Эрнере 4 хутчен – спортзала

20 Фев, 2020

«Çыннăн таçта та ĕлкĕрмел-

ле», — тет Тăвай районĕнчи Тушкил-

те çуралса ÿснĕ Дима Александров.

Пĕчĕкренех спортпа туслашнă кач-

чă волейбола ытларах килĕштерет.

Ахальтен мар шкулти волейбол ко-

мандин капитанĕ пулма шаннă ăна.

Пĕлтĕр Тушкил команди «Шкул во-

лейбол лигин» IX чемпионатăн су-

перфинал çĕнтерÿçи пулнă. Ачасем

çăмăл мар ăмăртура Шупашкарти

3-мĕш лицейри командăпа тĕл пулнă.

Республика шайĕнче пĕрремĕш пул-

ма çăмăл мар. Дима спортзала эрне-

ре 4 хутчен çÿрет. Кашни тренировка

икшер сехет иртет. Маттур яш чупас-

сипе те, шывра ишессипе те малта.

— Республика шайĕнчи ăмăрту-

сене хутшăнни мана питĕ савăнта-

рать. Вĕсем çитĕнÿ тума хистеççĕ,

— палăртрĕ каччă. Вăл спортра кăна

мар, вĕренÿре те аван ĕлкĕрсе пы-

рать. Вун пĕрмĕш класра вĕрене-

кенскер олимпиадăсене хаваспах

хутшăнать, уроксем хыççăн тех-

нологи кружокне васкать. Ал ĕçĕ

ăна кăсăклантарать. Ахальтен мар

тĕрлĕ конкурса хутшăнса чылай

диплом-тав хутне тивĕçнĕ. Чи пахи

— республика шайĕнче иртнĕ «Шы-

рав» наукăпа практика конферен-

цийĕнче сăн ÿкерчĕк рамки ăстала-

са 3-мĕш вырăна тухни.

Димăн идеалĕ — Криштиану Ронал-

ду футболист. Вăл та çавăн пек хă-

ватлă, çирĕп кăмăллă та чăтăмлă пу-

ласшăн. Ун çинчен юлташĕсем ырри-

не кăна калаççĕ: вăл ялан пулăшма

хатĕр, сĕнÿ пама пĕлет. Кăçал каччă

ЧР Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнĕ.

— Вăхăта сая ямалла мар, унпа

пĕлсе усă курмалла, — терĕ Дима.

Чăнах, кăçал тата унăн патшалăх эк-

заменне тытмалла-çке. МЧС ĕçченĕ

пулма ĕмĕтленекенскере ăнăçу су-

натпăр!

www.hypar.ru

Ираида ЯКИМОВА, ЧПУ студентки.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.