- Чăвашла верси
- Русская версия
Куçран вĕçертмĕç
Вуншар çул усă курмасăр выртакан пулăхлă çĕрсем пирки час-часах сăмах хускататпăр. Вăрмана çаврăннă хирсене пусă çаврăнăшне кĕртме çăмăл мар. Чăн та, юлашки çулсенче ку енĕпе улшăнусем пур. Чылай районта ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрпе туллин усă курма тăрăшни сисĕнет. Çапах ыттисен ку тĕлĕшпе ĕçлемелĕх пур-ха.
Элĕк районĕнчи Питĕшкасси тата Крымсарайкă ял тăрăхĕсен чиккинче вырнаçнă пулăхлă çĕрпе вăрах вăхăт усă курманнипе çыхăннă ыйтăва пăхса тухма суда тăратнă. 2016 çулта ЧР Арбитраж сучĕ «Плодородие — Лукоянов» пĕрлешÿрен лаптăка туртса илме йышăннă. Республикăра кун пек тĕслĕх унччен пулман тесен те юрать. Мĕншĕн çакăн патне çитнĕ-ха?
2013 çулхи август уйăхĕнче тĕрĕслев органĕсем Элĕк тăрăхне кайнă. Район администрацийĕ асăннă пĕрлешÿ çĕрпе тĕллевлĕ усă курман пирки унчченех çăхавланă. Тĕрĕслевре çакă палăрнă: 1100 гектар ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕре йывăç-тĕм, çум курăк пусса илнĕ. Хире юхăнтарнăшăн, пусă çаврăнăшне кĕртменшĕн куçман пурлăхăн хуçине штрафланă, йĕркесĕрлĕхе 2014 çулхи июльччен пĕтермешкĕн предписани панă. Вăхăт иртнĕ, анчах лаптăкра нимле улшăну та пулман. Çивĕч ыйтăва судра темиçе хутчен те пăхса тухнă. Уй-хире йĕркене кĕртме вăхăт панă-ха. Шел, виçĕ çул иртсен те лав вырăнтан тапранман. Самай пысăк хирсем куç умĕнчех юхăннă. Унта тыр-пул, пахча çимĕç туса илес вырăнне вăрман çитĕнтернĕ.
2017 çулта вăрах вăхăт сухаласа акман 26 лаптăка /1 пин гектар ытла/ аукцион урлă сутнă. 24-шне пĕр пĕрлешÿ туяннă, 2-шĕ уйрăм çынсен аллине куçнă. Çĕнĕ хуçасен вĕсене пусă çаврăнăшне кĕртме май килнĕши? Нумаях пулмасть Раççей ял хуçалăх надзорĕн Чăваш Енри тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн инспекторĕсем асăннă района тепĕр хут тĕрĕслевпе кайнă. Лав тинех вырăнтан хускални сисĕнет.
Çĕнĕ хуçасем пушă выртнă çĕр лаптăкĕсен пĕр пайĕпе ял хуçалăх производстви валли усă курма пуçланă ĕнтĕ. Çапах 14 лаптăкра /500 гектар/ çав-çавах тĕрлĕ йывăç-тĕм кашласа ларать. <...>
Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрĕн пушă выртмалла мар. Иртнĕ çул Раççей ял хуçалăх надзорĕн Чăваш Енри тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн предписанийĕсене пурнăçланă май республикăра 560 гектар ытла çĕре пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. Çав хушăрах федераци органĕн хушăвне вăхăтра пурнăçламан тĕслĕхсем те пур-ха. Элĕк, Вăрмар, Сĕнтĕрвăрри, Красноармейски, Çĕмĕрле, Муркаш, Шупашкар районĕсем ку енĕпе уйрăмах палăрнă. Айăплисене РФ КоАПĕн 25-мĕш статйипе явап тыттарнă.
Шупашкар, Вăрмар, Çĕмĕрле районĕсенче çĕр саккунне татах пăснă тĕслĕхсене шута илнĕ. Вĕсем ытларах пулăхлă çĕрпе усă курманнипе, лаптăка юхăнтарнипе çыхăннă. Тулли верси...
Надежда ВАСИЛЬЕВА, управлени ĕçченĕ.
Комментировать