Ашшӗне уй хапхи тăрринче кӗтсе ларнӑ

2 Апр, 2020

Ача кĕтекен Еленăн пĕр кунхине тăрук юн кайма пуçланă. Мăшăрĕ Дмитрий Морозов ăна лав çине хунă та Ишлейри больницăна çул тытнă. Анчах тухтăрсем патне илсе çитереймен — арăмĕ çул çинчех сывлама пăрахнă. Арçын лашине каялла çавăрнă, çул тăршшĕпех макăрса пынă. Яла кĕрсен, килĕ умне çитсен, тăлăха юлнă пĕчĕк хĕрĕсемшĕн хурланса кăшкăрса йĕнĕ. Ун чухне асли Зоя — 6 çулта, кĕçĕнни Роза 2 çулта пулнă. Халĕ Роза Морозова — 83-ре, çуралса ӳснĕ тăрăхĕнчех, Красноармейски районĕнчи Кушкă ялĕнче, пурăнать.

«Ати апай тата чăкăт илсе килнĕ»

Еленăпа Дмитрий килĕштерсе пурăннă. Анчах малтан çуралнă ывăлĕсен ĕмĕрĕ ытла та кĕске пулнă: Веньăпа Ваççа ача чухнех чирлесе вилнĕ. Кун хыççăн Зойăпа Роза кун çути курнă. Мăшăрĕ пурнăçран уйрăлсан Мороз (Омск тăрăхĕнчен тухнă вырăс арçыннине ялта çапла чĕннĕ) амăшĕсĕр тăрса юлнă пĕчĕк хĕрĕсемшĕн питĕ куляннă. Вăл вĕсене хăйĕн амăшĕ патне Омск тăрăхне илсе кайнă. Унта Розăна Лиза ятлă хĕрарăм усрава илесшĕн пулнă, анчах арçын килĕшмен. Кăштахран вăл ачисемпе каялла, Кушкă ялне, таврăннă. Хĕрĕсем валли амăшĕ пултăр тесе кӳршĕ районтан пĕр хĕрарăма илсе килнĕ. Анчах лешĕ кĕçĕннине Розăна пăхма килĕшмен, хăваласан та тухса кайман. Аран хăтăлнă унран. Кайран Дмитрий Морозов ачасем валли хăйсен ялĕнчех амăшĕ тупнă. 40-рен иртнĕ, ачасăр Анна уншăн та лайăх мăшăр пулса тăнă.

Çав кун Зойăпа Роза пӳртĕмĕнче выртнă. «Ати пирĕн валли апай тата чăкăт илсе килнĕ», — тенĕ аппăшĕ йăмăкне. Анна ачасене хăйĕнни пекех йышăннă, хĕрачасем те унран ютшăнман, тӳрех апай (анне) тесе чĕннĕ. Хĕрарăм питĕ тирпейлĕ пулнă, сăрламан урайне хăйăрпа хырса çунă. Зойăпа Розăна та пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарнă, ирхине нумай çывратман — картише ĕçлеме илсе тухнă.

Дмитрий — колхоз бригадирĕнче, Анна —бригадăра ĕçленĕ. Пĕррехинче шăтăка хĕл каçма хунă çĕр улми çĕрме пуçланă. Куншăн бригадира айăпланă, тĕрмене хупнă. «Мороза тĕрмене лартрĕç, халь мĕн пулать-ши ĕнтĕ?!» — кăшкăрнă Морозовсемпе кӳршĕре пурăнакан хĕрарăм. Мĕтрие унта нумаях тытман, темиçе уйăхран киле янă.

Çемье йĕркеллех пурăнса кайнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан каллех лăпкă пурнăç татăлнă. Дмитрий Морозовăн та 1941 çулта фронта кайма ят тухнă. «Атте вăрçа турăшпа тухса кайнă, унпах каялла таврăннă. «Мана çав турăш упрарĕ пуль», — тетчĕ вăл. Атте Берлина çитнĕ. Нимĕçсем хуларан ĕнисене çавăтса тухса кайнине каласа кăтартатчĕ. Вăл вăрçăра аманнă, госпитальте икĕ хутчен выртнă. Апай аттене кĕтсе пĕрмай макăратчĕ. Киле 1945 çулта таврăнчĕ. Эпĕ ун чухне 2-мĕш класа куçнăччĕ», — иртнине аса илчĕ Роза Дмитриевна. Çав кун ял халăхĕ уйра тырă вырнă. Зойăпа Роза та амăшĕнчен юлман, алла çурла тытнă. «Бригадир чупса çитрĕ. «Аçăр салтакран килет», — лайăх хыпар пĕлтерчĕ вăл пире. Апи мана киле кайса шыв йăтса хума хушрĕ. Эх, çăлĕсем питĕ тарăнччĕ тата. Шыв кӳрсе килсен тусăмпа Зинăпа аттене кĕтме ял хапхи çине хăпарса лартăмăр. Лартăмăр-лартăмăр, каç та пулчĕ, атте килмерĕ… Ирхине унăн сассипе вăранса кайрăм. Пирĕн валли пысăк журналсем илсе килнĕччĕ», — малалла калаçрĕ Роза Морозова.

Ашшĕ вăрçăра чухне Зойăпа Роза выçăпа аптăраман, ыйткалама çӳремен — амаçури амăшĕ вĕсене лайăх пăхнă. Ĕне усрани те пысăк тĕрев пулнă. Анна ачасене пĕрмаях чăкăт туса çитернĕ. Çĕр улмине хуппинчен шуратса кукăль янтăланă. «Хупписĕрех пĕçеретĕн-и?» — тесе тĕлĕннĕ унран ялти хĕрарăмсем. Роза та шкултан таврăнсан чуста çăрса çăкăр пĕçерме вĕреннĕ.

Качча кайиччен кукăль пĕçерме вĕреннĕ

17-ри Розăна салтакран таврăннă Санька куç хывнă. «Ун чухне лаша хăваласа килеттĕм. Мана хирĕç пулчĕ, «Салам, Роза», — терĕ. Каçхине клуба тухсан çыру тыттарчĕ, унта килĕштернине пĕлтернĕччĕ. Нимĕн те шарламарăм», — пĕрремĕш тата пĕртен-пĕр юратăвне йăл кулăпа аса илчĕ кинемей. «Нимĕн те каламанни — килĕшни», — тенĕ те каччă хĕре çураçма пынă. Унăн ашшĕ-амăшĕ ама çури амăшĕпе ӳснĕ хĕре качча илтересшĕн пулман, çапах Санька вĕсен кăмăлне çавăрнă. «Çураçма килсен аппа Зоя çапла каларĕ: «Каях-кай, каччи лайăх». Апай малтан кукăль тума вĕренмелле терĕ. Качча кайиччен кукăль пĕçерме хăнăхрăм», — малалла сыпăнчĕ пирĕн калаçу. Роза Морозовăпа Александр Алексеев 1955 çулта çемье çавăрнă. «Макăр-макăр, макăрмасан лайăх мар теççĕ», — терĕ туйра качча кайман аппа. Малалла вулас...

("Вӑрҫӑ ачисем". Проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать).

www.hypar.ru

Ирина АЛЕКСЕЕВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.