«Эпир çĕнтересси паллă»

23 Мар, 2020

Марина Ванькова Патăрьел районĕнчи Пăлапуç Пашьел ялĕнче 1917 çулхи утă уйăхĕн 7-мĕшĕнче çуралнă. 1940 çулта Çĕрпÿри фельдшерсен шкулĕнчен вĕренсе тухнă. Унтан Шурут ял больницинче тăрăшнă, Первомайски районĕнчи сывлăха сыхлас ĕç пайне ертсе пынă. Хусанти сывлăха сыхлакансен ăсталăхне ÿстерекен курсра икĕ уйăх ăс пухнă.
Нимĕç фашисчĕсем тапăнса кĕрсенех хаяр вăрçă хирне тухса кайнă. 827-мĕш артиллери полкĕн çар фельдшерĕ пулнă. Калинин, Брянск, Волхов фрончĕсенче çапăçăва хутшăннă. Тăшмана хăвăртрах çапса аркатма хăйĕнчен мĕн килнине йăлтах пурнăçлама тăрăшнă, ытти салтака ырă тĕслĕх кăтартнă.

...Брянск вăрманĕсенче ирсĕр тăшманпа çапăçса ĕшеннĕ артиллери полкĕ каçхи похода тухнă. Анчах çак йыш 1941 çулхи юпа уйăхĕн 13-мĕшĕнче кăвак çутăлла Михайловски поселокĕнчен пĕр чарăнмасăр тăкакан артиллери вучĕн зонине пырса лекнĕ. Темиçе талăк чăлкăм куç хупман салтаксем çапах çухалса кайман. Аслă çул хĕрринче меллĕ вырнаçса фашистсене тупăсенчен пеме пуçланă. Çапăçу хĕрсех пынă. Çавна май икĕ енчен тата хыçалтан талпăнса килекен нимĕçсен пехоти каялла чакма тытăннă, Гутовск завочĕ патне çитиех тарнă.
Аякра тăракан нимĕçсен пысăк çарĕ тăшмана савăлласа пыракан пирĕн чаçсем хыçне сасартăк тухса пуçа çĕклесе пăхмалла мар вут тăкма тытăннă. Тăхлан çумăрĕ пĕртте лăпланман. Тавралăх тискеррĕн кисреннĕ, салтаксем çавапа çулнă пек тăкăннă, çĕр хĕрлĕ юнпа пĕвеннĕ. Фашистсен кăшăлĕ пур енчен те хĕсĕннĕ. Хура хĕреслĕ самолетран пăрахнă листовкăсем салтаксене фашистсен енне куçма, çапăçма пăхмашкăн ÿкĕтленĕ, парăнманнисене ним уяса тăмасăр тĕп тă-вассипе хăратнă.
Çапăçу хирĕнче паттăрлăх кăтартнисем Хĕрлĕ Çарăн Гудериан танкĕсене Тулăна кайма чарса тăракан чаçĕсемпе пĕрлешме шухăш тытнă. Евдокимов, Бродинский, Гончаренко лейтенантсен батарейисем çаврăнăçуллă та кăлтăксăр ĕçленĕ.
Кĕтмен çĕртен килсе çапнипе сехĕрленнĕ нимĕç салтакĕсем машинисене пăрахса тарнă. Ротăна яхăн салтак, танксене аркатмалли тупăллă машина, автоматчиксене туррттарса çÿремелли 30 бро-немашина, танксене хирĕç перекен тупăсемпе минăсене ывăтакан вун-вун батарея сапаланса юрăхсăра тухнă. Гитлеровецсен унки унтан та кунтан татăлнă. Иванов, Пясецкий лейтенантсем, Глазков кĕçĕн лейтенант, Смирнов разведчик... пĕр лăшсăр çапăçнă. Вилĕмпе куçа-куçăн тытăçура çĕнсе илнĕ «çăлăнăç коридорĕсенчен» салтаксене Хĕрлĕ Çар енне вĕçĕмсĕр куçарнă. М.Ванькова, А.Стафик, А.Васильев çар фельдшерĕсем 40-е яхăн салтакпа командира вутлă çапăçу хирĕнчен илсе тухса медицина пулăшăвĕ панă. Суранĕсене сиплесе хăвăртрах алла хĕç-пăшал тытма пулăшнă.
Паттăрсен чапĕ пĕтĕм полкĕпех сарăлнă. Вĕсене II степень Тăван çĕршыв вăрçин орденĕпе наградăланă. «...Полкри орден пĕрремĕш илнĕ М.Ваньковăна, А.Стафика саламлатăп. Командир юлташсем, комиссарсемпе хĕрлĕ армеецсем, паттăррисен ретне ялан ÿстерĕр. Хăвăр ĕçре чи лайăххисенчен — пирĕн полкра орден пĕрремĕш илнисенчен — тĕслĕх илсе вĕренсе пырăр», — тенĕ полк хушăвĕнче.
Марина Федотовнăн аслă вăрмансемпе кĕлленсе юлнă ялсем витĕр, тĕрлĕ юхан шыв урлă иртекен вăрçă сукмакĕсемпе утма тÿр килнĕ. Çав вăхăтра çар йĕрки те час-часах улшăннă, темĕнле хура-шур та килсе лекнĕ. Çапах походри тата çапăçури йывăрлăхсем пирки нихăçан та, никампа та ÿпкелешсе калаçман, хăй пăшăрханнине те палăртман. Тăшмана çĕнтерес шанчăка самантлăха та çухатман. Ялан кăмăллă та сăпайлă, тăрăшуллă пулнă. Аманнисене пĕр тăхтаса тăмасăр медицина пулăшăвĕ панă. Эмел сахал е пачах çук чухне çамрăксемпе çамрăкла, ваттисемпе ватăлла чĕререн калаçса ыратнине ирттерме май шыранă. Кирек мĕнле лару-тăрура та çар фельдшерĕ хăйне алла илме пултарни нумайăшне тĕлĕнтернĕ. Унăн тĕслĕхĕ тăван çĕршыва чунран юратма, хур тăвакан тăшмана хирĕç пыракан тавăру вăрçинче хастар пулма вĕрентнĕ.
Вăл Первомайски районĕнче тухса тăракан «Коммунар» хаçатпа çухăну тытнă. Фронтри ентешсен хăюлăхĕпе паттăрлăхĕ çинчен тăтăшах хыпарланă. Марина «Паттăрлăхшăн» медаль илнине пĕлсен комсомол райкомĕнче ĕçлекен Зинаида Нестерова тантăшĕ патне саламлă çыру янă. Часах çапăçу хирĕнчен пурне те хумхантаракан хурав килнĕ. Комсомолецсем ăна район хаçатĕнче пичетлесе кăларнă. Уçă пухусенче сÿтсе явса тăшмана хăвалакан Хĕрлĕ Çара пур енлĕн пулăшма сăмах панă. Çак çырупа хальхи вулакана паллаштарас килет. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Федор ФЕДОРОВ, Николай ЯКОВЛЕВ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.