Сасăлав мĕнле иртнине сăнĕç

25 Мар, 2020

РФ Конституцине кĕртме сĕнекен улшăнусене çынсем ырласа йышăнаççĕ-и и çук-и — çакна пĕтĕм халăх сасăлавĕ кăтартса парĕ. Сасăлав мĕнле иртнине общество сăнавçисем сăнаса тăрĕç. Чăваш Енре çак ĕçе пĕтĕмпе 7 пин çын хутшăнĕ.

Çакăн пирки паян ЧР Общество палатин председателĕн заместителĕ Ирина Булыгина палатăра Пĕтĕм Раççейри сасăлавра общество сăнавне мĕнле йĕркелессипе çыхăннă «çавра сĕтел» вăхăтĕнче пĕлтерчĕ. Вăл ЧР Общество палати коммерциллĕ мар 20 пĕрлешÿ-организаципе сăнавçăсене хатĕрлес енĕпе пĕрле çыхăнса ĕçлесси пирки килĕшÿ тунине каларĕ. «Çавра сĕтел» вăхăтĕнче республикăри Суту-илÿпе промышленноç палатипе килĕшĕве алă пусса çирĕплетрĕç.

ЧР Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков Конституцие улшăнусем кĕртессипе çыхăннă сасăлавăн ĕçне йĕркелемелли уйрăмлăхсем пирки каласа кăтартрĕ. «Обществăн никама пăхăнман мониторингĕ» ассоциацин регионти координаторĕ Кирилл Лукин никама пăхăнман сăнавçăсен ĕçĕн хăйнеевĕрлĕхĕсемпе паллаштарчĕ. ЧР Общество палатин членĕ, ЧР Адвокат палатин президенчĕ Елена Кузьмина сăнавçăсен этика кодексне пăхăнмалли çинче чарăнса тăчĕ.

www.hypar.ru

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Рубрика: 

Комментировать