Вăхăтлă та кирлĕ йышăну

15 Апр, 2020

РФ Конституцине çут çанталăка, тавралăха упрассипе те улшăнусем кĕртмелле.

Сергей ПАВЛОВ, ЧР Патшалăх Канашĕн Экономика политики, агропромышленноç комплексĕ тата экологи енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ:

Конституци Раççей Правительствине экологие сиен кÿрессине чакарма, çут çанталăк пуянлăхне, нумай евĕрлĕхне упрама сĕнет. Конституцин 114-мĕш статйине улшăнусем кĕртнин тĕп шухăшĕ çакăнпа çыхăннă та. Унта çакăн пек йĕркесем пур: «Раççей Правительстви çынсене пурăнма лайăх

условисем туса памалли, тавралăха хуçалăх е ытти ĕç-хĕлпе сиен кÿрессине чакармалли, çĕршыври çут çанталăка тата биологи нумай евĕрлĕхне упрамалли мерăсене пурнăçлать, граждансен экологи пĕлĕвне аталантармалли, вĕсене экологи культури енĕпе воспитани памалли условисем туса парать». Раççей — ĕçмелли шывăн чи пысăк саппасĕ упранакан тата хăйне евĕрлĕ тавралăхлă çут çанталăк çÿпçи.

Чăннипех вăхăтлă та хальхи пурнăçра уйрăмах кирлĕ йышăну. Унăн тĕп тĕллевĕ — килес ăрусемшĕн тата Раççей пуласлăхĕшĕн таса çут çанталăка сыхласа хăварасси.

www.hypar.ru Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.