Урине таттарма килĕшмен

20 Фев, 2020

Вăрçă сăмах ытла хăрушă.
Ăна çырма та, сăмахпа кала-
ма та йывăр. Çавăнпа эпир
ветерансене хисеплетпĕр,
тăнăç пурнăçшăн хăйсене
хĕрхенмесĕр çапăçу хирĕ-
нчех пуç хунисене манмаст-
пăр. Историре манми йĕр хă-
варнă, тăван халăхăн чунĕ-
нче тĕвĕленнĕ ырату çинчен
кĕнеке вуласан е кино кур-
сан, интернетра видеоролик-
сем пăхсан эпĕ хурланатăп.
Ытла асаплă та йывăр пулнă-
çке! Ленинград блокадинчи
ачасене хĕрхенсе куççуль ту-
хать.
Манăн мăн кукаçи те Тăван
çĕршывăн Аслă вăрçинче пул-
нă. Дмитрий Кузьмич Кузьмин
1922 çулта Кивĕ Вăрмарта
çуралнă. Шкул пĕтерсен кол-
хозра бригадир пулăшуçинче
ĕçленĕ.
Фашистла Германи пирĕн
çĕршыва вăрă-хурахла тапăн-
са кĕрсен мăн кукаçине вăрçа
илсе кайнă. Анне каласа кă-
тартнинчен ăна тăшман ура-
ран амантнине пĕлетĕп. Мăн
кукаçи госпитале лекнĕ. Тухтăр
унăн урине татмаллине пĕлтер-
сен çирĕп чунлă салтак килĕ-
шмен. Çапла майпа киле тав-
рăнма тивнĕ. Чылайччен си-
пленнĕ вăл. Суран йĕр хăвар-
ман мар, анчах кукаçи йынăша-
кансен йышĕнчен пулман. Кол-
хозра ĕçленĕ.
Кÿршĕ яла выртакан çул
хĕрринчи катасене вăл тă-
рăшнипе лартнă. Дмитрий
Кузьмич ферма ертÿçинче
те вăй хунă. Анчах нумай
ĕçлеме май килмен, 1972
çулта мăн кукаçи йывăр чир-
ленĕ. Амакпа тем пек кĕреш-
сен те вăл ура çине тăрай-
ман, икĕ çултан пурнăçран
уйрăлнă.

www.hypar.ru

Виктория МАЛЫШЕВА, 8-мĕш класс. Вăрмарти Г.Е. Егоров ячĕллĕ шкул.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.