- Чăвашла верси
- Русская версия
Тĕрлĕ учитель витĕм кÿнĕ
Пуçламăш классенче вĕреннĕ чухне «3» паллăсем те пулнă Вăрмар районĕнчи Пинер шкулĕнче ăс пухакан Дима Яковлевăн. Халĕ 9-мĕш класа çÿрет вăл. Пĕчĕк Енккасси каччи малтан Аслă Чак шкулне çул такăрлатнă. Пĕчĕк чухне япăх паллă илсен вăл питĕ пăшăрханнă. Çавăнпах шăла çыртса вĕреннĕ, йывăрлăхсене çĕнтерсе отличник пулса тăнă.
Экскурсире çуралнă тема
— Анне — Пысăк Енккасси шкулĕнче кĕçĕн классен
вĕрентекенĕ. Вăл учитель пулнăран-ши, шкулта «3»
паллă илсен хама питĕ намăс туяттăм. Анне те уроксе-
не хатĕрленме пулăшатчĕ. Пиллĕкмĕш класра район-
ти наукăпа практика конференцине хутшăнтăм. Андри-
ян Николаев космонавт çинчен хатĕрленсе ĕçе тивĕçлĕ
хÿтĕлеме пултартăм. Халĕ те ĕненес килмест — çĕнтерÿçĕ
пулса тăтăм. Çав темăна суйласси Сĕнтĕрвăрри районĕ-
нчи Шуршăла экскурсине кайса курнă хыççăн çуралчĕ.
Пĕрремĕш çитĕнÿ малалла вĕренме хавхалантарчĕ, каш-
ни çул хутшăнтăм конференцисене, е географипе, е исто-
рипе, — хăйĕнпе паллаштарчĕ Дмитрий.
Вăл 4-мĕш класс пĕтернĕ вăхăта «виççĕрен» хăтăл-
нă. Пиллĕкмĕшне килнĕ те вĕренесси ăна тата ытларах
килĕшнĕ. Хăй палăртнă тăрăх, кашни предметпа тĕрлĕ учи-
тель пулни те витĕм кÿнĕ. 5-мĕш класа
Дима шĕкĕр «5»-пе вĕçленĕ.
«Пиллĕкрен» «4» е «3» çине куçни час-
часах пулкалать-ха ачасен Вĕренÿ отлич-
никне куçни вара савăнтарать, ыттисемшĕн
тĕслĕх пулса тăрать. Дима Яковлев илемлĕ литература
шĕкĕлчеме юратать. Вырăсли те, чăвашли те уншăн кăсăклă.
Тĕслĕхрен, хăйĕн ентешĕн Ангелина Павловскаян «Сапа-
скар хĕрĕ» хайлавне юратса вуланă вăл. Ют çĕршыв ли-
тератури килĕшет ăна. Хуть те мĕнле кĕнекене вулани те
хăйне май аталантарать тесе çирĕплетет каччă.
Ĕмĕтре — «пиллĕксем»
Дима темиçе çул каялла кăна-ха истори учителĕ пулма
ĕмĕтленнĕ.
— Вĕрентекенсен кунĕнче кĕçĕн классемпе урок ирт-
терсе куртăм та ку ĕç манăн валли маррине ăнлантăм.
Хыççăнах çĕнĕ ĕмĕт çуралчĕ — банк ĕçченĕ пуласси, — чунне
уçрĕ сăпайлăскер.
Тăрăшакан шкул ачи вăхăта ахаль ирттерме хăнăхман.
Дима та пушă вăхăт тупăнсанах хăйне аталантарма тăрă-
шать. Акă, тĕслĕхрен, киле кайма автобус кĕтнĕ вăхăтра
та вăл учительсемпе тĕрлĕ ыйтупа канашлать, хăйне кă-
сăклантарнине уçăмлатать. Умра — экзаменсем. Ку Ди-
мăна шиклентерет. «Виççĕлĕх » пурпĕрех тытаятăп тет
вăл, анчах çак палла пачах илес килмест унăн. Ĕмĕтре
— «5»-сем. Çавăнпа математикăна парăнтарма вăхăт ыт-
ларах уйăрать. Историпе тăван ен культури предмечĕсе-
не юратать вăл. Пытармарĕ яш, вăхăт машини пулас тăк
чи малтанах авалхи чăвашсем патне таврăнĕччĕ, ыйт-
са пĕлĕччĕ, кун-çулĕпе, йăли-йĕркипе кăсăкланĕччĕ. Хисе-
плет вăл тăван халăха. Шкул ачин пурнăçĕ «2» паллăсăр
тунсăх пулĕччĕ. Димăна та çак ыйтăва памасăр чăтаймарăм.
— Пĕррехинче, кĕçĕн класра
вĕреннĕ чухне, килти ĕçе тума
маннă. Тетраде уçса пăхман
та шкула çаплах тухса утнă.
Учитель тетрадьсене пуçтарса
илчĕ. Кайран валеçсе парсан
япăх палла куртăм та макăр-
тăм. Анне вăрçасран та хă-
рарăм, намăслантăм, — аса
илчĕ Дмитрий. Унăн чи çывăх
юлташ пур. Саша Василье-
ва питĕ хисеплет вăл. Сăмах
ытла ваклама юратманскер
сăпайлă та, чи лайăх тус та.
Ăна хуть те хăçан шанма пу-
лать, вăл нихăçан та юлташа
сутмасть тесе палăртрĕ Саша
пирки. Малалла вулас...
Елена ЛУКИНА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.
Комментировать