Ачалăхăн ачаш кунĕсем

25 Фев, 2020

Ватă та сумлă чăваш ялĕнче, лăпкă Тусайра 1929 çулта çуралнă эпĕ. Тăван ял. Тăван кĕтес… Ачаран ун ытамĕнче рехетленсе çитĕннĕ. Тăван тавралăх пĕчĕкле ăша кĕрсе вырнаçать те мĕн сывлăш тухма пăрахичченех упранать. Тусай ялĕ маншăн утьăкка сиктернĕ сăпка пекех.
Этем пурнăçĕнчи кашни тапхăрах çыншăн хаклă. Анчах ачалăх чи телейлĕ, чи савăнăçлă, чи илемлĕ вăхăт. Атте-анне ачашлăхĕ, çемьере пĕр-пĕрне хисеплени, пĕр хуйхă-суйхăсăр пурнăç, нимĕнле йывăрлăх та çук, вăйă кăна. Эпĕ çемьере чи кĕçĕнни пулнă. Кĕçĕн ачана вара мĕн ĕмĕр тăршшĕпе çепĕçлĕхпе упраççĕ. Ачалăх тĕнчи асамат кĕпeрĕ пек илeмлĕ.
Эпĕ чарусăртарах ача пулнă. Çав тери ашкăнма юрататтăм. Çÿллĕ-çÿллĕ хурăнсем çине хăпараттăм, карта тăрăх чупаттăм. Хама вĕçен кайăк пек туяттăм. Алла сулкаласа чи-чи! е кранк-кранк! теттĕм. Айван, ÿкессинчен те хăрама пĕлмен. Пĕррехинче атте-анне улăха кайрĕ. Мана та урапапа пĕрле лартса кайрĕç. Эпĕ Çавал хĕррине антăм. Явăш ялĕн шыв арманĕ аякран курăнса ларать. Ку енче — çÿллĕ çыран. Тăмлă, хăйăрлă, курăксăр çĕр. Аякран сап-сарă курăнса выртать. Унта çĕр чĕкеçĕсем вĕçеççĕ, йăвисене кĕре-кĕре тухаççĕ. Пăхса тăтăм- тăтăм та йăвисенче мĕн пуррине тĕрĕслес килсе кайрĕ. Тÿрĕ çыранран çÿлелле хăпарса пыратăп. Хăйăр, тăм аялалла шыва ÿксе шăмпăлтатаççĕ. Эпĕ малалла тапаланатăп. Тăмлă-хăйăрлă çĕр тата хытăрах шампăлтатса ÿкет. Эпĕ пĕр йăвинчен теприне çитсе ухтаратăп. А-ап- ай! Илемлĕ пĕчĕк çăмартасем… Аялтан хуллен кăна калаçакан сасă илтĕнет. Мана çухатнă.
– Ман пата хуллен шуса ан, ан васка, — тет мана атте. — Кайăк çăмартисене тытма юрамасть, вĕсенчен чĕпсем, ачисем тухаççĕ. Тытсан — амăшĕ макăрать. Хăв та шуса каятăн та ÿкетĕн, шывĕ тарăн, — ăнлантарать атте. Эпĕ вăл ятланине, вăрçнине нихăçан та ас тумастăп.

Ÿсерехпе

Ачасемпе хутшăнса выляма пуçларăм. Пирĕн хальхи пек илемлĕ çи-пуç, телевизор, радио, интернет пулман. Ирхине куçа уçсанах вĕтĕр-шакăр урама симĕс курăк, çул çинчи тусан купи çине тухатпăр. Тăван ялăм ача сассипе кĕрлесе тăратчĕ. Килсерен пилĕк-ултă, хăш-пĕр çемьере вун-вун икĕ ачана та çитет. Урамра пĕчĕк ура чĕркуççи таранах тусанланатчĕ. Хальхи пек патак-çатак, кĕленче çук. Машина-трактор çук. Урапа çулĕ кăна. Катăк пир çитмасемпе çарран чупаттăмăр. Пуç тăрăх тусан яратпăр. Çакăн хыççăн шыв хĕррине каятпăр. Пысăккисем пĕверен тухма пĕлмеççĕ. Пире, пĕчĕккисене, аннесем вaлашкара çуса тасататчĕç.
Ÿсерехпе пĕве хĕрринче çăвăнма пуçларăмăр. Шыва кунĕпе миçе кĕнине шутласа та кăлараяс çук. Арçын ачи, хĕр- ачи пурте пĕрле пĕве тулли кĕшĕлтететпĕр. Эпир, ишме пĕлменскерсем, çыран хĕрринчи пылчăклă шывра шeпĕлтетет- пĕр. Шапа пек чăмпăлтататпăр. Ушкăнăн- ушкăнăн çыран хĕррине канма тухса ларатпăр. Унтан каллех шыва чăматпăр.
Хĕрарăмсем пĕвене кĕпе çума пыратчĕç. «Кунталла ан килĕр, шыва пăтрататăр!» — тесе пире ятлатчĕç. Арçын ачи, хĕрачи пурте çара-пакартан. Ĕлĕк арçынсем те шыва йĕмĕсене хывсах кĕретчĕç. Труççи çукчĕ.
Хĕл ларсан çырмара тумтир арки шăнса лариччен ярăнаттăмăр.

