Пĕр каçра 54 страницăллă пьесăри роле вĕреннĕ

20 Фев, 2020

Валентина СУРИКОВА пысăк хырăмлă пулнине пăхмасăрах театра ĕçе вырнаçас тесе монологсем вĕреннĕ. «Ачуна çурат. Кăштах ÿстер, уралантар. Сана кайран чĕнсе илетпĕр», — тенĕ ăна Çамрăксен театрĕн тĕп режиссерĕ Алексей Васильев. «Çуратмалла, ÿстермелле… Часах пулмасть вĕт-ха вăл. Театра вара халех кĕрес килет», — питĕ куляннă çамрăкскер. Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрне 48 çул парнеленĕ, халĕ те вун-вун роле калăплакан Чăваш халăх артисткин Валентина Суриковăн аса илĕвĕсемпе паллашма сĕнетпĕр.

«Бабеттăшăн» ятланă

Эпĕ Йĕпреç районĕнчи Хурамалта çуралнă. Аннен шăпи çăмăлах пулман. Пĕррехинче упăшки ÿсĕр килнĕ те атăпах вырăн çине выртнă. Анне ăна хывнă чухне ури çĕрме тытăннине курнă. Ыратни пирки вăл арăмне нихăçан та каламан. Сиплеме кая юлнăран вăл çамрăклах вилнĕ, ывăлне çурма тăлăха хăварнă. Анне кайран пирĕн яла пĕве чавма килнĕ трактористпа паллашнă. Каччă ăна çураçма та пынă. Анчах кукамайпа кукаçи ăна йышăнман. «Пĕр упăшкапа ăнмарĕ пулсан тепĕр хут телей ан шыра», — тесе хĕрне качча паман. Çапах анне мана çуратнă. Эпĕ аттене хутран-ситрен кăна куркаланă. Кайран вăл авланнă. Маншăн атте вырăнне кукаçи пулнă.
Ача чухне урамра мунча пуринчен тухма пĕлмен — унта спектакль лартаттăмăр. Кукаçи ялан сухан шăварттаратчĕ. Урама выляма кăларманшăн тарăхаттăмăр. Ытти ача сухан шăвармастчĕ. Хĕр пĕвне кĕрсен хам çине пăхрăм та хулпуççи сарлака пулнине асăрхаса кулянма тытăнтăм. Йывăр витресем йăта-йăта тĕрекленнĕ-ши? Ниепле те имшерленмест вĕт. Анне чăх фермин заведующийĕччĕ. Унта ĕçлекен хĕрсем калаçнине итлеме юратнăранах фермăна каяттăм. Аслисемпе тан йывăр михĕсем йăтаттăм.
1-мĕш класра вĕрентекен пирĕнтен эпир кам пуласси пирки ыйтрĕ. Тăтăм та вырăсла каларăм: «Я буду артисткой!» Пĕтĕм класс ахăлтатса кулса ячĕ. Тĕрĕс мар каларăм-ши, артистка профессийĕ çук-ши тесе аванмарланса лартăм. Пĕрмай сăвă калама, юрлама юратнăран килтисем: «Валя артист пулатех», — тетчĕç. Сăрт çинче юр ирĕлсе пĕтсен, сурăхсене çитерме тухсан, кăшкăрса юрлаттăм. Хама сцена çинчи пек туйнă-ши? 8-мĕш класс хыççăн Канашри педучилищĕне вĕренме кĕтĕм. Çынсем каяççĕ те манăн та юлас килмен. Анчах анне ямарĕ,10 класс вĕренсе пĕтерме хушрĕ.
Манăн çÿç хулăнччĕ, йăм хураччĕ, хумлăччĕ. Пĕррехинче «Бабетта» прическа /çÿçе кăпăшкалатса хăпартни/ туса шкула кайрăм. Ачасем кулаççĕ, учительсем ятлаççĕ. Вĕрентекен класа чĕнсе кĕртрĕ те хама йĕркене кĕртме хушрĕ, кун пек çÿреме иртерех имĕш. Çи-пуç хамăрах çĕлеттĕмĕр. Кĕске кĕпесем модăна кĕчĕç те эпир те çапла тăхăнаттăмăр.

