Шкулта лайăх вĕренни салтакра та кирлĕ

27 Фев, 2020

Акă Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин уявĕ иртрĕ те. Пирĕн шкулта та арçын ачасем стройпа утрĕç, тĕрлĕ конкурсра хăнăхтарусем турĕç, викторина ыйтăвĕсене хастар хуравларĕç. Эпир те, хĕрачасем, вĕсене пулăшрăмăр.
Манăн аттен пиччĕшĕ — Геннадий Сарбаев. Эпĕ ăна Гена пичче тесе чĕнетĕп. Вăл салтакра Афганистан тăрăхĕнче пулнă. Вĕсем унта палаткăсенче пурăннă, вырăнти çынсене сыхланă. Хăрушă лару-тăрура салтакăн çывăрма юраман. Халĕ пичче Челябинскра металлурги заводĕнче ĕçлет.
Тăван пичче те Гена ятлă. Вăл халĕ Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçлать, связист. Гена тĕрлĕ чаçе пĕр-пĕринпе çыхăну тытма пулăшать. Çавăнпа унăн питĕ тимлĕ пулмалла. Эпĕ унпа телефонпа калаçатăп. Шкулта лайăх вĕренни салтакра та кирлĕ тет вăл. Унăн илемлĕ вуламалла, хитре çырмалла, отряд ĕçĕсене пурнăçласа пымалла иккен. Физикăпа математикăна аван пĕлни схемăсене ăнланса йĕркелеме пулăшнине каласа кăтартать. Вĕсене тĕрĕс çыхăнтараймасан кирлĕ задание вăхăтра пурнăçлаймăн. Спортпа туслă пулни те хĕсметре пулăшать, хăвăрт пуçтарăнма май парать. Вĕсем те шкулти пекех, спорт сехечĕсем, спорт кунĕсем ирттереççĕ. Ун чухне тĕрлĕ задани пурнăçлаççĕ: чупаççĕ, сикеççĕ, пĕр-пĕрне йăтса та ăмăртаççĕ.

Эпĕ икĕ пиччене уяв ячĕпе саламларăм. Вĕсемпе мухтанатăп.

www.hypar.ru

Наталья САРБАЕВА , 6-мĕш класс.
Сĕнтĕрвăрри районĕ, Хуракасси шкулĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.