- Чăвашла верси
- Русская версия
Фермер ĕçĕ – чун туртăмĕ
Хăй вăхăтĕнче вăл Мускавра ĕçлесе пурăннă. Тăван тăрăха сайра хутра çеç килсе çÿренĕ. Уй-хир çум курăкпа хупланнине курсан çамрăкăн чун-чĕри ыратнă. Вăл çуралнă тăрăха таврăнма тĕв тунă. Сăмахăм Патăрьел районĕнчи Шăнкăртам ялĕнче тĕпленнĕ Ферид Чабатов фермер çинчен пырать.
«Эпĕ — чăн-чăн хресчен»
— Ферид Кияметдинович, çĕршывăн тĕп хулинчен таврăннăшăн
ÿкĕнместĕр-и? Халиччен хула çынни пулаттăр.
— Çук, пĕрре те ÿкĕнместĕп. Эпĕ —
чăн-чăн хресчен. Тăван уй-хирте хыт
хура ÿсни чуна ыраттаратчĕ. 90-мĕш
çулсем манăн пурнăçа тĕпрен улăш-
тарчĕç. «Яла таврăнса хир сухалăп,
тыр-пул çитĕнтерсе çăкăр çийĕп. Çав
вăхăтрах лăпкă та ирĕклĕ пурăнăп», —
теттĕм хама лăплантарса. Çавна май
2003 çулхи кĕркунне хирсене сухала-
ма пуçларăм: малтан – пĕрне, кайран —
теприне. Çĕрсене арендăна илтĕм. Ун
чухне колхоз председателĕнче Ренат
Сыраев ĕçлетчĕ. Чăннипе каласан, çĕр
илнишĕн атте-аннерен сăмах та тиврĕ.
Ренат абы вара мана 233 гектар лаптăк
уйăрса пачĕ. Çакăншăн паянхи кунч-
чен тав тăватăп ăна. Вăл мана шанчĕ.
Каярахпа ял çыннин хăйĕн çĕр пайне
сутма ирĕк пурри çинчен калакан сак-
кун тухрĕ. Ĕçлесе илнĕ укçапа майĕпен
лаптăксем туянтăм. Халĕ манăн ытла-
рах пайĕ — туянни. Çав вăхăтрах арен-
дăна илнисем те пур. Вĕсемшĕн ял ха-
лăхне çулсерен 200 килограмм тырă па-
ратăп. Паянхи кун тĕлне йĕркепе çирĕ-
плетнĕ лаптăк пирĕн — 520 гектар ыт-
ларах. Унта тĕшĕллĕ культурăсем тата
çĕр улми лартса çитĕнтеретпĕр.
— Çĕре юратасси мĕнрен пуçланнăха сирĕн? Ахăртнех, аçăр-аннĕр те çĕр ĕçченĕсем пулнă пулĕ.
— Çапла, атте хăйĕн ĕмĕрне води-
тельте ĕçлесе ирттерчĕ. Чăн та, вăл
пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ.
Анне вара колхозра вăй хунă. Вĕсем
4 ача çуратса çитĕнтернĕ: 3 ывăл та
1 хĕр. Пире ачаранах çĕр ĕçне хăнăх-
тарнă. Çавăнпа та фермер ĕçĕ маншăн
пĕрре те ют мар. Эпĕ хамах тракторист,
комбайнер, ветеринар…
Фермер ĕçне 2006 çулта йĕркеле-
се ятăмăр. Ĕçре мана мăшăр, ачасем
пулăшаççĕ. Урăхла каласан, çемье биз-
несĕ темелле ĕнтĕ. Сезон вăхăтĕнче ял
çыннисене ĕçлеме илетпĕр.
Çĕрсене пурне те сухаласа акатпăр.
Унсăрăн епле? Маларах Шăнкăртам-
сем çĕрсене кÿршĕ ялсене арендăна
панăччĕ. Халĕ хамăрах сухаласа акма
тăрăшатпăр. Хуçалăхсăр лаптăксе-
не çитес вăхăтрах пĕтересшĕн. Хамăр
çĕрпе хамăрăн хуçа пулмалла. Ют çын
килсе вырнаçсан çĕрсĕр юлатпăр. Ача-
сене, мăнуксене мĕн калăпăр ун чухне?
