«Ĕçлесех ватăлтăм»

15 Апр, 2020

Эпĕ вулакансене Красноармейски районĕнчи Çĕньял Чуракассинчи Антонина Васильевăпа паллаштарасшăн. Чылай терт-нуша курнăскерĕн кун-çулĕ çинчен каласа кăтартасшăн.

«Аттене лайăх астумастăп»

Вăл 1938 çулта çуралнă. «Эпир çемьере пилĕк ача çитĕнтĕмĕр. Вĕсенчен виççĕшĕ çамрăклах пурнăçран уйрăлчĕç. Федя пичче 90 çул тултараймарĕ, — тет Тоня аппа. — Вăл кун-çулне çарпа çыхăнтарчĕ: Польшăра, Беларуçра службăра пулчĕ. Каярах Челябинск, Свердловск тăрăхĕсенче. Çулсерен отпуск вăхăтĕнче тăван тăрăха курма килетчĕ. Кунти сывлăшпа, ача чухне хăй çарран чупнă вырăнсемпе киленетчĕ. Шывпуç тăрăхĕнчи вырăнсене нимĕнпе те улăштармăттăм тетчĕ». Федор Тарасов полковник Свердловскри пĕр масарта ĕмĕрлĕхех канлĕх тупнă. Мăшăрĕ пурăнать-ха, хĕрĕсем Ира, Тоня, Галя — ашшĕ пекех çар çыннисем.

Антонина Александровна калаçăвне малалла ашшĕпе амăшĕ пирки хускатрĕ. «Эпĕ аттене лайăх астумастăп, — шывланнă куçне тутăр вĕçĕпе шăлса илчĕ кинемей. — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансанах кĕркунне ăна фронта илсе кайнă. Эпĕ ун чухне 3 çулта çеç пулнă. Анне каланă тăрăх, тепĕр çур çултанах атте хыпарсăр çухалнине пĕлтерекен усал хыпар килнĕ вăрçă хирĕнчен. Аннене пире çитĕнтерме пĕрре те çăмăл пулмарĕ. Вăл тĕпренчĕкĕсене ура çине тăратас тесе мĕн пур вăйне пачĕ, колхозра ырми-канми ĕçлерĕ. Аслă Çĕнтерĕве çывхартас тесе ял çыннипе пĕрле тăрăшрĕ.

Анне 83 çулта çĕре кĕчĕ. Нумай ачаллă амăшĕн вăрçă вăхăтĕнчи хастарлăхне шута илсе «Восток» колхоз правленийĕпе тата Шывпуç ял канашĕн йышăнăвĕпе вăл пурăннă çурт çине «Кунта тăван хуçалăхăн хисеплĕ колхозници А.М.Михайлова пурăнать» текен хăма çакнăччĕ. Вăрçă вăхăтĕнче тата ун хыççăнхи çулсенче хастар ĕçленĕшĕн ăна пилĕк медаль парса хавхалантарнăччĕ. «Ĕç ветеранĕ» медале вара ыттисенчен мала хуратчĕ вăл».

