Эрех алăсăр та хăварать

11 Мар, 2020

Вĕсен ятне-шывне асăнас теместĕп, мĕншĕн тесен чунĕсенче ыратупа пăшăрхану туйăмĕсене хускатас килмест. Виççĕшĕнчен пĕри тахçан хаçат-журналта ĕçленĕ, заметкăран пуçласа очерк таранах çырнă. Ваня тейĕпĕр ăна.

Унпа кăçал Хевеш урамĕнче тĕл пултăм, вăл «Çамрăксен хаçачĕ» тата «Хресчен сасси» хаçатсене вулани пирки пĕлтĕм.
— Санăн статьюсен ячĕсем лайăх, — терĕ вăл мана.
— Лайăх ят çур статьяпа танлашать, — мухтарăм хама хам.
— Тĕл пулнă ятпа пĕрер черкке ÿпĕнтермеллеччĕ те-ха, — «типĕлле» иртекен тĕлпулушăн пăшăрханнине систерчĕ пĕр хушă хаçат-журналта калемне туптанăскер. — Арăм хаçат туянмалăх çеç парса хăварчĕ паян…
— Тепĕр чухне арăм укçа ытлашши тыттарманни лайăх та пулĕ. Ахальлĕн эпир кил тĕлне те манатпăр…
— Тĕрĕсех калатăн. Эпир арăмсемпе кинона та, театра та сайра хутра çеç çÿретпĕр çав, пĕр-пĕр хупаха каяс умĕн вара…
Хам пулăштух туянсан икĕ аллинче те пÿрнисем çук Ваня черккене мĕнле майпа ÿпĕнтерес пирки шухăшласа илтĕм. Çав вăхăтрах хампа пулса иртнине каласа пама шухăшларăм.
— Хам та пĕррехинче инкеке чутах лекеттĕм, — терĕм итлеме чăтăмлăх çитерме сĕнсе ăна. Пулни-иртни вара куç умне тухса тăчĕ.
…Ун чухне Чулхула обла- çĕнчи пĕр хуçалăха юлташсемпе пĕрле ĕçлеме кайнăччĕ. Ĕç-пуçа Çĕнĕ çул умĕн вĕçлерĕмĕр те киле килме пуçтарăнтăмăр. Çанталăк самаях сивĕ. Çавăнпа та киле çитмесĕр хаяр шĕвекпе «ăшăнма» тăхтарăмăр. Эпĕ ушкăнран уйрăлса хулана каяс вырăнне Шупашкар районĕнчи тăван яла, Хачăка, çул тытрăм. Киле лавкка умĕнчен иртмелле. Вăл уçă чухне унта кĕрсе енчĕке пушатса тухмасăр епле чăтăн-ха? «Пĕр михĕ укçа тултарса килтĕн пулĕ-ха, тухать санран», — йĕкĕлтесе илчĕ тахăшĕ. Хальлĕхе аванс çеç илнине шарламарăм-ха, хамăн та паçăртанпах пыр ярăннине шута илсе енчĕке кĕсьерен йăпăр-япăр кăлартăм. Ыттисене кура эрехе анинченех лăнкăртаттартăм. Ирхине апатланманнипе самантрах ÿсĕрĕлтĕм. Хамăн вара киле çитме çур çухрăма яхăн лĕпсĕртетмелле. Çуна çулĕнчен пăрăнса утма çулпа кăштăртатрăм. Çурăм хыçĕнчи кутамкка, алăри сумка енчен енне суллантараççĕ. Кил умне çитесси çирĕм утăм пек юлсан пашт! тÿнтĕм хытман юр çине. Самантрах урăлнă пек туйса илтĕм те икĕ аллăмпа юра харăс «авăсма» пикентĕм. Çук, шăваймастăп! Сулахай алăри алсише хывса петĕм, унпа «авăсма» тытăнтăм. «Сылтăммине хута ямастăп: ручка тытма кирлĕ, шăнтмастăп!» — шухăшласа илтĕм хам. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче аманнă Алексей Маресьев летчик епле нушаланни те аса килчĕ тата. Пĕр сăмахпа, сулахай алă пÿрнисем шăнса хĕрелчĕç, вĕçĕсене тăм илчĕ. Халĕ шартлама сивĕре ыратаççĕ. Малалла вулас…

www.hypar.ru

Александр МОКИН, Шупашкар хули.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.