Тăн çухатнă

Аттестат илнĕччĕ, ăçта каясси пирки шухăшлаттăм. Тантăш хĕр клуба хаçат йăтса пынă та пĕлтерÿ кăтартрĕ. «Çакăнта «режиссура» тесе çырнă. Ку сăмах театрпа çыхăннă пулмалла», — Çĕрпÿри культура училищине кайма сĕнчĕ вăл. Заявлени парса таврăнаттăм. Пучинкене çитсен водитель автобуса чармарĕ, хăвăртлăхне пĕчĕклетрĕ те алăка уçрĕ. Каякан автобусран аннă чухне кайса ÿкрĕм. Ура çине пусаймастăп — манăн 8 çухрăм утмалла. Юрать, хамăр ялсем çула май урапапа лартса кайрĕç. Ура мăкăлтаннă иккен. Ялта шăмма вырăнне лартма пĕлекен карчăк пурччĕ те ун патне кайрăм. Каçхине клуба ташлама сиксе те тухрăм. Çамрăк чухне вăй-хала ниçта чикеймен çав.
Экзамена паллă композитор, педагог Олимпиада Агакова йышăнчĕ. Хăйĕн патĕнче питĕ хăварасшăнччĕ. «Ман патра вĕренĕн, театралсем патне ямастăп. Санран чаплă юрăç тăватăп», — терĕ. Шупашкара килсен те опера юрăçи пулма сĕнчĕç. Анчах чунăм театра туртăнчĕ. Галина Скворцовăпа /халĕ вăл «Çăлкуç» халăх театрĕн режиссерĕ/ пĕрле экзамен патăмăр. Ун пек «чудик» хĕр çукчĕ. Экзаменра шейк юрланине вăрттăн итлесе тăтăмăр. «Мĕнле хăюллă хĕрача!» — тĕлĕнтĕмĕр эпир. Этюд хатĕрлеме ыйтрĕç. Ку сăмах мĕне пĕлтернине те ăнланман. Вăрманта çĕлен курнине туса кăтартма хушрĕç. Шухăшларăм-шухăшларăм та кайса ÿкрĕм. Петр Никифорович пычĕ: «Мĕн пулчĕ? Хăвна япăх туятăн-им?» — терĕ. «Çĕлен курсан тăн çухатрăм», — хуравларăм. Çакăн хыççăн вăл мана астуса юлчĕ. Вĕренме кĕрсен пирĕншĕн атте вырăнĕнчеччĕ. Ним вăтанмасăр ăна йăлт каласа кăтартаттăмăр. Хырăм ыратни таранчченех пĕлтернĕ. Ялтан килнĕскерсем хÿтлĕх шыранă ĕнтĕ.
Шупашкарти культура училищин театр уйрăмне вĕренме килтĕмĕр. Пире, хĕрсене, хитре пальто тăхăнтартса хулана кăларса ячĕç. Эпир ăна касса кĕскетрĕмĕр, купарча шăннине те пăхман çав. Пурте çапла çÿреççĕ, эпир те модăран юлман. Концертсене тухса çÿреме пиншаклă хура костюм çĕлеттертĕмĕр.
Малтанах Атăл хĕрринче вырнаçнă Пукане театрĕн çуртĕнче вĕрентĕмĕр. Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищин хальхи çурчĕпе общежитине хута ярсан унта куçрăмăр. Малтанах условисем çукчĕ. Пĕр пÿлĕмре 5-6-ăн пурăннă. Раскладушка çинче те çывăрнă, пурпĕр телейлĕ пулнă. Кашни канмалли кун яла каяттăмăр. Çулĕ инçеччĕ, ларса кайма çукчĕ. Пĕррехинче Пучинкене çитсен анса юлтăмăр. Çил-тăман пуçланчĕ, тĕттĕм. Çутăсем курăннă тĕлелле уй тăрăх утрăмăр. Пирĕн ял пулман иккен вăл. Çул кăтартса ячĕç те киле çитсе ÿкрĕмĕр. Анне ятларĕ: «Çухалса кайсан, кашкăр тĕлне лексен?» Ун хыççăн çĕрле юлса çÿремен.

«Эс те — техничка, эп те — техничка»

