- Чăвашла верси
- Русская версия
Ылханлă çул...
Ĕçĕм умĕнче вырнаçнă çул урлă каçма тăрсан тÿрех темшĕн çакăн пек каларăш аса килет. Темшĕнни паллă-ха - питĕ хăрушă вырăна çаврăнчĕ Шупашкарти Иван Яковлев проспекчĕн Пичет çурчĕ умĕнчи çак лаптăк. Малтан кунта юнашарах тенĕ пек икĕ вырăнта светофорсем пурччĕ. Пĕри кĕпер умĕнчи юхăма йĕркелесе тăратчĕ, тепри журналистсемпе ку таврашри предприятисенче вăй хуракансене çул урлă каçнă май пурнăçĕсене упрама пулăшатчĕ. Пурччĕ-ха. Ун чухне те пурччĕ çилпе ăмăртма юратакансем. Машинăсен юххишĕн - хĕрлĕ, çул урлă таплаттарма хатĕрленнисемшĕн симĕс çутă ялкăшсан та çавăнпах ура ярса пусма васкамастăмăр: хĕрринчи, çул-йĕр правилисене пăхăнса, чарăнсан та иккĕмĕш ретри транспорт хатĕрĕ çумранах вăшлаттарса иртсе кайни пĕрре мар пулнă. Пĕтĕм пурнăç самантрах куç умĕнче мĕлтлетсе иртет кун пек чухне... Çапах та светофор çутине нумайăшĕ пăхăнма тăрăшатчĕ.
Ырă ĕмĕт-тĕллевпех пуçланчĕç çак проспектри юсав ĕçĕсем - пăкăсем пурне те тарăхтарсах çитернине пула çула анлăлатма пуçларĕç. Çак тапхăрта кăмăлсăрлăх самай пулчĕ те - шăла çыртсах чăтрăмăр: шухăшĕ çапах та пархатарлă вĕт-ха. Хĕрарăмсем те çавăнпах пушмак кĕллисене вак чулпа шăйăрса пĕтерсен те - чĕнмерĕç. “Америкăра пулсан тахçанах суда памалла та... Юрать-ха журналист шалăвĕ пысăк мар та, хаклă йышши, калăпăр, Италире кăларнă атă-пушмак, туянмалăх çитмест. Йÿннине вара шел мар - тепĕр çул çĕннине туянмашкăн сăлтав пулать хăть”, - кăмăлсăр кирек мĕнле лару-тăруран çăлăнса тухма та пулăшать шÿт туйăмĕ.
Анчах пурнăç - шÿт мар. Чипер пыракан машинăсенех такăнтарма пултаракан тăйлăк-тайлăк çула çапăçсан-çапăçсан çапах та юсаса пачĕç. Шантарнă пекех, Республика кунĕ тĕлне хута ячĕç çула. Чун савăнать - яп-яка та çап-çутă, Европа аякра тăтăр! Ăнланмалла мар сăлтава пула икĕ урам хĕресленĕвĕнчи çул çумĕнчех хута янă ача-пăча лапамĕ те малтанах кăмăла хуçаймарĕ-ха /шăв-шав, сывлăшри таса марлăх проект авторне пачах та канăçсăрлантарман курăнать - хăйне пепкисемпе вылямашкăн çакăнта илсе килесчĕ!/.
Савăнăç туйăмĕ иртсе кайсан чуна сехĕрленÿ ярса илчĕ - çапах та урам урлă каçмалла вĕт-ха, камăн - киле таврăннă чух, камăн - ĕçе çитме. Унта вара машинăсем хĕвĕшеççĕ кăна. Халĕ икĕ еннелле те виçшер йăрăм уйăрнă та - кăткăсем пек чупаççĕ хайхисем. Çул çине ярса пусас - хăрушă. Светофора илчĕç - çук кунта вăл халĕ. Урам урлă каçма юранине палăртакан хура-шурă йăрăмсем те çук - каярахпа кунтан каçма пачах чарасшăн, çавăнпа та çул айккинчи юпасем çине вăхăтлăх ятарлă паллăсем вырнаçтарнипех çырлахнă.
Çапла, Пичет çурчĕ тĕлĕнче çул урлă çуран каçма юрать. Хальлĕхе. Машинăсем, тен, чарăнĕç. Тен, чарăнмĕç те. Кам пĕлет? Утă уйăхĕн 10-мĕшĕнче шăп çак вырăнтан çул урлă каçма тăнă хĕрарăм, 1966 çулхискер, пачах та иккĕленмен-тĕр. Ара, ку вырăнта çул урлă каçма ирĕк паракан паллăсем пур та - лăпкăнах малалла ура ярса пуснă. Çак самантра çулпа вĕçтерсе килекен “Приора” водителĕн пуçĕнче мĕнле шухăшсем пăтраннине халĕ никам та калаймĕ. Пысăк хăвăртлăхпа пыраканскер хăй мĕн туса хунине тÿрех ăнланса та илеймен-тĕр... Хĕрарăм кĕлетки темиçе метр малалла ывтăнса кайнă, çакă водительшĕн кĕтмен çĕртен пулнă-тăр, машина транспорт тепĕр хатĕрне пырса тăрăннă. Унăн малти кантăкĕ сиенленнĕ. Хĕрарăмăн тути-çăварĕнчен юн палканă. Çитменнине, “Васкавлă пулăшу” хăвăртах çитеймен. Шурă халатлисем мар, инкеке çакланнă хĕрарăма ĕнтĕ турă та пулăшайман пулĕччĕ - унăн пуçĕ самаях арканнă-мĕн.