Ачалăхĕ вăрçă вăхăчĕпе пĕр килнĕрен çăкăр хакне, укçа хисепне аван пĕлет Тоня аппа. Амăшĕпе пĕрле 6-7 çултах çĕр улмипе куккурус хирĕсене çум çумлама, пучах пуçтарма, купăста анине шăварма çÿренине паян кун та манаймасть Антонина Васильева. Сакăр çул тултарсан вăл тантăшĕсемпе пĕрле Шывпуç шкулне çÿреме пуçланă. Унта çичĕ çул вĕреннĕ. Алла тивĕçлĕ документ илсенех хуçалăх ĕçне кÿлĕннĕ. 1954 çулта 16-ри хĕре вăрман касма янă. Кĕлетки пĕчĕк тесе малтан ăна бригадăна йышăнман. Каярахпа вара чи ĕçченнисен йышĕнче пулнă вăл. «Вăрманта хĕл кунĕсенче тăрăшнă эпир. 25-30 градус сивве туйман та. Вăй хурса ĕçленĕрен çурăм типме те пĕлместчĕ. Юр çинче ашнăран ура йĕп-йĕпеччĕ. Питĕ хытă тарлаттăмăр. Пăчкăпа пуртă алăран кайман. Таса, яка йывăçсене патшалăх, тăван хуçалăх валли хатĕрленĕ. Пĕр çулхине Вăрнар вăрманĕнче хамăр лаптăка касса пĕтертĕмĕр те киле çуранах таврăнтăмăр. Çил-тăман алхасать, аранаран Çĕньял Чуракассине çитрĕмĕр, — аса илет иртнине ватă. — Торф кăларма кайнине епле манăн тата? Ун чухне ялта почтальонкăра ĕçлеттĕм. Сумкăсене хатĕрлерĕмĕр те 4 хĕр Мускав облаçне тухса кайрăмăр. Унта шур çырли питĕ нумайччĕ. Ăна çисе кăмăла çĕклеттĕмĕр. Вăрман варринче баракра пурăнаттăмăр. Пĕррехинче ĕç вăхăтĕнче алла амантрăм. Çавна май сурана çыхтарма сиплев учрежденине вăрман витĕр хăра-хăра çÿреттĕм».

Ачисемпе савăнать

Каярах Антонина Васильева тăван ялĕнчи «Мотор» колхозăн сысна ферминче ĕçе кÿлĕннĕ. Ăна пĕтĕмпех алă вĕççĕн тунă. Ун хыççăн пăру, сурăх фермисенче те тăрăшнă. Хăть ăçта вăй хурсан та хăйне шанса панă ĕçе тивĕçлĕн пурнăçланă хĕрарăм. Ахальтен мар ăна Хисеп хучĕсемпе парнесем парса хавхалантарнă. 1965 çулта Антонина Александровна Туçи Чуракассинчи Иван Васильевпа пĕрлешнĕ. Мăшăрĕ «Гигант» колхозра трактористра ĕçленĕ. Шел те, çемьеллĕ пурнăç ăнман унăн. Пилĕк ачине пĕчченех çитĕнтерме тивнĕ Тоня аппан. Вăл тăван ялне каялла таврăнса пурнăçне малалла аталантарма тытăннă. Пус çумне пус хушса хĕрарăм пуçăн кирпĕч çурт лартнă. «Ун чухне мана Федя пичче чылай пулăшрĕ: укçапа та, сĕнÿ-канашпа та. Пĕр тапхăр ăшталанмаллипех ăшталантăм. Ĕçченсем валли апат пĕçермелле, фермăна ĕлкĕрмелле, ачасене пăхмалла. Выртсан та ыйхă килместчĕ, çапах тÿснĕ. Ĕçлесех ватăлтăм, пĕрех иртнĕ кун-çула хурламастăп», — терĕ ватă.

Паян пилĕк ачипе савăнать вăл. Ывăл-хĕрĕ пирки яланах ăшă сăмах тупать. Вĕсем халĕ çемьеллĕ, ĕçлĕ. Амăшĕ патне час-часах килсе çÿреççĕ. Антонина Александровна кĕçĕн ывăлĕпе Валерипе пурăнать. Картиш тулли чăх-чĕп, выльăх-чĕрлĕх усраççĕ вĕсем. Пахча çимĕç çитĕнтереççĕ. «Манăн хуняма пек ырă, ĕçчен çын таврара çук, — тет кинĕ Алина. — Хăйĕн сывлăхĕпе кăсăклансах тăрать. Чир-чĕр çыпăçсан тÿрех тухтăрсем патне каять. Çулла вара пахчаран кĕме пĕлмест. Ачисене, мăнукĕсене питĕ юратать вăл. Çавăнпах ун патне вĕсем хаваспах килсе çÿреççĕ».

www.hypar.ru

Екатерина БОРИСОВА. Красноармейски районĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.