Общежитире лайăх пурăннă, вăрçăнман. Апат-çимĕç ялтан илсе килнĕ, черетпе пĕçернĕ. Икĕ хĕр мойва юрататчĕ, эпĕ вара шăршине те чăтаймастăм. Ун чухне хам валли уйрăм пĕçернĕ. Тепĕр хĕр 5-6 лавр çулçи яратчĕ. Çиме май çукчĕ.
Галя Скворцовăпа хамăр пурăнакан общежитире тирпейлÿçе вырнаçрăмăр. Кун пирки никама та каламан. Гальăн та, манăн та савни пурччĕ, вĕсем пĕлесрен вăтаннă. Вĕренме кайиччен ирех тăрса урай çумаллаччĕ. Училищĕне музыка инструменчĕ йышăнас тесе 6 сехет валли каймаллаччĕ. Пĕррехинче питĕ хыпалантăмăр. Урай çуса пĕтертĕмĕр, çÿп-çап тăкмалли юлнăччĕ. Ăна бачока тултарса иккĕн ик енчен тытса картлашка тăрăх антăмăр. Галя такăнса ÿкрĕ те пĕтĕм çÿп-çапĕ ун çине тăкăнса кайрĕ. Хамăр выртса кулатпăр. Çынсем тухма пуçларĕç ĕнтĕ. «Галя, часрах тăр-ха», — хыпалантартăм ăна. Савни курасран хăраса ÿкрĕм. Вăл та музыка училищинче вĕренетчĕ. Кулса-ахăрса çÿп-çапа кайса тăкрăмăр. Пĕр уявра çак «камите» аса илсе мана Галя сăн ÿкерчĕк парнелерĕ. Ун хыçне çапла çырнă: «Эс те — техничка, эп те — техничка. Второй и третий этаж убрали на ералаш».
Ялтан пулсан та хĕрсемпе вырăсла калаçаттăмăр. «Чувихи» тесе йĕкĕлтетчĕç те тарăхаттăмăр. Ку сăмах «хĕр» тенине пĕлмен. Эпир «чăваш» пĕлтерĕшпе мăшкăлаççĕ пуль тесе.
Пирĕн музыка урокĕ сахалрахчĕ. Юра мана ку енĕпе пулăшатчĕ. Юлашки курсра эпир пĕрлешме шухăшларăмăр. Савнине яла аннепе паллаштарма илсе кайрăм. Кукаçипе иккĕшĕ утă çулатчĕç. Эпĕ каччăпа килни вĕсемшĕн кĕтменлĕх пулчĕ. Анне пĕр сăмах та чĕнмерĕ. Çавапа яшлаттарчĕ анчах. Пĕтĕм çиллине çавăнта кăларчĕ. Савни умĕнче аван мар, хăть çĕр тĕпне анса кай. Юра нумай калаçса тăмарĕ, анне патне пычĕ те: «Парăр-ха çавине, хăйраса паратăп», — терĕ. Кайран хăй çулма пикенчĕ. Анне мана пÿрте чĕнсе кĕртсе вăрçма пуçларĕ: «Вĕренсе пĕтермен, кама шанса пурăнатăр?» Пире кам чарайтăр ĕнтĕ, ялтан тухса кайнă та хамăр ăспа пурăннă. Тепĕр кунхине хулана тухса кайрăмăр. Анне кăмăлсăр юлчĕ. Туй валли укçа ĕçлесе илес тĕллевпе каникулта электроаппарат заводне стройкăна вырнаçрăмăр. Çурла уйăхне туй палăртрăмăр. Мĕнле çав тери айван пулнă-ши? Нимĕн те çук вĕт-ха хамăрăн — качча каятăп! Шухăшлама пĕлмен çав. Хальхи хĕрсем питĕ ăслă, хваттер, машина пуррине шута илсе качча каяççĕ. Эпир юратнă та, качча тухма ыйтнă та — кайнă. Кĕпе, туфли, колготкă çынран тупса тăхăнтăм. 6 тенкĕпе фата илтĕмĕр. Çĕрĕ илме укçа пулман. ЗАГСа çырăнма троллейбуспа кайрăмăр. Аннен йăмăкĕ, Шупашкарти Рима аппа, хăйĕн хваттерĕнче сĕтел хатĕрлесе пачĕ. Студентсемпе пĕрле питĕ лайăх савăнтăмăр. Анне питĕ тарăхнăран нимпе те пулăшмарĕ.

