Телефонпа калаçнă чухне ÿсĕр çын вырăнне йышăнаççĕ

6 Фев, 2020

Елена Молякова нăйкăшакан çынсене чăтма пултараймасть. «Мана хĕрхенмелле мар, кама кирлĕ — хамах шеллĕп», — терĕ. Шăпа ăна пуçран шăлман пулин те пурнăçа юратать.

Апельсинпа хăналайманшăн ÿкĕнет

Елена — амăшĕн пĕртен-пĕр хĕрĕ. ДЦП диагнозпа çуралнăскер мĕн ачаран хăйĕншĕн çирĕп тăма вĕреннĕ. Ашшĕ пирки вăл нимĕн те пĕлмен, амăшĕ ун ятне асăннине Елена астумасть. 15 çул тултарсан хĕр ашшĕне шыраса тупнă. Шупашкарта пурăнаканскер тăванĕ урлă ашшĕн адресне пĕлнĕ, палăртнă вырăна çитнĕ. Амăшне кун пирки шарламан. «Атте мана мĕнле йышăнĕ-ши? Мĕн калĕ? Палласа илĕ-и?» — пуç ватнă ют хваттер алăкĕ умĕнче тăнă самантра. Пурнăç парнеленĕ арçынпа куçа-куçăн тĕл пулса сăмах чĕнсенех кăмăлĕ хуçăлнă çамрăкскерĕн. Ашшĕ сиввĕн кĕтсе илнĕ: «Эсĕ кам пулатăн вара? Ăçтан тупăннă?» Пач ют çын пек йышăннă. Елена вăл çемьеллине, хăйĕнчен çулталăк кĕçĕнрех ывăл çитĕнтернине пĕлнĕ. Ашшĕне кирлĕ маррине ăнланнăскер йывăр кăмăлпа тухса утнă та текех çав адреспа килмен.
«Хама нихăçан та сусăр вырăнне хуман, ача чухне тус-юлташ нумайччĕ, сывăскерсемпе тан чупат-тăм, сикеттĕм. Вĕсем мана пăрахса хăварман. Тĕлĕнмелле, çумра яланах сывă çынсем пулнă. Тулли мар çемьере çитĕнтĕм, аннепе тата унăн икĕ аппăшĕпе пурăнтăм. Вĕсем тăрăшнипе манăн веçех пурччĕ: апат- çимĕç те, тумтир те, пурăнмалли кĕтес те», — каласа кăтартрĕ 52-ри хĕрарăм. Пĕр уйрăмлăх çеç пулнă тантăшĕсенчен: вăл шкула çÿремен, килтех пĕлÿ илнĕ. Хĕр уçă кăмăллă, ырă чĕреллĕ çитĕннĕ.
Елена йывăрлăхсене парăнтармашкăн ăнланмалла мар вăй пулăшса пынине ĕненет. Çывăх çыннисене пĕрин хыççăн теприне ĕмĕрлĕхех çухатнă вăл. Амăшĕн аппăшне Марийăна апельсинпа хăналама ĕлкĕрейменшĕн, унтанпа вăхăт нумай иртнĕ пулин те, ÿкĕнсе калаçрĕ: «Ăна пуш уйăхĕн 8-мĕшĕнче пытартăмăр. Инфаркта пула больницăра выртрĕ, унпа тĕл пулма кайрăм. Реанимацие аран кĕртрĕç. Лайăхах калаçрăмăр, апельсин илсе килме ыйтрĕ. Кăнтăрла хыççăн килме шантарса сыв пуллашрăм. Киле çитрĕм çеç, телефон янăрарĕ: «Сирĕн Мария вилчĕ», — пĕлтерчĕç усал хы-пар. Чутах ÿкмерĕм... Ăна пытарнă чухне иккĕмĕш аппа юнашар вырăна тĕллесе çапла каларĕ: «Ку вырăнĕ — ман валли».
Шăп икĕ çултан Елена амăшĕн иккĕмĕш аппăшне сивĕ тăпрапа хупланă... Пытарас умĕнхи кун çÿç-пуçа вирелле тăратакан самант пулса иртнĕ. Подћездри каçхи шăплăха темĕскер кĕмсĕртетнĕ сасă сирнĕ. Сехре хăпнă Моляковсем хваттертен вирхĕнсе тухсан тĕлĕннипе шак хытнă: стена çумне тăратса хунă тупăк хуппи кÿршĕре пурăнакан хĕр çине ÿкнĕ те ăна хупласа хунă. Еленăн куçĕ-пуçĕ чарăлнă: ку епле майпа пулнă? Чĕри ырă мара сиссе йăшканă. Çакна усал паллă пек йышăннăскер кÿршĕ хĕрĕн вилĕмне /вăл 3 çул иртсен пурнăçран уйрăлнă/ çак пулăмпа çыхăнтарать. Елена ĕненет: пурнăçри самантсем ахаль çеç пулса иртмеççĕ.

Ыран суд пулмалли кун...

