- Чăвашла верси
- Русская версия
Сӑр таврашӗнчи ҫар хӳтӗлевӗ
Сăр таврашĕнчи хӳтĕлев линийĕ Чăваш АССР территорийĕнче Етĕрне, Хĕрлĕ Чутай, Улатăр районĕсем тăрăх иртнĕ. Унти сооруженисене тума вун-вун пин ентеш хутшăннă.
Патшалăх пĕлтерĕшлĕ ĕç
1941 çулхи октябрьте фашистсем Мускав патне çывхарса çитнĕ май тĕп хула хӳтĕленме пуçланă. Патшалăх Оборона Комитечĕ Ока, Дон, Атăл юхан шывсем çинче хӳтĕленмелли сооруженисем тумалли плана пăхса тухса çирĕплетнĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ ытларах Горький, Хусан, Куйбышев, Пенза, Саратов, Сталинград, Ульяновск тата ытти хулан хӳтĕлевне вăйлатасси пулнă.
Сăр таврашĕнчи хӳтĕлев линине 1941 çулхи октябрь уйăхĕн вĕçĕнче тума пуçланă. Ку вăхăтра нимĕç çарĕсем Мускав патне çывхарса çитнĕ. 1941 çулхи октябрĕн 16-мĕшĕнче Патшалăх Оборона Комитечĕ хушнипе Чăваш АССР Халăх Комиссариачĕсен Канашĕ тата ВКП/б/ Чăваш обкомĕ çакнашкал йышăну тунă: «1941 çулхи октябрĕн 28-мĕшĕнчен пуçласа Чăваш АССР территорийĕнче Сăр тата Хусан таврашĕсенчи хӳтĕлев линийĕсене тума тылри çынсене явăçтармалла. Асăннă ĕçе сывлăх тĕлĕшпе çирĕп, 17 çултан кĕçĕн мар çамрăксене те хутшăнтармалла».
Бригадăсене 50-шар çынран йĕркеленĕ. Кашни район çумне прораб участокĕ çирĕплетнĕ. Прораб участокĕсен пуçлăхĕсен тивĕçне Чăваш АССРĕн ВКП/б/ комитечĕн пĕрремĕш секретарĕсем, райканаш депутачĕсем, ĕçтăвком председателĕсем пурнăçланă. Вĕсен халăха ĕçпе тивĕçтермелле, унсăр пуçне ĕç çыннисене хваттерсене, бараксене, çĕр пӳртсене вырнаçтармалла пулнă. Колхозсене апат-çимĕç тата фураж парса тăма хушнă, врач участокĕсене — медикаментсемпе тивĕçтерме.
Хирти çар сооруженийĕсен центрĕсене Етĕрнере, Çĕмĕрлере, Пăрачкавра, Улатăрта йĕркеленĕ. Техника тĕлĕшĕнчен ĕçе СССР Оборона Халăх комиссариачĕн Тĕп оборонстройĕн 11 тата 12-мĕш Çарĕсен управленийĕсен инженерĕсем йĕркелесе пынă. Çавăн пекех Чăваш Енри предприятисен кадрĕсене те явăçтарнă /Чапаев ячĕллĕ завод пуçлăхĕ Еремин та хутшăннă/. ЧАССР Патшалăх планĕн председательне, КПСС Оборона Комитечĕн промышленноç тата транспорт енĕпе ĕçлекен секретарьне 1941 çулхи ноябрĕн 15-мĕшĕччен тимĕр-тăмăр, цемент тата чул резервра мĕн чухлĕ пулнине пĕлтерме, Чăваш АССР предприятийĕсенче ДЗОТсем тума кирлĕ тимĕр-бетон «калпаксем», тыткăчсем туса хатĕрлессине йĕркелеме хушнă.
Госпиталь те, çĕр пӳрт те
Халăх комиссариачĕ Чăваш Енре çыхăну ĕçĕ енĕпе полномочи панă Воронинăн хирти строительство вырăнĕсемпе лаптăкĕсен хушшинче телефон тата телеграф çыхăнăвĕсемпе пĕр кăлтăксăр çыхăнтарса тăмалла пулнă. Управленисене, тĕпрен илсен, вырăнти кадрсенчен йĕркеленĕ. Сăмахран, Сăр таврашĕнчи хӳтĕлев линине тума Тутар, Чăваш, Мари АССРĕсенчи вĕрентекенсене, çĕр виçекенсене, лесниксене, ертӳçĕсене мобилизаци йĕркипе явăçтарнă. Çапла майпа вырăнти специалистсен шучĕ 845 çынпа танлашнă. Унсăр пуçне Оборона строительствин Тĕп управленийĕ хушнипе тата 160 специалист килсе çитнĕ. Малалла вулас...
Валентина МАКСИМОВА.
Комментировать