Манăн инке

13 Фев, 2020

Пирĕн чи юратнă ватă инке — Клавдия Ивановна Такмакова. Вăл 1928 çулхи кăрлач уйăхĕн 17-мĕшĕнче çуралнă. Çемьере улттăн ÿснĕ. Чи асли — инке. Кил-çурт тирпейлĕхĕ те, йăмăкĕсемпе шăллĕне пăхасси те, апат хатĕрлесси те ун çинче пулнă. Вĕсен тĕп килĕ Тукай ялĕнче вырнаçнă. Инке 8 çул тултарсан пĕрремĕш хут парта хушшине ларнă. Класра 38 ача пулнă.
1938 çулта Клавдия Ивановна колхозра ĕçлеме тытăннă. Çамрăкскер вăй питти çынсемпе пĕрле çурлапа тырă вырнă. 1941 çулхи çĕртмен 22-мĕшĕнче вăрçă пуçланнă хыпара хире вир çумлама кайсан илтнĕ. Хаяр çулсенче вĕсем шкултах пурăннă. Çĕр улмипе тата курăкпа апатланнă. Хĕл сиввисенче ашшĕпе пĕрле вăрман касма кайни те пулкаланă. Çамрăкскер арçынсене апат пĕçерсе çитернĕ. Вăрçă хыççăн инке тĕрлĕ тăрăхра ĕçленĕ: торф кăларнă, вакунсем пушатнă, кирпĕч заводĕнче вăй хунă, хуçалăхсене аталантарма пулăшнă.
1955 çулта Тукай ял каччипе Гевросих Гаврилович Такмаковпа çемье çавăрнă. Çак çулсенче чăвашсем çемйисемпе Çĕпĕре куçса кайнă. Такмаковсем те 1964 çулта тăван ялпа сыв пуллашнă. Анчах чун-чĕри чăваш çĕрĕшĕн çуннипе каялла таврăннă. Тивĕçлĕ канăва тухичченех колхозра ĕçлесе пурăннă. Инке «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ. Мăшăрĕ 2005 çулта çĕре кĕнĕ. Шел, Такмаковсен ача пулман.
Нумаях пулмасть 92 çул тултарчĕ. Вăл пирĕншĕн асанне вырăнĕнчех. Хăй тума пĕлекен ал ĕçĕсене вĕрентет, тĕрлĕ сĕнÿ-канаш парать, çĕршыва юрăхлă çынсем пулма пиллет. Çулĕ сахал мар пулин те куçлăхсăрах алса-чăлха, тутăр, тапочкă, кофта çыхать. Унăн алли ылтăн! Кукăлĕсене вара чĕлхене çăтса ярас марччĕ тесе çиетĕп. Пахчари ĕçсене те хăех майĕпен кăштăртатса пурнăçлать. Пирĕнпе пĕрле шăкăл-шăкăл калаçса ĕçлет, телейлĕ, мирлĕ пурнăç сунать.
Инке патне тăсăлакан сукмака тата нумай çул такăрлатасчĕ.

www.hypar.ru
Лидия МАТРОСОВА.

Комсомольски районĕ, Çĕнĕ Мăрат шкулĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.