- Чăвашла верси
- Русская версия
Ӳсĕрле те мухмăрла
Урă мар водитель айăпĕпе çул çинче питех те нумай инкек пулса иртет. Руль умне ÿсĕр ларакана темĕн пек хытараççĕ – правине туртса илеççĕ, штраф хураççĕ, темиçе талăка хупса та лартаççĕ, анчах вĕсемшĕн пур пĕрех ик айкки те тăвайкки темелле.
Çак уйăхăн 10-12-мĕшĕсенче республикăра "Урă мар водитель" рейд йĕркеленĕ. Тăтăшах иртет вăл, анчах ÿсĕрле е мухмăрла çула тухнă водительсен йышĕ чакма пĕлмест. Хальхинче виçĕ кунра полици ĕçченĕсем 122 çынна тытса чарнă, вĕсенчен 47-шĕ хăйсем урă маррине тухтăрсем патĕнче тĕрĕслеттерме килĕшмен.
Пĕр водитель вара инкек кăтартнă. Шупашкарта 23 сехет иртсен Ярославски урамĕнчи 52-мĕш çурта хирĕç 22-ри водитель хăйĕн машинипе транспорт хирĕç килекен çул çине сиксе тухнă та тепĕр автомобиле пырса çапăннă. Унта ларса пынă 51 çулти хĕрарăма, аманăскере, больницăна илсе çитернĕ.
Комментировать