Сăпка ачине пăхни

Эпир ирĕклĕ ачасем. Садик, ясли çук. Хамăрпа хамăр хуçа. Сăпкари ачасене пăхма аслăраххисене шанса хăвараççĕ. Пирĕн кÿршĕри Çĕпритун Аннине, хăй те пĕчĕкскерне, сăпкари Зойăна пăхма шанса хăварнă. Эпир ăна çывратас тесе сăпка айĕнчи кантраран икĕ айккинчен темиçен силлетпĕр те силлетпĕр. Ача çÿлелле çĕкленсе сăпкана каялла лаплатса кĕрсе ÿкет. Çывратаймастпăр. Пирĕн вара шыва кĕме каймаллах. Пĕр ушкăн ача Зойăна ылмашăнса хырăм çумне хурса йăтса Çирĕк çырминчи пĕвене çитрĕмĕр. Пĕве вĕçĕнчи шыва кĕрсе кайрăмăр. Ура айĕнче пылчăк, лăймака. Шывĕ пăтранчăк. Йытпуллисем, ай, турах! Зойăна тахăшĕ шыва ÿкерчĕ. Ача тÿрех куçран çухалчĕ. Эпĕ кăшт пысăкрах пулнă-ши, туртса кăлартăм… Пĕвинче вара шыв курăнми ача-пăча, ишеççĕ, чăмаççĕ, пулă пек выляççĕ.

Ишме хăнăхни

Пĕррехинче мана пичче Володя тата унăн юлташĕ Юруш Çавал варринелле шыва тытса печĕç. Иккĕшĕ ик енчен ишсе пырса утрав çине кăларчĕç. Эпĕ питĕ хăрарăм. Шывĕ тарăн, утравĕ инçе… Макăра-макăра аран-аран турткаланса- çапкаланса тухрăм.
— Эпир сана путма памастпăр, сыхлатпăр, — теççĕ. Пĕрре анса кайсан ăçтан кăларччăр-ха вĕсем? Çавна шухăшлама та пĕлмен. Çавăн хыççăн ишме вĕрентĕм.
«Поспоти помолай»
Çулла. Çанталăк шăрăх. Эпир пĕверен тухма пĕлместпĕр. Пĕррехинче ман пиччен Володьăн куçĕ пăсăлнă. Çÿлелле пăхаймасть. Çанталăк çумăр çăвас умĕн хĕвелсĕр, ăмăр пулнă ĕнтĕ. Володя манран ыйтать:
— Çумăр пĕлĕчĕ пур-и?
— Çук пулмалла, — тетĕп.
Эпĕ тата çумăр пĕлĕчĕ мĕнле пулмаллине ăнланатăп-им? Пĕвере никам та çук. Шыва кĕрсе кайрăмăр çеç, аслати хаяррăн кĕмсĕртетсе кĕрлесе кайрĕ те шарт! тутарчĕ.
Пĕверен сиксе тухрăмăр та килелле вĕçтертĕмĕр. Володь мана чупса пынă çĕртех хăй кĕпипе шăлса типĕтет. Хамăн кĕпене тăхăнтартать Çумăр чашлаттарса ячĕ. Çырмаран хăпартăмăр, лаша вити патне çитрĕмĕр. Хамăр вĕçĕмсĕр турра кĕлĕ тăватпăр, çине-çине шĕвĕр пÿрнесемпе хĕрес хуратпăр.
— Поспоти помолай, Поспоти помолай, — тетпĕр. Пире хирĕç пускил хĕрарăмĕ лаша витине васкать. Вăл лашасем пăхнă çĕрте — аслă конюх.
— Ăçта каятăр капла, Володь, Улька? — ыйтать пиртен хайхискер.
Эпир ун çине пуç çĕклесе те пăхмастпăр. Аслати çапса вĕлересрен хăратпăр. Мĕн киле çитиччен хыпаланса васкаса, сăх-сăхса «Поспоти помолайлатса» урайне тумтирсем пăрахрамăр та çенĕкре çакăнса тăракан тăлăппа пуç урлă витĕнсе выртрăмăр.
Тулта хĕвел шăрантарса пăхать, çул тăрăх çумăр шывĕ çуркуннехи пек шарлаттарса юхать. Шыв юххипе ачасем шаплаттарса сирпĕтсе чупаççĕ. Пире тÿрех ачасем çавăрса илчĕç: «Вольмакка, Улька, килĕр кунта пĕве тăватпăр».

