- Чăвашла верси
- Русская версия
Аслисен пурнăçне çутă кӳме
Ача кипкине тирпейлĕ чĕркеме манман-и? Сăпка юррисене ас тăватăр-и? Хĕр пĕрчин çÿçне кам мĕнле тирпейлесе пуçтарма пĕлет? Пуш уйăхĕн 8-мĕшĕнчи хĕрарăмсен уявĕ умĕн Шупашкар районĕнчи Шорккари кĕмĕл ÿсĕмри асанне-кукамай çакнашкал ыйтусене илтсе йĕркелÿçĕсем сĕннĕ ĕçе ăнăçтарма хаваспах пикенчĕç. Ара, кашниех хăй вăхăтĕнче хĕрарăм тĕп миссине — çут тĕнчене ача парнелессине — пурнăçланă-çке.
Çак ялта районти халăха социаллă ыйтусемпе тивĕçтерекен центрăн «Ылтăн ÿсĕм» клубĕ йĕркеленнĕ. Çемьери чи аслă ăру çыннисен вăхăтне усăллă та кăсăклă йĕркелес, сывлăх енĕпе аптăраманскерсене ырă ĕç тăвас юхăма явăçтарас тĕллевпе пуçарнă ку пĕрлĕхе. Ăна центрăн социаллă ĕç специалисчĕ Лариса Афанасьева ертсе пырать. Ача-пăча ÿссе çитĕннĕ хыççăн кил-çуртра пĕччен тăрса юлакан çуланнă ашшĕ-амăшне тимлĕх кÿни пархатарлă пулнине ăнланса «кĕмĕл волонтерсен» кашни пуçарăвне вырăнти ертÿлĕх хапăлласа йышăнать.
Тимурçăсен командирĕ
— Çитĕннĕ кашни çын пурнăçĕнчи кирек мĕнле утăма хăйне канăç паман шухăшпа çыхăнтарса тăвать-тĕр. Ача чухне, пĕве кĕме тытăнсан та тăван ялта, Элĕк районĕнчи Вăрманкасра, Тимур командине ертсе пыраттăм. Пĕччен пурăнакан ватăсем патне пулăшма хавхалансах çÿреттĕмĕр. Ÿссе çитĕнтĕмĕр, çемьеленсе ача-пăча çитĕнтертĕмĕр. Халĕ те, вăй-хал пур чухне, обществăшăн усăллă ĕç тăвас килет. Хамăрăн тăрăхри тивĕçлĕ канури çынсенчен «Кĕмĕл волонтер» ушкăн йĕркелес шухăш çапла пуçа кĕчĕ. Хамăн анне Валентина Клементьевна та çамрăк мар — 88 çулта. Телее, пĕччен мар вăл паян — шăллăмăн çемйинче кун кунлать. Унăн\ÿсĕмĕнчи хĕрарăмсемпе арçынсен йышĕнче вара тăлăх пурăнакан та сахал мар. Вăй питти чухне вĕсем ĕçре тăрăшсах пилĕк авнă, ачи-пăчине çитĕнтересшĕн тĕмсĕлнĕ. Çавăнпа та вĕсен пурнăçне волонтерсемпе пĕрле кăшт та пулин çутăлăх кĕртес, ăшă туйăм парнелес килет, — хăйĕнпе калаçу пуçарсан чунне уçрĕ Лариса Андреевна.
— Пĕччен пурăнакансем патне служба тивĕçĕпе тĕрлĕ специалистпа çитсе вĕсене канăçсăрлантаракан ыйтусене тĕпчетпĕр. Çакнашкал рейдсенче манăн яланах пĕр тĕллев — темĕнле васкасан та ватă çынна итлесе пĕтересси. Хăйĕн савăнăçне пирĕнпе пайлать-и, хуйхи-пăшăрханăвне-и... Тен, хăшĕ-пĕри урăх никампа та чунне уçаймасть? Çавнашкал килĕрен çÿремелле чухне «Ылтăн ÿсĕмре» янтăланă нуски-тапăчки пĕрле чиксех тухатăпах. «Япали мар, хисепĕр хаклă», — куççуль витĕр тав тăвать чылайăшĕ. Сывлăхлă та вăрăм ĕмĕрлĕ пулма пил парать.
Тăлăхсене те куçран вĕçертмĕç
Çемье пурнăçра пысăк хаклăх пулнине ас туса ашшĕ-амăшĕ пур çĕртех вĕсен ăшшине туйман ачасен шăпи çинчен те час-часах шухăша каять хăйĕн пепкисене телей кÿрекен хĕрарăм. «Чим, тăлăхсемпе çыхăну йĕркелесен мĕнле-ши?» — шухăш пырса кĕнĕ нумаях пулмасть канăçсăр хастарăн пуçне. «Ылтăн ÿсĕм» клуба çÿрекенсемпе канашланă та — лешсем пуçарăва ырласа йышăннă.
Çапла нарăс уйăхĕнче ал ĕç кружокĕнче ăсталанă япаласене /чăлха-нуски, çипрен çыхнă чечексем, алмаз тĕррисем... парнелĕх илсе Шупашкара Ача-пăчана комплекслă пулăшу паракан тата вĕрентÿ центрне çул тытнă. «Ăшă нуски» акцие асăннă учреждени ертÿлĕхĕ те, ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă ывăл-хĕр те хапăлласах йышăннă. Ăшă тĕл пулура çыхăнăва малалла тăсасси çинчен сăмах пуçарнă. Тăлăхсем хăйсемпе кăмăллăнах хутшăннинчен кĕмĕл волонтерсем ачасене кил ăшши çитменнине туйнă. Кунашкал самантсенче шухăшпа харпăр хăйĕн ачалăхне таврăнни пирки иккĕленÿ çук. Малалла вулас...
Ирина ИВАНОВА.
Комментировать