Виçĕ каç çывăрман

Вĕренсе тухсан театра ĕçе илмешкĕн суйлама килчĕç. Валентина Музыкантовăна, Валерий Молодцыгина, ыттисене илчĕç. Эпĕ пысăк хырăмпаччĕ. Кам илтĕр мана? Направленипе Йĕпреçе кайрăм, библиотекаре вырнаçрăм, халăх пултарулăхĕ енĕпе те ĕçлеттĕм. Ача çуралсан пĕр çул анне патĕнче ялта пурăнтăм, упăшка вĕренетчĕ-ха. Вăл диплом илсен Йĕпреçри музыка шкулне вырнаçрĕ. Кинемей патĕнче хваттер тара илсе пурăнтăмăр. Кайран эпĕ клубра ĕçлеме тытăнтăм. Пире поселокра хваттер парасшăнччĕ. Анчах çуллахи пĕр кун янăранă шăнкăрав шăпана улăштарчĕ. Театртан шăнкăравларĕç. Артистка чирлесе ÿкнĕ, гастроль пăчланать имĕш. Мана спектакльте выляма чĕнчĕç. Упăшкапа калаçрăм. Ку манăн ĕмĕт пулнине пĕлекенскер чармарĕ. Анчах çулталăкри ачана кампа хăварас? Юра амăшĕпе калаçса пăхатăп терĕ. Манăн анне чĕрепе аптăратчĕ, ăна шанма çукчĕ. Ача япалисене пуçтарса хуняма патне Элĕк районне кайрăмăр. «Ачине пăхма хăрамастăп-ха, ан чирлетĕр кăна», — терĕ. Çапла мăнукне илсе юлчĕ. Çул тăршшĕпе макăрса пытăм. Хулана çитсен пичче патĕнче чарăнтăм.
Тепĕр кунах театра çитрĕм. Зоя Ярдыкова директор кĕтсе илчĕ. Урлă та, тăрăх та пăхрĕ ман çине. Ача çуратнă хыççăн йĕркене кĕрсе çитеймен пуль çав. Ахаль те питĕ начаркках пулман та. «Эс çавăн пек мăнтăр-и?» — терĕ. «Театра илмеççĕ-ши вара мана?» — куляна-кулянах репетицие утрăм. 54 страницăллă пьеса пачĕç. Г.Мамлинăн «Тайгари тĕлпулу» спектакльти Антонина ролĕ. Тепĕр кун каçхине — спектакль. Çĕрĕпе тăрăшсан та вĕренсе çитеес çук. Вуласа тухрăм, ăнкарса илтĕм. Ыйхă килмерĕ, пуçа темле шухăш та кĕчĕ. Ачана пăрахса хăварса килтĕм-çке. Каялла каймалла мар-ши? Роле вĕренеймесĕр намăс курасран та шиклентĕм. «Театра ĕçе кĕме кун пек май тата хăçан пулĕ? Çук, парăнмалла мар», — тесе сăмахсене вĕрентĕм. Тепĕр кун Красноармейски районĕнчи Çавал Çырмана тухса кайрăмăр. Станислав Айзман, Галина Комарова тата эпĕ вылятпăр. Декорацире кăмака пурччĕ. Галина Комарова çавăн хыçне кĕрет те макăрать. Манпа ывăнса çитрĕ вăл, эпĕ сăмахсене тĕрĕсех калаймастăп-ха та. Выляса пĕтертĕмĕр те ыталанса макăртăмăр, вăй юлмарĕ. Кайран эпĕ çав роле кĕрсе çитрĕм. Çапла театрта ĕçлесе кайрăм. Алексей Васильев тĕп режиссера эпĕ выляни ытларах килĕшнĕрен телекурав валли тÿрĕ эфира çыртарнă чухне те унчченхи артисткăна мар, мана чĕнчĕç. Мускавран килнĕ критик та мана мухтаса хăварчĕ.
Юра Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн оркестрне ĕçлеме вырнаçрĕ. Каллех хваттер тара тытрăмăр. Ачана ялтан илсе килсе садике вырнаçтартăмăр. Упăшкапа каçхине уçăлса çÿренĕ чухне хамăрăн кĕтес пирки ĕмĕтленеттĕмĕр, пĕр чÿрече пулсан та çителĕклĕччĕ теттĕмĕр. 7-8 уйăхран пире пÿлĕм пачĕç. Савăннипе 3 каç çывăраймарăм. Юра та, эпĕ те вĕçĕмех гастрольтеччĕ. Ун чухне икĕ хĕрĕме хуняма пăхатчĕ. «К маме хочу!» — макăратчĕç тет ачасем. Çапах ÿссе йĕркеллĕ çынсем пулчĕç, пирĕн çулпа кайрĕç, икшер аслă пĕлÿ илчĕç. Хваттер пулсан, пурăнмалли условисем лайăхлансан виççĕмĕш ача çуратас шухăш пурччĕ. Иккĕшне нуша кăтартса ÿстерни те çитĕ терĕм кайран. Ара, гастрольте икшер уйăх çÿренĕ-ха та. Театра юратнăран нимĕнле йывăрлăха та пăхса тăман. Тата, паллах, ырă кăмăллă хуняма пулăшнă, ĕçлеме май туса панă. Эпĕ ăна ырă сăмахпа асăнман кун та çук. Юра манран та ытларах килте пулмастчĕ, ют çĕршывсенче концертсем ирттеретчĕç вĕсем. Пĕр-пĕрне кураймастăмăр: е вăл гастрольте, е эпĕ. Çавăн пекех вăхăт шурĕ, çамрăклăх çулĕсем иртрĕç.

www.hypar.ru

Алина ИЗМАН. Валентина СУРИКОВА архивĕнчи сăн ÿкерчĕксем.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.