- Чăвашла верси
- Русская версия
Вĕçсе пырап машинăпа… мăн шăтăка çитиччен
Тĕлĕнмелле çанталăк кăçал… Çулла — çу ăшшине туймарăмăр, хĕлле — хĕл сиввине. Вăл-ку та юрĕччĕ-ха, çут çанталăк арпашăнса кайни инкек кÿни пĕтерет.
Çуллахи сулхăн çанталăк, калăпăр, ял çыннине пахча çимĕç туса илме чăрмав кÿчĕ. Термометр юпи ытла çÿле хăпарманнипе ăшша юратакан çимĕçсене ÿстерме çăмăлах пулмарĕ. Теплица пуррисем аптрамарĕç паллах. Ахаль йăран çинче вара помидорпа пăрăç, хăяр аран вăй илчĕç.
Хĕл капла килессе чăваш тĕлленмен те пулĕ — ураран резина атă каймасть. Кăрлач сивви вырăнне çумăр çăвать, тăварлă, химиллĕ кÿлленчĕк сăран атă-пушмака кăшлать. Хыççăнах шăнтнă пекки пулать те халăх ураран йăванать. Кун пек чухне тÿрĕ çул — травмпункта. Ара, коньки сырса йăр та йăр! йĕр хăварма пурте пултараймаççĕ-çке.
Автомобилистсен — хăйсен нуши. Çанталăк пĕр ăшăтса, пĕр шăнтса тăнине нимĕнле çул та чăтаймасть. Е асфальт сарнă чухне пахалăх пирки манаççĕ-ши? Çакăн пирки экспертсен шухăшне пĕлес килет. Анчах та çула тухнă çыннăн эксперт шухăшĕ мар-ха, вырăна çитме васкать вăл. Çĕр тĕрлĕ ĕç кĕтет ăна. Пĕри савнийĕ патне хыпаланать, теприне мăшăрĕ чăтайми кĕтет, виççĕмĕшĕн ĕçлĕ хутсене алă пусма çитмелле…
Тапăртатса тăрать капот айĕнчи çĕр, ик çĕр... пилĕк çĕр лаши. Тарăн шăтăка лекиччен. Унта çаклансан вара — пĕтрĕ! Пуç сывă юлсан юрĕ. Машинăна вара юсама тивет. Каллех — ĕнсене хыçтарать, кĕсьене пушатать…
Ирĕлекен… асфальт
Çак кунсенче пирĕн вулакансем редакцие шăнкăравларĕç.
— Шупашкар витĕр Мамай хăйĕн çарĕпе иртнĕ тейĕн! Тĕллĕн-тĕллĕн çул йăлт шăтса пĕтнĕ, машинăпа иртме пачах май çук тесен тĕрĕсрех-тĕр. Хăш-пĕр кĕпер çывăхне шиномонтаж тÿрех вырнаçтарма юрать — урапана сиенлемесĕр тухма çук унтан. Калăпăр, Октябрь кĕперĕ çывăхне. Нумаях пулмасть хамăр та темĕн пысăкăш путăка çаклантăмăр — трактор тăвакансен завочĕ çывăхĕнче, «Яхтинг» общество транспорчĕн чарăнăвĕнче, мăшăр каланă тăрăх, «сысна путма пултаракан» шăтăк пулса кайнă. Пире те чармасăр ирттермерĕ вăл. Икĕ урапа харăс шăтрĕ. Хамăрпа нимĕн те пулманнинчен халĕ те тĕлĕнетпĕр, пуç сывă юлнишĕн савăнатпăр. ÇÇХПИ ĕçченĕсем пĕр кун маларах кăна кунта нимĕн те пулманнине каларĕç. Нивушлĕ пĕр кун хушшинче çав таран пăсăлма пултарать çул? Кам айăплă куншăн? Çанталăк кăна-и? Епле пулсан та çул-йĕр саракансем пĕр çылăхсăр тесе калас килмест. Çанталăк ăшăтнă, юр кайнă май кашнинчех çакăн пек ÿкерчĕк тухса тăрать. Юрпа пĕрле асфальт та ирĕлмелле мар пек-çке… Пирĕн хулара вара вăл, шел, пĕчĕккĕнех ирĕлет-ирĕлет. Пушшех те, çуркунне кăна мар, хĕлле те. Çÿлерех асăннă путăк вара, эпир чарăнса документсем хатĕрленĕ вăхăтра, татах темиçе машинăна çине-çинех тыткăна илчĕ. Вырăна таврăнса пăхсан унта та кунта çĕмĕрĕлсе арканнă диск пайĕсем йăваннине асăрхарăмăр.
