Сывлăш çавăрса илмелли тапхăр

11 Апр, 2020

Ака уйăхĕн 7-мĕшĕнчен пуçласа республика çыннисене, регион ертӳçин хушăвĕпе килĕшӳллĕн, килтен ирĕклĕн тухса çӳреме чарнă маларах çакă сĕнӳ шайĕнче кăна пулнă. Халĕ ятарлă списока кĕнĕ предприяти-организаци ĕçченĕсен, алăра справка пулсан, лавккана тата аптекăна е килтен 100 метр инçе мар йытта уçăлтарма илсе тухма юрать. Ыттисен изоляци йĕркине çирĕп пăхăнмалла. Республикăри паллă çынсем килте пулмалли вăхăта мĕнле ирттернипе кăсăклантăмăр.

Олег ЦЫПЛЕНКОВ, ЧР кинематографистсен союзĕн ертӳçи:

— Эпир, "Чăвашкино" студийĕнĕçченĕсем /3 монтаж инженерĕ тата эпĕ/ маларах ӳкернĕ ĕçсене килти компьютерпа йĕркене кĕртетпĕр. Монтаж тумалли питĕ нумай. Сахалтан та 2-3 уйăхлăх ĕç пур. Республикăри пур театрти ятлă-сумлă артистсене, тыл ветеранĕсене, балет тата опера фестивалĕсене, пултарулăх каçĕсене, эстрада юрăçисен концерчĕсене, тавра пĕлӳçĕсен, çыравçăсемпе поэтсен тĕл пулăвĕсене... ӳкернĕ. Кокель пленэрĕ, Шăхасан, Турхан шкулĕсен юбилейĕсем, Г.Айхие халалланă ĕçсем... Пурне тӳрех аса илме те çук. Пĕтĕмлетсе калас тăк — ахаль ларма вăхăт çук.

Анатолий ХМЫТ, çыравçă:

— Хваттерте, ниçта тухмасăр, ĕçлеме тӳр килни пултарулăха ырă витĕм кӳчĕ. Темиçе çул каялла пуçланă роман патне таврăнма май килчĕ. Çырнине тепĕр хут вуласа çĕнĕ варкăш кĕртрĕм. Тепĕр виçĕ пай хушрăм. Турă пулăшсан, хам тăрăшсан кĕр еннелле роман кăшкарне туса çитерессĕн туйăнать. Вара редакцилесе сăнарсене тарăнрах калăпламалли кăна юлать. Унтан вулакансем Турайпа паллашма пултарĕç. Турай тенине кашни хăйне май ăнланать. Чĕр чун çăвăрласан, уйрăмах хыр сысни /пирĕн тăрăхра пур выльăх та/, амăшĕн сĕтне пĕрремĕш ĕмекене калаççĕ. Манăн кĕнекере пăлхар тăрăхĕнче амăшĕ ачине чĕр чун патне хурса чĕрĕ хăварать. Хĕрарăмăн хăйĕн кăкăр сĕчĕ типнĕ. Кайран çав йăхра пĕрремĕш ачана Турай теççĕ. Тĕп сăнар Афган вăрçине лекет, пур йывăрлăха та çĕнтерет. Роман çул çӳреври тĕрлĕ пăтăрмахпа, кулăшпа пуян пулĕ.

Дмитрий ПЕТРОВ, Çамрăксен театрĕн артисчĕ, режиссерĕ:

— Пуш уйăхĕн 31-мĕшĕнче Çамрăксен театрĕнче "Çĕн мăшăрăн çĕр кĕске" çĕнĕ спектакль /Н.Сидоров/ кăтартасшăнччĕ. Эпĕ режиссер пултăм. Карантина пула ăна куçарма лекрĕ. Çапах лару-тăру йĕркеленессе, артистсемпе тĕл пуласса шанатăп. Кашни пулăмăн — хăйĕн вăхăчĕ. Турă çапла хушнă-тăр. "Ан васкăр, кăшт чарăнса сывлăш çавăрăр та шухăшласа илĕр", — терĕ пуль. Пушă вăхăтпа усă курса артист, режиссер пултарулăхне аталантармашкăн хушма литература вулатăп.

Зоя СЫВЛĂМПИ, çыраçă, сăвăç:

— Карантин вăхăтне ахаль ирттермерĕм. "Телей тĕрри" ятлă 12-мĕш кĕнеке кăлартăм. Ун çине хальлĕхе шăна та ларман-ха. Ку ĕçе тĕрлĕ ӳсĕмрисем, çав шутра ачасем, валли çырнă сăвăсем, куçарусем, пĕчĕк калавсем кĕртрĕм. Çĕнĕ кĕнеке вулакана килĕшессе шанатăп.

Наталия ИЛЬИНА, Çĕрпӳри халăха социаллă пулăшу паракан центр ертӳçи:

— Владимир Путин Указĕпе килĕшӳллĕн пандеми вахăтĕнче социаллă тытăмра ĕçлекенсем хăйсен хăнăхнă вырăнĕнчех тăрăшаççĕ. Пирĕн службăн «хĕрӳ линийĕпе» килекен шăнкăравсене тимлĕхсĕр хăвармастпăр. Ватăсене, нумай ачаллă, йывăр лару-тăрура пурăнакан çемьесене тĕрлĕ енлĕ пулăшу, çав шутра психоло- ги енчен те, кӳретпĕр. Социаллă ĕçченсем хăйсем пăхса тăракансене пăрахмаççĕ. Вырăна тухнă чухне перчеткепе, маскăпа çӳреççĕ. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Марина ТУМАЛАНОВА, Ирина ИВАНОВА хатĕрленĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.