Тăватă кунран çак вырăнтах - татах инкек. Хальхинче арçынна çапса хăварнă, водитель инкек пулнă вырăнтан пăрахса тарнă.
Ĕнер пĕлĕшĕмсем шăнкăравларĕç: “Тархасшăн, асăрханса каç çул урлă...” Хĕрарăма çăлса хăварма май килмен хыпар вĕсем патне те çитнĕ иккен. Пуçра пĕртен пĕр шухăш явăнчĕ - черетре кам? Ку вырăнта усал ĕç татах та пуласси пĕрре те иккĕлентермест. Тĕрĕссипе, светофора илнĕ хыççăнах инкеке кĕтсех тăраттăмăр мар-и? Кашни кун тенĕ пек ÇÇХПИ инспекторĕсен машинине куратăп кунта - ялан мĕн те пулин пулса иртет. Е икĕ, е виçĕ машина таранах пуçтарăнать вăчăрана.
Пĕлетĕп, йăлтах пĕлетĕп. Официаллă влаç малтанах хуравларĕ республика МИХĕсене: “Каçмалли вырăн - вăхăтлăх кăна”. Каярахпа журналистсен тата Пичет çурчĕ хыçĕнче вырнаçнă вун-вун предприяти ĕçченĕсен е суту-илÿ центрĕ патĕнче хута каймалли çĕр айĕнчи каçă патне утмалла пулĕ, е чукун çулĕ енне хăвалĕç пире. Сăмах май, чукун çул патнелле каймалли çулăн пĕр пайне аркатнă хыççăн асфальт сарас куна кĕтсе илĕпĕр-ши? Çынсен ĕçе ирех çитмелли пирки кам та пулин шухăшлать-ши тата “çÿлтисенчен”? Çавна май самай айккинче вырнаçнă каçăпа мар, çул варринчи карта урлă сикме ан пуçлаччăр кăна ĕнтĕ çынсем. Кун пекки пулмĕ тетĕр-и? Мускав проспектне икĕ пая уйăракан карта урлă пĕр кинемей упалене-упалене каçнине иртнĕ хĕлле хам куçпа курнăччĕ.
Никамшăн та вăрттăнлăх мар - влаçăн пысăк пуканне йышăнакансен шалăвĕ пролетарисеннинчен самай пысăк. Эпир хирĕç мар. Илччĕр. Вĕсем патшалăх ыйтăвĕсене татса параççĕ вĕт. Анчах та ахаль çыннăн пурăнмалли, çÿремелли условийĕсене лайăхлатасси те вĕсен тивĕçĕ шутланмасть-и вара? Хальлĕхе вара пире вăйпах кустăрма айне хăваланăн туйăнать...
Сăмахăма вĕçличчен ĕçтешĕмсен шухăшĕпе те кăсăклантăм. Пичетре усă курассине асăнманччĕ те, ячĕсене палăртмăп.
Ф.Ч.: “Машинăсем чăнах та чарăнмаççĕ. Çак вырăна ÇÇХПИ инспекторне тăратмасăр та йĕрке пулмĕ. Йăлт майлаштарса çитериччен кашни кунах килсе тăччăр”.
А.П. “Çын пурнăçĕ темрен те хаклăраххине трибуна умне тухсан кăна мар, яланах асра тытмалла. Укçа нихăçан та çитмест. Халăха унталла-кунталла хăваламалла мар, Пичет çурчĕ умĕнчи лаптăкра сывлăша хăпаракан кĕпер тумалла. Çакна валли нухрат нумаях кирлĕ пулмĕ”.
С.Ж.: “Нумай çул каялла пулса иртнĕччĕ ку. Ĕçтешĕмпе пыраттăмăр. Çул урлă ачине çĕклесе каçакан хĕрарăма сасартăк таçтан сиксе тухнă мотоцикл пырса çапрĕ. Амăшĕ ачине сывлăшра тытса ĕлкĕрчĕ, хăй вара ÿксе пуçне çурсах пăрахрĕ ахăр... Шăпах çакăн хыççăн 2-3 уйăхран Пичет çурчĕ тĕлĕнче светофор лартрĕç. Халĕ акă илсе пăрахма ĕлкĕреймерĕç - каллех инкек, каллех вилĕм... Çак кунсенче пулса иртнĕ инкексемшĕн водительсен кăна мар, светофора илсе пăрахма хушнă çыннăн та явап тытмалла... ”
“Аялтисен” пăшăрханăвĕ “çÿлтисен” чунне витерĕ-ши? Пурăнăпăр - курăпăр...
Эпĕ вара хамăн шухăшпах айланса ларатăп-ха - ĕçе çÿреме пăрахмалла-ши е килтисене хам малашне кунтах, Пичет çуртĕнчех, пурăнма шухăшланине шăнкăравласа пĕлтермелле-ши? Пурăнас килет вĕт-ха...
ХУШСА ÇЫРНИ. Инкек хыççăн картан пĕр-икĕ сыпăкне илсе каçмалли вырăна анлăлатрĕç, “зебра” ÿкерчĕç. Çапах та çакă синкертен упраса çитересси иккĕлентерет. Каçă кирлех, анчах та - шанчăклă каçă...
М.МИХАЙЛОВА.
Комментировать