Юратнă ĕçре вăхăт иртни сисĕнмест

4 Мар, 2020

Йĕпреç райповĕнче тĕлĕнмелле пуçаруллă та хастар ĕçченсем вăй хураççĕ. Ольга Басманцева акă ăсталăхĕпе çĕршыв, тĕнче шайĕнче палăрма ĕлкĕрнĕ.
Йывăрлăха, çивĕч конкуренцие пăхмасăр Йĕпреç райповĕ аталану çулĕпе çирĕп утать. Юлашки çулсенче çĕнĕ производство объекчĕсем уçнă, хăватлă оборудованисем туяннă. 2014 çулта кондитер цехĕ хута кайнă май çăкăр-булка, кондитер изделийĕсен ассортименчĕ палăрмаллах пуянланнă. Кунта вăй хуракансен ĕçĕ-хĕлĕпе мана хаваспах паллаштарчĕç.
Техĕмлĕ шăршă сарăлнă çуртра таса, çутă, ирĕклĕ. Кăмакасем пĕр тикĕссĕн кĕрлеççĕ. Кунта куллен вун-вун кондитер изделийĕ пиçсе тухать. Тортсем хатĕрлемелли пĕчĕк цех та пур. Сĕтел çинче мĕн тĕрлĕ пылак çимĕç çук-тăр: чечекпе, акăшпа илемлетнисем… Тĕлĕнтермĕш тортсене тутанса пăхма та шел. Чăн-чăн ÿнерçĕ ăсталанă тейĕн вĕсене.
Коллектива Ольга Басманцева ертсе пырать. Ĕç опычĕ пысăк унăн. Райпора 1982 çултанпа вăй хурать. Çамрăксемшĕн вăл чăннипех ырă тĕслĕх.
— Шупашкарти кулинари училищинчен вĕренсе тухнă хыççăн хуларах ĕçе вырнаçрăм. «Лира» кафере мана Чăваш Енри паллă ăстаçăпа, «Чăваш кухни» кĕнеке авторĕпе Николай Додоновпа вăй хума тÿр килчĕ. Унăн кашни сăмахне ăса хывма, вĕренсе юлма тăрăшнă. Кайран çакă пурнăçра самай пулăшрĕ. Шупашкарта «Центральный» ресторан уçăлсан çамрăксемпе унта ĕçлеме куçрăмăр, — иртнине куç умне кăларчĕ вăл.
Йĕпреç районĕнчи Кĕлĕмкасси каччипе пĕрлешсен çемье яла пурăнма куçнă. Анчах ялта кафе-ресторан та, столовăй та çук. Ольга Басманцева Йĕпреç райповне кондитера вырнаçнă, юратнă ĕçре чуна парса тăрăшнă. Куллен 30 км çÿреме тивни те хăратман ăна.
— Килĕшнĕ ĕçре вăхăт иртни сисĕнмерĕ. Ултă теçетке çултан иртрĕм ĕнтĕ, анчах туслă коллективран, юратнă ĕçрен уйрăлас килмест. Вĕсем мана вăй-хал парса тăраççĕ тейĕн, — пĕлтерчĕ вăл. — Кунта опытлă ăстаçăсем сахал мар: Алевтина Никитина, Регина Петрова, Наталия Никифорова, Регина Фокина, Наталия Иванова тата ыт.те. Коллективра çамрăксем те самай. 2-3 çул каялла практикăна килнĕ хĕрсем кунтах ĕçлеме юлнăран савăнтăмăр. Вĕсене квалификацие ÿстермешкĕн вĕренме яратпăр.