— Эсир тĕш тырă, выльăх-чĕрлĕх çитĕнтернисĕр пуçне пулă ĕрчетессипе те ĕçлетĕр. Ку çул-йĕре епле суйласа илтĕр?
— Ку çул-йĕр еннелле Турă çавăрса
пычĕ пулас. Кăмăл-туйăм çук пулсан
ĕçе пуçăнаймастăн.——
Хупă бассейнра осетр
йышши пулăсем ĕрчететĕп. Унсăр пуçне
уçă вырăнта 2 гектар çинче пĕве пур,
унта — кĕркке /форель/. 15 гектар йы-
шăнакан пĕвере вара — тĕрлĕ йышши
пулă. Çынсем унта çулталăкĕпех пулă
тытаççĕ, тÿлевсĕрех.
Малашне хура вăлча туса илес
ĕмĕтсемпе пурăнатăп. Анчах тĕллеве
пурнăçличчен чылай тăрăшмалла. Ка-
лама çеç çăмăл, вăлча сутса укçа тăвас-
си часах пулмасть. Çитменнине, пулă
ĕрчетесси йÿнĕ те мар.
Ку ĕçе 3 çул каялла пуçăнтăмăр. 2-3
çулсенчи пулăсене Пушкăртстанран
илсе килтĕмĕр. Халĕ вĕсем 5-6 çулсен-
че. Иртнĕ çул Аçтăрхантан ятарлă специ-
алистсене чĕнсе илсе вĕсене УЗИ турă-
мăр. Кăçал тепĕр хутчен чĕнсе илесшĕн,
пулăсем мĕнле аталаннине тишкеретпĕр.
Çак процедура пĕрре те йÿнĕ мар.
Пире Мускав та çулсеренех тĕрĕсле-
се тăрать. Ятарлă специалистсем кил-
се кĕрккене, осетра шăнтса тĕп хулана
анализ валли илсе каяççĕ. Сăмах май,
осетр йышши пулла ĕрчетекен çын çеç
сутма пултарать. Унсăрăн вăл браконьер
шутланать.
— Пулла мĕн çитеретĕр?
— Осетр йышши пулăсем /вĕсем
çăткăн чĕр чун шутланаççĕ/ тĕш тырă
çимеççĕ. Вĕсене выльăх-чĕрлĕхĕн ăш-
чиккипе /чĕрепе, пĕверпе/ апатланта-
ратпăр. Пасартан туянас пулсан çакă
хака ларать. Юрать, хамăрăн выльăх-
чĕрлĕх пур. Унсăр пуçне хутăштарса па-
машкăн ятарлă апат-çимĕç туянатпăр.
Ăна Саратовран кÿрсе килеççĕ.
— Ферид Кияметдинович, пулă ĕрчетекенсене патшалăх субсиди парса пулăшнине илтнĕччĕ. Эсир çак пулăшупа усă куратăр-и?
— Çакнашкал программа пулнине эпĕ
пĕлетĕп, анчах унпа усă курма васка-
мастăп. Патшалăх укçи-тенкипе ата-
ланма иккĕленсе тăратăп хальлĕхе.
Хамăн укçа-тенкĕпех ерипен ĕçлесе
пыратăп. Тен, малашне илме те тÿр
килĕ, пурăнăпăр — курăпăр. Мана
тĕрлĕ сĕнÿ-канашпа пулăшса пынăшăн
ЧР ял хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене
пурнăçлакан Сергей Артамонова тав
тăватăп.
— Хуçалăх самай пысăк. Выльăх-
чĕрлĕх те пур терĕр…
— Мăйракаллă шултра выльăх тытат-
пăр, 18 пуç. 2017 çулхи декабрьте хамăр
укçа-тенкĕпе усă курса биокаяш тирпей-
лекен цех уçрăмăр. Çавна май ĕç вы-
рăнĕсем те йĕркелерĕмĕр. Чи кирли —
тасалăха çирĕп пăхăнни. Таврара нимĕ-
нле шăршă-маршă та кĕмест. Малашне
ăна аталантарас ĕмĕтсем пур.