Сывлăх хаклăрах-и е укçа-и?
Кун пек чухне чи малтан «мĕн тумалла?» ыйту çуралать. Ун хуравне шыраса специалистсемпе çыхăнтăмăр. Хăйĕнпе Алексей тесе паллаштарнă çул- йĕр комиссарĕ çапла ăнлантарчĕ:
— Нумайăшĕ инкек пулнă вырăнтан пăрахса каять, тăкака — унăн калăпăшĕ вара тĕрлĕрен пулать — хăй шучĕпе саплаштарать. Çак укçана шыраса илме май пуррине тĕшмĕртмеççĕ те. Апла тумалла мар — çул-йĕр инспекцине шăнкăравласа инспекторсене чĕнсе илмелле.
Тĕрĕсех, йĕрке тăрăх инкек пулнă вырăнтан пăрахса кайма та юрамасть-çке.
— Çакна эпир «ДТП» тесех шута илетпĕр, — ăнлантарчĕç пире ÇÇХПИ управленийĕнчен. — Тепĕр вырăнта урăхларах, калăпăр, хăрушăрах, инкек сиксе тухнă, сирĕн машинăн вара шăпах çавăн евĕр кăлтăксем пур тăк епле ăнлантарăр кайран хăвăр шăтăка кăна çакланнине. Айăпсăрах айăплама пултараççĕ\вĕт. Çулăн çав пайĕшĕн яваплисемпе эсир судлашмасса та, тăкака хăвăр вăйпа кăна саплаштарма та пултаратăр — водителĕн ирĕкĕ ку. Анчах факта шута илсен лайăхрах. Çакна та палăртас килет — ОСАГО хакне витĕм кÿмест ку.
Çакăн пек инкеке çаклансан утăм хыççăн утăм мĕн тумаллине «Дорожник» фирма ĕçченĕ Дамир Исхаков ăнлантарчĕ.
— Чи малтанах ÇÇХПИ ĕçченĕсене чĕнсе инкеке шута илмелле. Вĕсем кирлĕ документсем хатĕрлесе парĕç, шăтăк размерĕсене виçĕç, машинăн сиенленнĕ пайĕсене сăн ÿкерсе илĕç. Çакăн хыççăн икĕ меслетпе ĕçлеме пулать. Пĕрремĕшĕ, эсир хăвăр тĕллĕн е адвокат пулăшăвĕпе усă курса суда ыйту çыратăр. Чексене, ытти документа хатĕрлетĕр. Ку мелĕн лайăх енĕсем: выляса илсен пĕтĕм укçана хăвăр илетĕр. Япăх енĕсем: нерв тытăмне лăскатăр. Суд мĕнле йышăну кăларасси те паллă мар.
Иккĕмĕш мел: çул-йĕр комиссарĕсемпе çыхăнатăр. Лайăх енĕсем: эсир машинăна экспертизăна илсе çитернисĕр пуçне урăх нимĕн те тумастăр. Суд тăрăх çÿреместĕр, нерв тытăмне тылламастăр. Пирĕнпе, çырлахтарать пулсан, килĕшĕве кăна алă пусатăр. Тăкака эпир туянатпăр пулса тухать. Эсир пĕр эрнере укçа илме пултаратăр. Начар енĕсем: саплаштару укçине сахалрах илетĕр. Пире те ĕçшĕн тÿлеме тивет-çке. Анчах та суда хăвăр мар, адвокат çÿресен вăл та укçа ыйтасси куç кĕрет.
Кăçал пирĕнтен пулăшу ыйтакансен шучĕ питĕ пысăк. Çакă, чи малтан, çанталăк условийĕсемпе çыхăннă. Паллах, çул-йĕр саракансен явапсăрлăхĕ те пурах.
Чăн та, çÿлерех асăннă тĕслĕхре çынсем кĕпепе çуралнă теме те пулать. Пысăк хăвăртлăхпа пынă май машина çаврăнса ÿкме те, çулăн хирĕç килекен енне сирпĕнсе тухма та, кювета вĕçме те пултарать. Шел те, кун пекки тăтăшах сиксе тухать. Малалла вулас...
Рита АРТИ хатĕрленĕ. Вулакан ярса панă сăн ÿкерчĕксем.
Комментировать