Кирлĕ ĕç пурнăçлаççĕ

22 Апр, 2020

РФ Конституцине кĕртме палăртнă тÿрлетÿсен шутĕнче волонтерсем пирки те çĕнĕлĕхсем пулмалла.
Анатолий КОЛЬЦОВ, Патăрьел районĕнчи Турханти медикволонтерсен ертÿçи:
Тĕп Саккуна çакнашкал улшăнусем кĕртнине ырлатăп. Çĕнĕ шухăш, çĕнĕ йĕрке, ырă пулăм кирлех.
Раççей волонтерĕсем — пысăк вăй. Мĕн тери кирлĕ ĕç пурнăçлаççĕ вĕсем. Сăмахран, паянхи куна çеç илер. Çĕршывра, республикăра коронавирус инфекцийĕ сарăлнă вăхăтра питĕ хастар ĕçлеççĕ вĕсем. Эпир те таврари ялсенче пурăнакан ватăсене пулăшатпăр: эмелпе, апат-çимĕçпе. Унсăр пуçне тавралăха тирпей-илем кÿретпĕр. Шăнкăрчсем валли йăвасем те турăмăр, Аслă Çĕнтерĕве халалланă парка тирпейлерĕмĕр.
Çапла майпа çут çанталăка юратма, тăван тавралăха упрама, ватă çынна хисеплеме вĕренеççĕ çамрăксем. Йывăр вăхăтра кирек кама та алă тăсса параççĕ.

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.