Çуракине хатĕр
— Умра — çураки. Ăна хатĕрленме пуçларăр-и?
— Эпир çуракине хатĕр: удобрени
туяннă, вăрлăх пур, тракторсем пурте
юсавлă. Вăрлăха тăтăшах улăштарса
тăратпăр, элита, суперэлита лартма тă-
рăшатпăр. Кăçал валли те укçа тÿлесе
хутăмăр, çитес вăхăтрах илсе килĕпĕр.
Пĕлтĕрхи тухăç савăнтарчĕ: тĕшĕллĕ
культурăсене гектартан вăтамран — 42
центнер, çĕр улмине 220 центнер пух-
са кĕртрĕмĕр.
Çĕр ĕçченне тухăçа ăçта вырнаçтарасси
канăç памасть паллах. Сăмах-
ран, виçĕм çул та, пĕлтĕр те çĕр улми
хакĕ пĕчĕк пулчĕ. Тар тăкса çитĕнтерни
харама кайрĕ тейĕн. Астăватăп: пĕр çул-
хине çеç, ытти регионта шăрăх çанталăк
пулнăран, çĕр улмине хаклăрах сутма
пултартăмăр эпир. Тыр-пула пĕлтĕр ту-
пăшлă вырнаçтараймарăмăр.
Çĕр улмине те, тырра та хĕл каçарма
тăрăшатпăр, управсем пур. Тĕшĕллĕ
культурăсене упрама çăмăлрах. Лайăх
çанталăкра пухса кĕртни çуркуннеччен
складра аван тăрать. Çĕр улми вара
апла мар. «Иккĕмĕш çăкăра» та удо-
бренисĕр çитĕнтерейместĕн. Ăна сап-
сан упрама хĕнрех, çĕрĕшме пăхать.
Кĕркунне 300 гектар çине тулă акса
хăвартăмăр, çуркунне 210 гектар урпа
акасшăн. «Иккĕмĕш çăкăра» та лар-
татпăр.
Ман шутпа, çĕре таса çĕртме /чер-
ный пар/ валли хăвармалла. Çавăн чух-
не тин вăл пире тухăçпа савăнтарĕ. Эпĕ
хам виçĕ çул çапла ĕçлеме тăрăшатăп.
Паллах, кун пек чухне ĕç нумай: çум ку-
рăка пĕтермешкĕн лаптăка 4-5 хут суха-
ламалла. Анчах çĕр канать, çакă паха.
Мăн асаттесем ахальтен мар çакăн пек
йĕркепе вăй хунă. Чи кирли — çĕр кан-
ни, ăна тĕрлĕ удобренипе апатлантар-
манни. Каннă лаптăкра икĕ хут нумай-
рах тухăç илме пулать.
— Паллах, пурнăç урапи тикĕс куçмасть. «Ырă ут та такăнать», — теççĕ халăхра. Мĕн пăшăрхантарать сире паян?
— Икĕ çул ĕнтĕ шанчăксăр çынсем-
пе судлашатпăр. Пĕрле ĕçлетпĕр тесе
калаçса татăлтăмăр та вĕсем мана
«шăнман пăр çине» лартса хăварчĕç.
Çитменнине, суя документсем туп-
са хăйсен айăпне сиресшĕн, манран
укçа шыраса илесшĕн. Юрать-ха, суд
ĕçе тĕрĕс хаклать, пуринче те эпир
çĕнтертĕмĕр. Юлашки суд февраль уй-
ăхĕнче пулмалла.
Ултавлă çынсемпе ытти ентеш те
тĕл пулма пултарать. Çавăнпа та питĕ
асăрхануллă пулмалла. Вĕсен серепи-
не çаклансан часах хăтăлаймăн. Малалла вулас...
Валентина ПЕТРОВА. Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ÿкерчĕкĕ.
Комментировать