Ырă кăмăллă та сăпайлă хĕрарăм ыттисен ĕçĕпе ытларах паллаштарма тăрăшрĕ. Анчах çитĕнÿре унăн тÿпи те курăмлă. Вăл çĕнсе илнĕ наградăсене асăнса пĕтереймĕн. 1999 çулта ăна «Раççей Федерацийĕн ăстаçă-кондитер» хисеплĕ ят панă. Ольга Захаровна — Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн потребитель кооперацийĕн ветеранĕ. Çулсем иртнине пăхмасăр вăл вĕçĕмех çĕннине шырать, ăсталăха туптать. Ольга Басманцева республика, çĕршыв шайĕнчи конкурссенче палăрнă. 2016 çулта Азербайджанра иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери пылак çимĕçсен III фести-вальне хутшăннă. Унта Азербайджан, Индонези, Раççей, Инди, Франци, Греци, Узбекистан, Иран, Украина кондитерĕсем пылак çимĕçрен ăсталанă шедеврĕсене тăратнă. Фестиваль арт-класс мелĕпе иртнĕ. Ольга Басманцева пылран шлепке евĕрлĕ торт хатĕрленĕ. Ăна «Чăвашпотребсоюз» тесе çырнă хăюпа илемлетнĕ. Тĕлĕнтермĕш торт «Кондитер изделийĕ» номинацире палăрнă, кĕмĕл медале тивĕçнĕ.
— Уявсем, юбилейсем тĕлне çынсем ыйтнипе акăшсемпе, пуканепе илемлетсе хутлă-хутлă тортсем те хатĕрлеме тиврĕ пире. Чи пысăкки 15 кг тайнăччĕ. Халĕ унчченхи пек мар, ĕçлеме кăсăк. Ятарлă литература, интернет урлă çĕнĕ рецептсем шыратпăр. Торт саккас паракансем хăйсен ÿкерчĕкĕпе те килеççĕ. Вĕсен кăмăлне тивĕçтерме тăрăшатпăр. Апат-çимĕçе чи малтан вĕсем валли хатĕрлетпĕр-çке. Конкурссене час-часах хутшăнни те ăсталăха туптама пулăшать. Кĕмĕл медаль — кондитер цехĕнче вăй хуракансен ĕç-хĕлне кăтартни. Туслă коллективпа, пĕр-пĕрне ăнланса ĕçленипе кăна çитĕнÿсем тума май пур, — сăпайлăн палăртрĕ вăл.
— Тутлă çимĕçĕн вăрттăнлăхĕ мĕнре- ши? — ыйтрăм унран.
— Эпир паха чĕр таварпа кăна усă куратпăр. Пире хака чакарма усламçăсем çăмарта порошокĕ, ытти хутăш илме сĕнеççĕ. Çук, килĕшместпĕр. Апат-çимĕçе вырăнта туса илнĕ, экологи тĕлĕшпе таса улма-çырла, пахча çимĕç, аш-какай, çăмарта хушатпăр. Çăнăхĕ те Чăваш Енре хатĕрлениех. Унран та кăпăшка çăкăр-булка пĕçерме май пур. Çимĕç çын кăмăлне кайтăр тесе тăрăшатпăр. Туянакан пирĕн ĕçе пысăка хурса хакланине, чĕререн тав тунине мĕн çиттĕр? — терĕ вăл.
Мăшăрĕпе икĕ ывăлне пурнăç çулĕ çине тăратнă, вĕрентсе кăларнă. Шел, упăшки темиçе çул каялла çĕре кĕнĕ. Асли Димитрий хулара çемйипе пурăнать, кĕçĕнни Леонид тăван ялĕнчех тĕпленнĕ. Вăл амăшĕ пекех райпо тытăмĕнче тăрăшать.
Пĕтĕм тĕнчери Хĕрарăмсен кунĕ çывхарнă май уявпа çыхăннă асра юлнă самантсене те куç умне кăлартăмăр.
— Пĕррехинче пире, пĕрле ĕçлекен хĕрарăмсене, упăшкасем Мартăн 8-мĕшĕ ячĕпе уяв йĕркелесе пачĕç. Эпир вĕсем юрлани-ташланине, конкурссем йĕркеленине тĕлĕнсе те савăнса пăхса лартăмăр: пирĕн мăшăрсем те маттур иккен! Пире систермесĕр мĕнле майпа хатĕрленсе ĕлкĕрнĕ? Çакă чăннипех кĕтмен парне пулчĕ, — терĕ вăл. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Лариса НИКИТИНА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.