- Чăвашла верси
- Русская версия
Атăл урлă каçнă чух…
Телефон тытакан пулманнипе — килте кинемейпе икĕ пĕчĕк ача пулнă — хĕрарăм чĕри ырă мара сиснĕ ахăр, мăшăрĕ патне шăнкăравланă. Анчах та арçын, килĕ çывăхĕнчех ĕçленĕ пулин те, кая юлнă… Çăлавçăсем те нумай кĕттермен. Анчах та пепкесене те, вĕсем 2 тата 4 çулта пулнă, ватă хĕрарăма та çăлса хăварайман. Вилĕм сăлтавĕ пушарпа çыхăннă чухне шăпах сĕрĕм çăтса тултарни пурнăçа татать. Ку тĕслĕхре те çаплах пулса тухнă.
Кама-тăр айăплама та пĕлмелле мар кун пек чухне. Тен, шăпăрлансем айкашнă, е, тен, электрооборудовани юсавсăр пулнă? Çакна специалистсем тĕпчеççĕ. Анчах пулни-иртнине каялла тавăраймăн. Çывăх çыннисен çĕр çĕклейми хуйхине кам ăнланĕ? Инкек сăлтавне тĕпчесе палăртнинчен те усси сахал — кунсерен ташлать «хĕрлĕ автан» çуртсен тăрринче, уй-хирте, вăрманта…
Пуш уйăхĕн 30-мĕшĕнче каçхи 9 сехетре Улатăр районĕнчи Чуварлей ялĕнче пушар алхаснă. Çулăмра пурлăхăн пĕр пайĕ пĕтнĕ, çурт тăрри сиенленнĕ. Ку тĕслĕхре те инкек сăлтавне тĕпчеççĕ. Тепĕр кун Çĕнĕ Шупашкарта ангар çунма пуçланă. Кăнтăрла тĕп хулари Калинин урамĕнче çурт тата автомашина çуннă. Çулăм кÿршĕри çуртсене те сиенленĕ. Шел те, çак списока вĕçĕмсĕр тăсма пулать. Çулталăк пуçланнăранпа республикăра 296 пушара шута илнĕ. Вĕсенче 15 çын пурнăçĕ татăлнă, 17-ĕн суранланнă. Çак инкекре 171 млн тенкĕлĕх пурлăх кĕле çаврăннă.
Инкекрен сыхланма çук теççĕ те, кун пеккинчен вара шăпах сыхлăх тата яваплăх çăлма пултарать. Укçа-тенкĕ енчен тăкак курас мар тесен вара кил-çуртпа пурлăха страхлани пулăшĕ.
Инкек çанталăк условийĕсемпе те çыхăннине палăртмалла. Ăшăтса пынăçемĕн çынсем çут çанталăка ытларах та ытларах туртăнаççĕ. Паллă ĕнтĕ, кăмăл çĕкленÿллĕ, хĕвел хĕртсе пăхать, юлташсемпе пĕрле вара савăнма аванрах. Хăйсем хыççăн тирпейлесе хăварасси, кăвайта тĕпĕ-йĕрĕпе сÿнтересси асра та çук… Теприсем вара ăшă кунсем çитсен хăвăртрах тавралăха тирпейлеме васкаççĕ. Темшĕн-çке кун пек чухне кивĕ курăка тата çÿп-çапа çунтарасси ниепле те йăларан тухмасть. Çавна пула çулсерен инкек сиксе тухни те никама та шухăша ямасть. Çак кунсенче кăна шăпах çак сăлтава пула пушар сÿнтерме тивнĕ — типĕ курăка çунтарнипе Улатăр, Çĕмĕрле, Куславкка, Елчĕк, Вăрнар, Элĕк, Канаш, Патăрьел районĕсенче, Шупашкар хулинче çулăм алхаснă. Унăн чĕлхи никама та ниме те тиркеменнине асра тытасшăн мар. Пуш уйăхĕн 31-мĕшĕнче Шупашкарти «Строитель» сад пĕрлĕхĕнче 3 дача, 2 сарай çунса кĕлленнĕ. Çак кун пушарнăйсем 13 хут — пĕр талăкра! — инкеке сирме çула тухнă. Тепĕр хут палăртас килет, çак тĕслĕхсенче пушар йăлтах типĕ курăка тата çÿп-çапа çунтарнипе çыхăннă. Айăпли, паллах, кунта явапсăр çын кăна.
Явапсăрлăх тенĕрен, паянхи кун, республикăра карантин йĕркине пĕлтернĕ чух, çынсем ниме уямасăр Атăл леш енне талпăнни тĕлĕнтерет. Иртнĕ канмалли кун, сăмахран, унта ытти чухнехинчен виçĕ хут пысăкрах йыш каннă. Çапла, çанталăк питех те лайăхчĕ. Анчах чир сарăлассинчен сыхланнă чух çапла хăтланни килĕшÿсĕр кăна мар, пурнăçшăн пысăк хăрушлăх кăларса тăратнине манас марччĕ. Паянхи явапсăр утăм ыран мĕнле инкеке çаврăнма пултарассине нумайăшĕ, ахăр, чухламасть те. Çакна административлă майпа кăна чарма май пуррине шута илсе Атăл леш енне, ятарлă хушу тухиччен, çынсене çÿреме ирĕк памĕç. Сăлтавĕ те пур. Пĕрре, пушар хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнмаççĕ — Атăл леш енче çак кунсенче кăна 40 хутчен çулăм хыпса илнĕ. Тепре, коронавирус пандемине пула килтен те сăлтавсăр тухма чарнине шута илмеллех — çак йышăнăва влаç чир йывăрлăхне кура тунă. Çавăнпа та, ятарлă хушу тухиччен, Атăл леш енне документсемпе кăна каçма май пулĕ: çав тăрăхра пурăнакансен тата ĕçлекенсен.
Сăмахăма вĕçличчен пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркине аса илтерес килет:
Çурт-хуралтă, йывăç-тĕм çывăхĕнче курăк çунтармалла мар.
Çÿп-çапа тĕлли-паллисĕр çунтармалла мар, кăвайт чĕртмелле мар.
Каннă вырăнта çунакан вут пуленккисем пăрахса хăвармалла мар.
Ача-пăчашăн шăрпăк — тетте мар. Вĕсене типĕ курăка çунтарма ирĕк памалла мар.
Çулăм пĕр çурт патĕнчен теприн çине сиксе ан ÿктĕр тесен вĕсен таврашĕнчи типĕ курăка, çÿп-çапа тасатмалла.
Шăрпăка тата сигарета сÿнтермесĕр пăрахмалла мар.
Вăрманта кантăк савăт-сапа хăвармалла мар: вăл хĕвел пайăрки çинче линза витĕмĕпе пушар кăларма пултарать.
Çак ансат йĕркене пăхăнни пурлăха кăна мар, нумай çын пурнăçне те çăлса хăварма пултарать. Хамăрăн сыхă тата яваплă пулмалла кăна.
Инкекрен çапах та сыхланса çитереймесен вара Чăваш Республикинчи пĕрлехи çăлав телефон номерĕпе шăнкăравламалла: 112. Çак номере ас тумаллах, анчах унпа усă курма тивессинчен Турă сыхлатăрах.
Комментировать