"Хĕрлĕ автан" хĕрхенÿсĕр

15 Июл, 2014

Республикăри МЧС ĕçченĕсем çынсем пирус туртнă чухне асăрханусăр пулнăран тухакан пушарсен шучĕ ÿснине пăшăрханса пĕлтереççĕ. Туртакансенчен ытларахăшĕ, паллах, ÿсĕр пулнă. Çулталăк пуçланнăранпа çак сăлтавпа 100-е яхăн пушар тухнă, 32 çын вилнĕ, мăкăрлантарма юратакансенчен 23-шĕ суранланнă. "Хĕрлĕ автан" 7 млн ытла тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ. Танлаштарма: 2013 çулта асăннă сăлтава пула вут-çулăм 88 хут алхаснă, çав синкерсенче 28 çын пурнăçран уйрăлнă, 22-ĕн сиенленнĕ.

Çакнашкал инкек иртнĕ эрнере Çĕмĕрле районĕнчи Хĕрлĕ Октябрь поселокĕнчи пурăнмалли пĕр çуртра пулнă - пĕлтерет Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн пресс-служби. Çăлавçăсене кÿршисем чĕнсе илнĕ. Чи малтан вырăнти ирĕклĕ пушарнăйсем хăйсен техникипе килсе çитнĕ, унтан - профессионал брандмейстерсем. Пĕрлехи вăйпа вута сÿнтернĕ, çапах çулăм çурт тăррине тата стенасене, пурлăха сиен кÿме ĕлкĕрнĕ. Юрать-ха, кил хуçи шар курман. Ял çыннисем каланă тăрăх - вăл пĕчченех пурăнать-мĕн, сигарет туртаканскер "хаяррине" тăтăшах сыпкалать. Тепĕр тĕслĕх. Шăмăршă районĕнчи Вырăс Чукалĕнчи арçын пĕррехинче пирус тĕпне сÿнтермесĕрех çывăрса кайнă та... текех вăранайман. Кÿршисем унăн пÿрчĕ çуннине асăрхасан пушарнăйсене чĕнсе илнĕ-ха, анчах кил хуçине çăлма май килмен. Нумаях пулмасть кун пек инкек Çĕнĕ Шупашкарта та тухнă. Икĕ арçын уяв паллă тунă. Ÿсĕрскерсем пирус туртнă, унăн тĕпĕ çемçе сĕтел-пукан çине ÿкнĕ те "хĕрлĕ автан" ташлама пуçланă. Арçынсем иккĕшĕ те тĕтĕм-сĕрĕмпе чыхăнса вилнĕ. Шел...

Çапла, пирус туртни сывлăха сиен кÿнипе пĕрлех тĕрлĕ инкек патне илсе çитерет. Усал çак йăлапа туслисем тепĕр чухне урама тухмасăрах, килĕнчех - е пÿлĕм тăрăх çÿресе, е сĕтел хушшинче, е кресло-диван çине меллĕн вырнаçса ларса, е вырăн çине выртса - мăкăрлантараççĕ. Хăшĕ-пĕри эрех-сăра ĕçнĕ хыççăн çапла хăтланать. Ÿсĕрскер тимлĕхе çухатать, хушăран хăй мĕн тунине те лайăх ăнланмасть, çывăрса каякан та пур. Унăн аллинчи пирус вара урайĕнчи палас е вырăн çине ÿксе йăсăрланма пуçлать, тĕтĕм-сĕрĕм тухса тулать. Инкекшĕн айăпли тата унпа пĕрле пурăнакансем çак вăхăтра çывăраççĕ, çавăнпа вăранаймаççĕ те, çăлăнаймаççĕ те.

Республикăри чрезвычайлă лару-тăрупа граждан оборонин ĕçĕсен патшалăх комитечĕн председателĕ Вениамин Петров каланă тăрăх - вут-çулăмра вилекенсен пысăк пайĕ ÿсĕр чухне пирус туртнăран пурнăçпа сыв пуллашать. Çакнашкал туртăм пирĕн республикăра çеç мар, Раççейĕпех палăрать иккен. Республикăн "тĕп çăлавçин" шухăшĕпе - ытларах чухне пĕччен арçынсем, тĕрĕс мар пурнăç йĕрки тытса пыракансем, шар кураççĕ. Ун пеккисем патне эрех ĕçес текенсем пуçтарăнаççĕ, черкке хыççăн черкке пушатнă хыççăн нумайăшĕ пÿртĕнчех пирус туртать, çывăрса каять... Чи кулянтараканни - тепĕр чухне вĕсене пула ним айăпсăр çынсем инкек тÿсни: çулăм пĕр çурт çинчен теприн çине хăвăртах куçма пултарать-çке. Паллах, "хĕрлĕ автан" чи малтан кÿршĕ пÿрт çине куçать. Çапла ан пултăр тесен Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн пуçлăхĕ Станислав Антонов тăтăшах ĕçекен çынсемпе сывă пурнăç йĕркине тытса пыракан кÿршисен те ăнлантару ĕçĕ ирттермелле тет.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тĕрлĕ лару-канашлура пушар хăрушсăрлăхĕн темине сÿтсе явнă чухне ăнăçсăр çемьесемпе ытларах ĕçлемеллине, ку ĕçе вĕсен кÿршисене тата пĕр урамра пурăнакансене явăçтарсан аваннине палăртать. Паллах, МЧС ĕçченĕсем ял активĕпе, полицин участок уполномоченнăйĕпе пĕрле ял тăрăхĕсенче килсерен çÿреççĕ. Çакнашкал рейдсене хам та кайса курнă. Тĕрĕс мар пурнăç йĕркине тытса пыракансем каç пулмасăрах çывăрма выртаççĕ-ши е вĕсене ял тăрăх тĕрĕслев ушкăнĕ çÿренине систерме ĕлкĕреççĕ-ши - чылайăшĕн алăкĕ хупă. Паллах, общество комиссийĕ кун пек тĕрĕслевсене пĕрре çеç мар, темиçе хут та йĕркелет. Вăл ăнăçсăр çемьесем, пĕччен ватăсем тата эрех-сăрапа иртĕхекен граждансем мĕнле пурăннине тĕплĕн сăнаса тăма тăрăшать. Комисси çынсем килĕнче йăлари электрохатĕрсемпе, газ оборудованийĕпе мĕнлерех усă курнине, кăмакасемпе мăрьесен, мунчасен тăрăмне те пăхать. Çавăнпа ятарлă ушкăна киле кĕртме хăрамалла мар: специалистсем çитменлĕхсене тÿрех асăрхаççĕ, вĕсене мĕнле пĕтермеллине те ăнлантараççĕ.

Çапах общество комиссине çеç кĕтсе ларни вырăнсăр. Эрех-сăра ĕçме юратакан тата пирус туртакан çынпа кÿршисен те чуна уçса калаçмалла, усал йăла мĕн патне илсе çитерме пултарнине ăнлантармалла. Хăшĕсем формăллă е пакунлă специалистсен сĕнĕвĕсене мар, куллен куракан пĕлĕшĕсен сăмахне ăса хываççĕ. Çавăнпа "Ку манăн ĕç мар, ятарлă службăсен", - теме васкамалла мар. Çакă та - хамăр хăрушсăрлăхшăн тăрăшниех.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА