Чĕрери ырату – ăруран ăрăва

11 Мар, 2020

Кăçал — Асăнупа Мухтав çулталăкĕ. Çавăн пекех Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул çитет. Ылханлă çак вăрçă халăх асĕнче ĕмĕрлĕхех тарăн йĕр хăварнă. Çав вăхăтрах пирĕн çемьере те.

Фашистла Германие çапса аркатнăранпа 75 çул çитет пулин те хăрушă çак тапхăра никам та манман, манаймасть те. Чĕрери ырату ăруран ăрăва куçать.
Асаттене Кирилл Николаевич Николаева, яштакаскере, ял-йыш «Вăрăм Кириле» тесе чĕннĕ. Ялта ятлă-сумлă çын пулнă вăл. Хуçалăх лашисене пăхнă. Ăна 1941 çулхи июль уйăхĕнче ялти ытти арçынпа пĕрле вăрçа илсе кайнă. Шел те, 1944 çулхи август уйăхĕнче вăл хыпарсăр çухалнă. Эпир ун çинчен урăх нимĕн те пĕлместпĕр.
Унăн мăшăрĕ Иустина Васильевна виçĕ ачипе тăлăха юлнă. Ашшĕне вăрçа ăсатнă хыççăн хуçалăх лашисене ывăлĕ Николай Разумов /атте/ пăхма тытăннă. Вăл ун чухне 15 çулта пулнă. Утсене фронта илсе кайма пуçланă. Атте вĕсемпе куççуль витĕр сыв пуллашнă.
Атте шкулта питĕ лайăх вĕреннĕ. Ахальтен мар çичĕ класс вĕренмелли шкула ултă çул хушшинче вĕренсе пĕтернĕ. Ал çырăвĕ те шăрçа пек пулнă унăн. Ял халăхĕ тĕрлĕрен хут çыртар-ма ун патне çÿренĕ. Çавăнпах ял-йыш ăна «Разумов» хушаматпа чĕнме тытăннă.
1943 çулхи октябрь уйăхĕнче аттене вăрçа илсе кайнă. Çар службине вăл стрелоксен 359- мĕш полкĕнчен пуçланă. 1949 çулта стрелоксен 37-мĕш дивизийĕнче унăн салтак пурнăçĕ вĕçленнĕ. Вăл тĕл пенĕрен çарти юлташĕсем ăна «Стрелок» хушма ятпа чĕннĕ. Атте 1944 çулта Вильнюс хулине ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă. 1945 çулхи мартăн 3-мĕшĕнче хăйĕн дивизийĕпе пĕрле Хĕвел тухăç Пруссири Истенбург хулишĕн çапăçнă, кайран — Кенигсберг хулине ирĕке кăларассишĕн. Вĕсен командующийĕ 39 çулти чи çамрăк генерал Иван Черняховский пулнă. Атте, 20 çултискер, унпа çума-çумăн çапăçнине яланах аса илетчĕ.
1945 çулхи февралĕн 18-мĕшĕнче ирхине çар пуçĕ блиндажсене, окопсене, çар участокĕсене тĕрĕслесе тухнă. Машинăра вăл водительпе çеç пулнă. Сасартăк снаряд çурăлнă, çамрăк ертÿçĕ йывăр аманнă. 1945 çулхи февралĕн 20-мĕшĕнче Вильнюс хулинче паллă çар çыннине чыслăн пытарнă. Мускавра çав кун 124 артиллери орудийĕсенчен 24 залп панă. Аттен аса илĕвĕ тăрăх, пĕтĕм салтак хăйсен командирĕшĕн йĕнĕ, чĕререн хурланнă.
Аттен чылай наградăччĕ, анчах уншăн чи пахи, чи пĕлтерĕшли «Кенигсберга илнĕшĕн» медальччĕ. Вăл 87 çула çитиччен пурăнчĕ. Аннепе пĕрле тăватă хĕрпе виçĕ ывăл çуратса ÿстерчĕç. Пурăннă пулсан паян 13 мăнукĕпе тата 14 кĕçĕн мăнукĕпе савăнмаллаччĕ. Шел те, 8 çул маларах вăл пурнăçран уйрăлчĕ. Вилес умĕн: «Иван Данилович, эпĕ сирĕн пата пыратăп», — терĕ. Иван Черняховский унăн чĕрине ĕмĕрлĕхех кĕрсе вырнаçни çакăнтан та палăрать. Каярахпа вĕсен çар пуçĕ Совет Союзĕн маршалĕ Александр Василевский пулнă.
Çак вăрçă пирĕн çемьешĕн юлашки пулмарĕ. Афган вăрçи пуçланчĕ. Унта та куççуль тăкма тиврĕ пирĕн. Манăн шăллăм Александр Николаевич Разумов вăрçă вутне кĕчĕ. Вăл ăçта, мĕнле çапăçнине, эпир уншăн йĕнине, Турра кĕлĕ тунине çырса та пĕтереймĕн. Аннен Юлия Ти-мофеевнăн пилĕ çитнипе шăллăм вăрçăран тĕрĕс-тĕкел, анчах шап-шурă пуçпа таврăнчĕ. Ăна Турă сыхларĕ. 20 çулти йĕкĕте кăвакарнă çÿçпе кĕтсе илме йывăр пулчĕ пире.
Унăн кăкăрне те тĕрлĕ награда илем кÿрет. Вĕсенчен чи хакли — «Хăюлăхшăн» медаль.
«Вăрçă» сăмах пирĕн çемьешĕн путланмалла пек туйăнатчĕ, анчах кăлăхах. Чечен вăрçи пуçланчĕ. Ку хутĕнче манăн аслă ывăлăн черет çитрĕ. Алексей Григорьев 2000 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче салтак тумне тăхăнчĕ. Малтанах Краснодар крайĕнчи Лабинск хулинче çар тивĕçне пурнăçланă. Присяга тытнă хыççăн снайперсен ятарлă ротине лекнĕ. Хĕсметре сакăр уйăх пулнă хыççăн салтак пурнăçне хăнăхса çитнĕскерсене Чечен Республикине илсе кайнă. Вун пĕр уйăхра мĕн кăна курман- ши вăл? Çарти тусĕсем вилнине, хăш чух выçă ларнине, душмансем пирĕн салтаксене еплерех асаплантарнине…
Çак вăхăтра эпир вара ывăлтан пĕр хыпар та илмен. Алексей вăрçăра юлташĕсемпе бро-нежилетсемпе, каскăсемпе çÿренĕ яланах. Вĕсем сакăр хаяр çапăçура Введенски хушăкĕнчи пур вырăна çитсе курнă. Шали, Аргун, Гудермес, Сержень-Юрт тăрăхĕсенчи çапăçусене хутшăннă, вĕсенче юлташĕсене çухатнă. 2002 çулта ывăл киле таврăнчĕ. Çарти пурнăçа вăл паянхи кун та ассăн сывласа куç умне кăларать. Ăна «Кавказри службăшăн», «Тивĕçе парăннăшăн» кăкăр çине çакмалли паллăсемпе хавхалантарнă. Вăл салтакран янă 130 çырăва эпĕ паянхи кунччен типтерлĕ упратăп.
«Вăрçă» сăмах пĕр вăхăт çухалнăччĕ пирĕншĕн. Таçтан муртан Сири вăрçи сиксе тухрĕ. Ку пире пырса тивмест пулĕ тенĕччĕ. Çук, каллех пирĕн йăхшăн усал хыпар çитрĕ. Мурманск хулинче ĕçлесе пурăнакан шăллăмăн Евгений Разумовăн ывăлĕ Константин Сирие лекрĕ. Вăл Североморск хулинче «Петр Великий» ятлă çар карапĕ çинче хĕсметре пулнă. Унта 1115 çын службăра тăрать. Вĕсен хушшинче 850 çамрăк матрос, ыттисем — командирсен составĕ. Шăпах çак карап Сирири вăрçа хутшăннă. Малалла вулас…

www.hypar.ru

Зоя РАЗУМОВА, Вăрмар районĕ, Энтрияль.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.