- Чăвашла верси
- Русская версия
Ÿнерçĕн сулмаклă çулĕ
Николай Яковлев ÿнерçĕ çуралнăранпа кăçал 95 çул çитрĕ. Шел те, 5 çул каялла вăл пурнăçран уйрăлса кайрĕ.
Николай Лукич — манăн пичче. Вăл Элĕк районĕнчи /халĕ Муркаш районĕ/ Актай ялĕнче 1925 çулта çуралнă. Ашшĕ Никонов Лука 27 çултах пурнăçран уйрăлнă. Çавна май анне Евдокия Ле-онтьева юнашар Хурăнкасси ялĕнчи Яков Кондратьевпа пĕрлешнĕ. Унăн та малтанхи арăмĕ вилнĕ, ывăлĕ Аркадий те пурăнайман.
2 çулти Николая Актайран Хурăнкассине илсе пынă. Тăван мар ашшĕ пирки пичче çапларах аса илетчĕ: «Унăн ырă кăмăлне ĕмĕрне те манас çук эпĕ. Мансăр пуçне çемьере ултă ача çуралса ÿснĕ пулсан та вĕсенчен уйăрман, пÿрнепе те тĕкĕнмен мана». Атте ăна хăйĕн хушамачĕпе çыртарнă.
Пичче ачаранах колхоз ĕçне кÿлĕннĕ: утă пуçтарнă, çурлапа тырă вырнă. Анатри Панклири тулли мар вăтам, Йÿçкассинчи вăтам шкулсенчен вĕренсе тухнă. Ун чухне 10 класс пĕтерекен сахал пулнă, мĕншĕн тесен пĕлÿ илнĕшĕн укçа тÿлемелле пулнă. Шкултан вĕренсе тухсан вăл ял канаш секретарĕнче ĕçленĕ. 1943 çулта вара фронта кайнă. Зенитчиксемпе артиллеристсен дивизийĕнче фашистсене хирĕç çапăçнă. Николай Лукич 7 çул та 5 уйăх таран хĕсметре пулнă. 1950 çулта тăван яла таврăннине эпĕ лайăх астăватăп. Ун чухне эпир çемйипех тырă выраттăмăр. Атте вăкăрпа кĕлте турттаратчĕ. Вăл пиччене курсан ыталаса илчĕ. Вăрçăран ырă-сывă таврăннăран эпир питĕ савăнтăмăр.
Пиччен ĕмĕчĕ Шупашкарти ÿнер училищине вĕренме кĕресси пулнă. 1950 çулта вăл хăйĕн ĕмĕтне пурнăçларĕ.
Çамрăк ÿнерçĕн пултарулăхне пуçлăхсем асăрханă. Ăна «Капкăн» журнала ĕçлеме илнĕ. Вăл унта 35 çул тăрăшрĕ. СССР Художниксен союзне кĕме тивĕç пулчĕ. Ăна çавăн пекех «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята та пачĕç.
Хăй вăхăтĕнче Николай Лукич пĕр вăхăт йывăр чирлерĕ, темиçе операци тÿссе ирттерчĕ. Сывалнă хыççăн спортпа туслашрĕ. Ултă хутчен марафон /42 км та 195 м/ чупса тухрĕ. Хăй çултисен хушшинче çĕнтерсе ылтăн медале тивĕçрĕ. Пенсие тухсан пичче яла таврăнчĕ. Малтанах вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем çинчен статьясем çырчĕ, вĕсене хаçатсенче пичетлерĕ. Вăл вăхăтра 50-а яхăн ветеран пурăнатчĕ пирĕн тăрăхра. Каярахпа вĕсене кăранташпа ÿкерсе портретсем хатĕрлерĕ. «Ударник» хуçалăх ертÿçи Платон Давыдов тăрăшнипе 1997 çулта Анатри Панкли ялĕнче тăван тавралăх музейне уçрĕç. Ăна йĕркелесе яма Николай Яковлев ÿнерçĕ чылай вăй хучĕ, архивсене çÿрерĕ. Пичче сĕннипе музее Федор Васильев композитор ятне пачĕç.
Пенсире пулсан та ахаль лармастчĕ вăл. Ултă кĕнеке кăларчĕ. Музейре пичче вунă çул ĕçлерĕ. Çурт кивелсен ăна Вăрманкас шкул çуртне куçарчĕç. Халĕ унта Надежда Яковлева тăрăшать.
Николай Яковлев Йÿçкасси тăрăхĕнчи 13 ял историне çырма тăрăшрĕ. Вулакана кашни çемьепе паллаштарчĕ. Унăн ĕçĕсем ĕмĕр асăнмалăх юлчĕç.
Илья ЯКОВЛЕВ, Муркаш районĕ.
Комментировать