Килтен тухмасăрах тӳлеме пултараççĕ
Карантин вăхăтĕнче чылай учрежденипе предприяти уйрăм график çине куçрĕ. Банксем епле ĕçленипе паллашрăмăр. Тĕрĕслев перекет банкĕн пĕр офисĕнче пуçланчĕ.
Перекет банкĕн Чăваш Енри уйрăмĕн управляющийĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Анисимов пĕлтернĕ тăрăх, республикӑра 5 офис ĕçлет: Шупашкарта — 3, Çĕнĕ Шупашкарта тата Канашра — пĕрер. Ытти офисра çынсене йышăнмаççĕ. Банка çӳрекенсен йышĕ 70 процент чакнă.
— Йывăр лару-тăрăва кĕрсе ӳкнĕ кредиторсем те çăмăллăхсăр юлмĕç. Коронавируспа чирленисене, карантинра ларнисене, тӳлевсĕр отпуска кайнисене тата ĕçрен кайма тивнисене 6 уйăхлăх /хăшĕ-пĕрне 12 уйăхлăха та тăсма пулать/ каникул паратпăр. Çакна тумашкăн чирленине ĕнентерекен хут, больничнăй, ĕç кĕнеки, ĕç параканăн хушăвĕн копийĕ кирлĕ. Документсене е офиса пырса памалла, е онлайн мелпе ҫитермелле. Кашнине уйрăммăн пăхса тухатпăр. Калăпăр, шалу калăпăшĕ 30 процент чакнисен кредитăн пĕр пайне тӳлемеллех. Клиентсем пур ыйтупа та килтен тухмасăрах заявка ярса пама пултараççĕ, — каласа кăтартрĕ Сергей Николаевич.
Тупăшсăр юлнă предприятисемпе организацисене кредит тӳлемелли тапхăра 12 уйăха куçараççĕ, пуш уйăхĕн 30-мĕшĕнчен тупăнакан штрафсемпе пенисене те тӳлеттермĕç.
Шупашкарти Карл Маркс урамĕнче вырнаçнă 34-мĕш офис хулара чи пысăккисенчен пĕри. Унта ахаль кунсенче те çынсем йышлăн пыраççĕ. Акă Алексей Ильин амăшĕн капиталĕн свидетельствине илмешкĕн заявлени çырнă. Вăл онлайн мелĕпе усă курма пĕлменнине тата офиса килсе кайма майлăрах пулнине палăртрĕ. Банкрисем пĕлтернĕ тăрăх, офиса вăтам çулсенчи çынсем ытларах пыраççĕ.
Ял хуçалăх банкĕн офисĕнче çынсене тепловизорпа ӳт температурине виçсе кĕртеççĕ. Унта черет çукчĕ. Банк офисĕсем Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта, Канашра, Çĕмĕрлере, Патăрьелте тата Комсомольскинче 9 сехетрен пуçласа 17 сехетчен /районсенче 15 сехетчен/ ĕçлеççĕ. Тепĕр банкра та /ятне палăртма хушман/ ӳт температурине тĕрĕслеççĕ, банк ĕçченĕсем перчеткепе тата маскăпа ĕçлеççĕ. Алла антисептикпа çума пулать. Ĕç вăхăтне темиçе сехет кĕскетнĕ. Халăх йышĕ пысăках марччĕ. Малтанхи кун черетре 15 яхăн çын пулнине пĕлтерчĕç. Банкоматсем те тунсăхласа лармаççĕ.
www.hypar.ru Андрей МИХАЙЛОВ сăн ÿкерчĕкĕсем.
Комментировать