Купăс калама вĕренни

Эпĕ купăс калама ача чухнех вĕреннĕ. Атте Красноармейски районĕн больницинче хуçалăх заведующийĕнче ĕçленĕ. Больницăн купăсне юсама Тусая Купăс Аркадине – купăс юсакан маçтăра – пырса панă. Юсанă хыççăн пĕр хушă пирĕн килте тăчĕ. Аркади купăс питĕ ăста, ытла та чуна пырса тивмелле калатчĕ. Темĕнле асамлă вăй пур пек туйăнатчĕ унăн илемлĕ сассинче. Манăн та çавăн пекех выляма вĕренес килетчĕ. Пичче кашни кунах туртатчĕ вăл купăса. Хитре кĕвĕсем кăларма пуçларĕ. Хăш вăхăтра вĕренсе çитрĕ — сиссе те юлаймарăмăр. Ÿссе çитсен Володь Канашри педагогика училищин музыка пайĕнчен вĕренсе тух- рĕ, шкулта музыка урокĕсем ирттеретчĕ.
Эпĕ те вăл купăса турткалаттăм. Каярахпа пире атте Трак пасарĕнчен купăс туянса пачĕ. Купăс калама вĕренни мана хам ĕçре те нумай пулăшрĕ.
Тимĕр урхамахсем
Колхозсем тĕрекленсе пынă вăрçă умĕнхи çулсем… Ял çийĕн сасартăк тем кĕрленĕ сасă илтĕнсе кайрĕ. Колхоз, совет саманин символне — трактор — илсе килеççĕ иккен. Пĕтĕм ял, ватти-вĕтти, пурте виçĕ урапаллă трактор хыççăн чупать. Тем пысăкăш хура хурçă машин колхоз йĕтемĕ çинелле çул тытрĕ. Ун çинче пĕчĕк хăмач ялав вĕлкĕшсе пырать. Ялпа иртсе пынă чух пĕтĕм çула аркатса сирпĕтсе пыратчĕ.
Чутайпа Шăмар колхозĕсем груз турттаракан çĕнĕ автомашинăсем туянчĕç. Çав грузовикпа пире, ачасене, машинăна лартса ял тавра виçĕ хут çавăрчĕç. Ялта пĕр машинa тата çула çĕмĕрекен пĕр трактор пулнă. «Трактор килет, трактор килет, çула пăсса хăварать…» — юрлатчĕç çынсем. «Ак сана пурнăç! Ак ăçта çитсе тăтăмăр! Виличчен ку япалана та курмалла пулчĕ», — тетчĕ пĕтĕм чунтан савăнса анне.

Тĕнче курни…

Пĕррехинче мана Володя пичче Çавал тăрăх курса çÿреме тесе килтен çавăтса илсе тухса кайрĕ. Иксĕмĕрĕн те шкула кайма çул çитменччĕ-ха. Ун чух шкула 8-9 çулта илеççĕ. Хамăр миçе çултине пĕлместĕп, анчах Володя мана алран ямасăр çавăтса çÿретчĕ. Явăш арманĕнчен иртсе шыв тăрăх малалла утатпăр. Таçтан Гурий ятлă ача тупăнчĕ. Вăл пысăкчĕ. Пире Санюк пахчине пан улми вăрлама чĕнет хайхи.
Çавал хĕррине ĕлĕк Санюк ятлă çын çĕр касса куçнă. Анчах Совет влаçĕ вĕсен хуторне туртса илнĕ те колхоза панă. Сад питĕ вăйлă, питĕ пысăк. Унта тем тĕрлĕ пан улми йывăççи, тем тĕрлĕ çырла… Кĕрсен çухалса каймалла. Варринче хурал пÿрчĕ. Унта хуралçă пурăнать. Санюк пÿрчĕ пулнă ĕнтĕ вăл.
Пахчи патне çитрĕмĕр. Хăпармалли вырăнта шыв тарăн. Гурий сада кĕме тăчĕ кăна, хуралçă сасси янăраса кайрĕ. Кĕреймерĕмĕр. Пан улми çиесси пулмарĕ. Гурий арман патĕнчи йÿçĕ пан улми йывăççи патне чĕнет. Унта çитме питĕ инçе. Эпĕ ывăнса çитрĕм. Гурий пире хавхалантарса çеç пырать. Пан улмине çитсе те çинĕ, те çимен, ас тумастăп…
Шăмар варрипе килелле пыратпăр. Каç пулса килет. Пĕр ушкăн хĕр пире хăваласа çитрĕ. Колхоз ĕçĕнчен таврăнаççĕ. Вĕсем утаççĕ, эпир вĕсем хыççăн тапăлтатса чупса пыратпăр. Утма йывăр. Сурăхсем çырма айккипе çÿлелле хăпарса пынă май картлă-картлă утма çул пек картлашка туса пĕтернĕ. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Ольга АРХИПОВА. Çемье архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.