Амăшĕпе ĕмĕрлĕхех сыв пуллашсан Елена уласа йĕрес патнех çитнĕ. Тăр пĕччен юлнă çак тĕнчере. «Калама çук йывăрччĕ мана. Анне сывă чухне унта-кунта тухса çÿремешкĕн машина туянтăмăр, анчах унпа кам çÿрĕ? Эпĕ пĕлместĕп. Кÿршĕри çемьепе аван хутшăнаттăмăр та упăшкине машинăна шанса патăмăр. Вăл пире тĕрлĕ вырăна илсе кайса килетчĕ. Çулталăк-и е ытларах иртрĕ-и — хайхискер кутăнлашма тытăнчĕ, машинăна туртса илес пек калаçрĕ. Вăл унăн имĕш. Эпир уççине те ыйтрăмăр, лăпкăн та калаçса пăхрăмăр. Усси пулманран суда тавăç тăратрăмăр. Веçех пăчланчĕ — ыран суда каймалла чухне анне вилчĕ... — асаплă кунсене чун витĕр кăларчĕ Елена. — Аннесĕр, хÿтлĕхсĕр юлсан пурнăç тамăк евĕр туйăнчĕ. Хайхи кÿршĕсем тĕрлĕ майпа хăратма, манран тăрăхлама пăхрĕç. Алăкран хыттăн шаккатчĕç, коридорта çутта сÿнтеретчĕç. Манăн йытăсем пурччĕ, вĕсемпе уçăлма тухаймастăм. Шăп ун чухне иккĕмĕш сыпăкри пиччене Юрăна хÿтте илтĕм. Вăл та сусăрччĕ — хăлхи пач илтмест, куçĕ курмасть, ури пĕрмай ырататчĕ. Апат çимелле-и е уçăлма тухмалла-и — алăпа тĕксе систереттĕм. Ăна пăхмалла, çăвăнтармалла, сухалне хырмалла. Хам тĕллĕн пурнăçлайманран тус- пĕлĕшрен, кÿршĕ-аршăран пулăшу ыйтма тиветчĕ. Пĕр лайăх юлташ Алексей питĕ нумай пулăшрĕ, ăна тав тумашкăн сăмах çитес çук. Çынна ятарласа тытса пиччене пăхтарас — укçа-тенкĕ кирлĕ. Ахаль кам пулăштăр? Пĕр хушă пенсие вăхăтра тÿлемен тапхăр пулчĕ. Тепĕр чухне хăть çăкăр туянма укçа пултăр тесе туспа пушă кĕленче пуçтарма çÿрерĕм. Икĕ-виçĕ çул çапла нушалантăм, вăй-хал пĕтнĕрен Юрăна су-сăрсен çуртне вырнаçтартăм. Кайран хам çуралса ÿснĕ виçĕ пÿлĕмлĕ хваттере сутса икĕ пÿлĕмлине туянтăм», — сăмах çăмхине сÿтрĕ хĕрарăм.
Тепри çакнашкаллине чăтса ирттерсе савăнма та манĕччĕ пуль. Анчах Елена ун йышши мар. Вăл малалла талпăннă, çамрăк чухне хастар пулнă. Сусăрсене пулăшас тĕллевпе «Ырăлăх тата тĕнче» общество организацине уçнă. Никамран та нимĕн те кĕтмен вăл. Хевтесĕр пулни ăна туллин пурăнма чăрмантарман. Компьютерпа, интернетпа ĕçлеме вĕреннĕскер çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче тус-пĕлĕш тупнă. Каччăсемпе паллашнă, хутшăннă. Хăй каланă тăрăх, ăна килĕштерекенсем — пурте сывă çынсем. Юрату та пулнă унăн. Пĕр яша пуçа çухатасла савнă, анчах лешĕ çаврăнса та пăхман. Елена шанчăка çухатмасăр кĕтнĕ, качча тухма ыйтакансене хирĕçленĕ те... пĕчченех юлнă. Савнийĕ иккĕ авланнă, анчах çемье пурнăçĕ ăнман, арăмĕсем пăрахса кайнă. Халь вăл хусаххăн кун кунлать. Елена вара пĕччен мар. Пилĕк çул каялла ăна пĕлĕшĕ вунă çул кĕçĕнрех Володьăпа паллаштарнă. Арçын хăнана килнĕ те... унтах юлнă.

Хĕрхеннĕрен мар-ши?

Еленăпа Володьăн хутшăнăвĕсен никĕсĕ юрату мар, унран пĕлтерĕшли — пĕр-пĕрне пулăшни, хисеплени. Хĕрарăм арçынна хĕрхеннĕрен çеç хăйĕн хваттерне кĕртмен-ши? Ара, сăлтавĕ çук мар. Ашшĕ вĕренме кахалланнă Володьăна ĕçлемешкĕн килтен хăваласа янă-çке. Арçын çапла каласа кăтартнă. Лена патне хăнана килнĕ чухне вăл ĕç вырăнĕнчех выртса тăнă-мĕн. Тепĕр чухне пĕлĕшĕсем патĕнче, путвалта... Лена манăн шухăшсене сирме тăрăшрĕ: «Володьăпа йĕркеллех пурăнатпăр. Унăн ирех ĕçе тухса каймалла пирки уйрăм пÿлĕмсенче çывăратпăр. Эпĕ часах выртмастăп та ăна пÿлĕме хăваласа яратăп. Вăл нумай пулăшать. Хуçалăхри тивĕçсене пурнăçлать, апатне те хăех хатĕрлет, хваттершĕн тÿлет. Халĕ юсама пуçларăмăр, куртăр пулĕ — мĕнле тирпейсĕр. Анчах ĕçсем укçа çителĕксĕррипе вăраха тăсăлаççĕ», — чунне уçрĕ Елена. Володя хваттершĕн çеç унпа пурăнмасть-ши? Вĕсем çак ыйтăва пĕрре мар сÿтсе явнă-мĕн: «Пĕлетĕр-и, тĕрлĕрен шухăшларăм. Ăна хĕрхентĕм те, ăнланма та тăрăшрăм. Эпĕ леш тĕнчене ăсансан хваттер пурпĕр такам аллине лекĕ. Вăл упăшканах куçтăр тетĕп. «Пурăн-ха эсĕ, вăрăм ĕмĕрлĕ пул», — тет мана. Вăл япăх çын мар, лăпкă пурăнасшăн çеç. Хÿтлĕх тупма пултарнишĕн мана тав тăвать». Малалла вулас...
www.hypar.ru
Нина ЦАРЫГИНА.
Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.