

Аслă Елчĕк.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.