- Чăвашла верси
- Русская версия
Ротару пек хитре юрлатăр тенĕ те...
Элĕк районĕнчи Мăн Вылă шкулĕн маттур та пултаруллă вĕренекенĕ Софья Иванова кăçал саккăрмĕш класс пĕтерчĕ. Çуллахи каникулта вăл ытти тантăшĕсем пекех амăшĕн ĕçне çăмăллатать. «Çак хаваслă та савăнăçлă вăхăт ĕçлесех иртет», – тет хĕр ача йăл кулса. Çапах кĕнеке вулама та май тупать тăрăшуллăскер.
Софья Ивановăна шкулта та, ялта та питĕ хисеплеççĕ, юратаççĕ. Илемлĕ сассипе çепĕç юрă шăрантарса такамăн кăмăлне те çĕклĕ вăл. Тăтăшах тĕрлĕрен конкурсра палăраканскер кăçал «Чăваш Ен ахахĕсем» фестивале те хутшăннă. «Мана гала-концерта та чĕннĕччĕ. Анчах тепĕр кунне пирĕн шкулта юлашки шăнкăрав ирттерме палăртнăччĕ, манăн вара çав уява ертсе пымаллаччĕ. Шкула йывăр лару-тăрăва кĕртсе ÿкерес мар тесе эпĕ гала-концерта каймарăм», – каласа парать Софья.
Пур япалан та пуçламăшĕ пур. Юрлас ăсталăхра малтанхи утăмсем тума пулăшнăшăн, сцена çинче хăйне тытма вĕрентнĕшĕн Мăн Вылă хĕрĕ амăшне тата фольклорпа туслаштарнăшăн Светлана Иосифовна Федорова вĕрентекене тав тăвать. Сцена çине пĕрремĕш хут тухни те асра юлатех. Иккĕмĕш класра пулса иртнĕ ку. Софья Элĕкре иртекен «Ӳнер асамачĕ» конкурса хутшăннă. Паллах, питĕ хумханнă вăл. Çапах шикленĕвне çĕнсе чун-чĕре туйăмĕпе юрă шăрантарнă та пĕрремĕш вырăна тухнă. Ку çитĕнÿ хĕр ачана питĕ хавхалантарнă. 2010 çулта Çĕмĕрле хулинче иртнĕ «Раççей, эпĕ сана юрататăп» конкурсра каллех жюри хĕр ачан юрлас ăсталăхне пысăка хурса хакланă, пĕрремĕш вырăн панă. Тепĕр çул Шупашкарта иртнĕ «Сентти» конкурсра вара Софья виççĕмĕш вырăна тухнă. Дипломпа Хисеп хучĕ унăн питĕ нумай.
Хĕр ачана пултарулăхра ытларах амăшĕ хавхалантарать. Вăл – ялти клуб директорĕ. Унăн та сасси питĕ хитре. Юрлас енĕпе хĕрĕ амăшне пăхнă çав. Альбина Анатольевна ялта фольклор ушкăнĕ йĕркелесе янă. Унта кĕçĕннисем те, аслисем те çÿреççĕ. Тата вăлах спектакль лартассипе те ĕçлет. Пултарулăх номерĕсемпе районти чылай яла çитсе савăнтарнă та ĕнтĕ.
Ку хĕр ачан ячĕ те илемлĕ. «Мана София Ротару юрăçа кăмăлланăран çапла ят панă. Çитĕнсен эпĕ те ун пекех хитре юрласса шаннă аттепе анне. Унăн юррисем хама та питĕ килĕшеççĕ. Анчах Ротару репертуарĕ маншăн йывăртарах-ха, эпĕ ăна валли ÿссе çитмен», – чунне уçать Раççей çăлтăрĕпе пĕр ятлăскер.
Софийăн йĕкĕреш пиччĕшĕ Степан пур. Амăшĕн варĕнче пĕрле аталаннăскерсем питĕ туслă. Çемье ансамблĕнче те пĕрлех юрлаççĕ. Аппăшĕсем Аньăпа Алена та юрра-ташша ăста. Пĕчĕк йăмăкĕнче Наталийăра та çак пултарулăх палăрать.
«Юрăпа эпĕ чуна уçатăп. Хурланнă вăхăтра та, савăннă чухне те кирлĕ вăл мана», – тет Софья. Эппин, вăл хăйне çынсем умĕнче кăтартас тесе мар, чунĕ ыйтнипе чĕререн юрă шăрантарать, ыттисене те илемлĕхе туйма, хаклама май парать.
Комментировать